Комментари хушас

6 Çурла, 2014

Типографие ярса илесшĕн пулнă

Укçа, пурлăх вăрлани час-часах пулать-ха - унашкалли тĕлĕнтермест. Ку тĕслĕхре вара ултавçăсем сумлă предприятие ярса илме тăнă.

Следстви комитечĕн республикăри управленийĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ ĕçсене тĕпчекен пайĕ тĕп хулари типографисенчен пĕрин директорĕ тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă ĕнтĕ. Ăна юридици вăйĕнчи тытăмсен патшалăхăн пĕрлехи реестрне суя кăтартусем кĕртнĕшĕн тата уйрăмах пысăк виçепе улталама тăнăшăн айăплаççĕ. Пысăк виçепе пулмасăр - предприяти хакĕ 93 млн тенкĕ ытла вĕт!

Следстви версийĕпе килĕшÿллĕн пĕлтĕрхи авăн уйăхĕнче çак арçын налук инспекцине типографи йышне тата икĕ çынна, хăйне тата пĕлĕшне, илнине çирĕплетекен суя йышăну тăратнă. Çавăн пекех вĕсем хушма укçа хывнă май устав капиталĕнчи тÿпесене çĕнĕрен пайланă-мĕн. Кăçалхи нарăсра вара вăл регистраци органне типографин /вăл ООО шутланать/ пĕртен пĕр хуçине унта хутшăнакансен йышĕнчен кăларнине ĕнентерекен документсем ярса панă - хуçа хăй çапла тума заявлени çырнă-мĕн.

Çак хутсене тĕпе хурса патшалăхăн пĕрлехи реестрне тивĕçлĕ улшăнусем кĕртнĕ, арçынпа унăн пĕлĕшĕ типографи хуçисем пулса тăнă тесен те йăнăш мар. Следстви иккĕленмест: çак ĕç-пуç тĕллевĕ типографин 93 млн ытла тенкĕлĕх куçми пурлăхне, çавăн пекех пĕртен пĕр хуçа шутланакан фирмăн унта устав капиталĕ вырăнне хывнă 18 млн ытла тенкине ярса илесси пулнă.

Юрать-ха, фирма ертÿçи, предприяти хуçи, çакăн çинчен вăхăтра пĕлнĕ, право хуралĕн органĕсенчен пулăшу ыйтнă. Çапла вара ултавçăсен тĕллевĕ тÿрре тухман. Уголовлă ĕçе тĕпчеççĕ.

Н.СТЕПАНОВ

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.