Комментари хушас

11 Чÿк, 2016

Ветеринар «вăрттăнлăхĕ» çиеле тухнă

Пăрачкав районĕн выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станцийĕн Напольнăйри ветеринари участокĕн заведующийĕ тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчесе пĕтернĕ. Следстви комитечĕн Çĕмĕрлери пайĕ ăна тавралăхшăн хăрушă лару-тăрупа çыхăннă информацие пытарнăшăн тата экологи енĕпе хăрушă каяшсемпе ĕçлемелли правилăсене пăснăшăн айăплать.

Следстви шучĕпе — кăçалхи çулла ветеринари участокĕн заведующийĕ Напольнăй ялĕнчи уйрăм çынсен икĕ хуçалăхĕнче сыснасене сипленĕ. Хăшпĕр выльăхăн Африка мурĕпе чирленин клиника паллисем пулнă. Çурла уйăхĕн 5 тата 9-мĕшĕсенче пĕр хуçалăхра 2 сысна вилнĕ, анчах ветеринар çакăн сăлтавне палăртман, кирлĕ диагностика тĕпчевĕ ирттерессине йĕркелемен, хуçине вилнĕ сыснасене ял хĕрринчи ятарласа йĕркелемен вырăнта пытарма хушнă. Çавна май асăннă вырăнта Африка мурĕ сарăлас, вăл ытти выльăха, чĕрчунсене ерес хăрушлăх тухса тăнă.

Çакă тепĕр çын хуçалăхĕнче сысна вилсен /ăна та хайхи ветеринар сипленĕ/ кăна палăрнă. Çапла вара яваплăха туйман çын çăмăлттайлăхне пула ялта Африка мурĕ енĕпе карантин йĕркелеме, Пăрачкав районĕнче чрезвычайлă лару-тăру режимне ĕçе кĕртме тивнĕ. Республикăн патшалăх влаçĕн органĕсем анлă мерăсем йышăннă май кăна лару-тăрăва йĕркелеме май килнĕ.

Ветеринари участокĕн заведующийĕн айăпне ЧР Ветеринари лабораторийĕн, Пĕтĕм Раççейри ветеринари вирусологийĕпе микробиологи наука-тĕпчев институчĕн тĕпчевĕсем, свидетельсен кăтартăвĕсем ĕнентереççĕ. Следователь ыйтнипе суд айăпланаканăн икĕ автомобильне арестленĕ. Уголовлă ĕçе тишкерме Çĕмĕрле районĕн судне панă ĕнтĕ.

Н.КОНОВАЛОВ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.