Следстви

6 Çĕртме, 2017

Мыскара мар — хăрушă преступлени

Чăнах, Эльдар Рязановăн мыскараллă «Ирония судьбы» фильмĕнчи пекех. Анчах фильмра çын хăйĕн хваттерне арпаштарнипе çыхăннă истори вĕçĕ телейлĕ, ку тĕслĕхре вара — хăрушă преступлени, вилĕм...

Следстви комитечĕн Шупашкарти Мускав районĕнчи пайĕ тĕп хулари пĕр кафере поварта ĕçлекен 21 çулти çамрăк çын тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă, УК 111-мĕш статйин 4-мĕш пайĕпе /сывлăхне пĕлсе тăрсах йывăр сиенленĕ май асăрханмасăр çынна вилĕм кÿни/ айăплав тăратнă.

28 Ака, 2017

Аппăшĕ çук, пенси... пур

65 çулти çак хĕрарăм пĕр вăхăт икĕ пенси те илсе тăнă — хăйĕнне тата хурăнташ аппăшĕнне. Иккĕмĕш пенсишĕн халь суд умне тăма тивет. Следстви комитечĕн Шупашкарти Мускав районĕнчи пайĕ ун тĕлĕшпе ултавшăн пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчесе пĕтернĕ.

11 Чÿк, 2016

Ветеринар «вăрттăнлăхĕ» çиеле тухнă

Пăрачкав районĕн выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станцийĕн Напольнăйри ветеринари участокĕн заведующийĕ тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчесе пĕтернĕ. Следстви комитечĕн Çĕмĕрлери пайĕ ăна тавралăхшăн хăрушă лару-тăрупа çыхăннă информацие пытарнăшăн тата экологи енĕпе хăрушă каяшсемпе ĕçлемелли правилăсене пăснăшăн айăплать.

12 Утă, 2016

Криминал саманин ахрăмĕ, е Хурахсем те хыпарсăр çухалмаççĕ

Следстви комитечĕн республикăри управленийĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ ĕçсене тĕпчекен пайĕ тĕпчесе пĕтернĕ çак уголовлă ĕç чылай çул каяллахи тапхăра таврăнма хистет, 2006 çулхи ĕç-пуçа сăнлать. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчи тискер те çивĕч тапхăр мар ĕнтĕ, анчах ун чухне те Шупашкарта автомат шатăртатнă, çын вилнĕ.

Pages