Комментари хушас

6 Çĕртме, 2017

Мыскара мар — хăрушă преступлени

Чăнах, Эльдар Рязановăн мыскараллă «Ирония судьбы» фильмĕнчи пекех. Анчах фильмра çын хăйĕн хваттерне арпаштарнипе çыхăннă истори вĕçĕ телейлĕ, ку тĕслĕхре вара — хăрушă преступлени, вилĕм...

Следстви комитечĕн Шупашкарти Мускав районĕнчи пайĕ тĕп хулари пĕр кафере поварта ĕçлекен 21 çулти çамрăк çын тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă, УК 111-мĕш статйин 4-мĕш пайĕпе /сывлăхне пĕлсе тăрсах йывăр сиенленĕ май асăрханмасăр çынна вилĕм кÿни/ айăплав тăратнă.

Каччă каçхи клубран ир еннелле тин таксипе килне таврăннă. Çурт умĕнче машинăран тухса юлнă, анчах ÿсĕрскер хăйĕн подъездне мар, йăнăшпа кÿршĕ подъезда кĕнĕ. Çуртăн хăйне кирлĕ хутне хăпарнă. Пулать вĕт — унăннипе пĕрешкелех вырнаçнă хваттер алăкĕ уçă иккен. Унта пурăнакан хĕрарăм самантлăха лавккана тухнă та — алăка питĕрмен. Хваттерте вара унăн 80 çулти ашшĕ пĕчченех юлнă, ватă çын телевизор пăхнă.

Йĕкĕт ним иккĕленмесĕр шала иртнĕ. Ак, тамаша, унăн хваттерĕнче — ют çын! Каччă «эсĕ кунта ма кĕнĕ?» тесе ватă çынна тапăннă: пуçĕнчен, ытти çĕртен çапнă, тапнă — тискеррĕн хĕнесе пĕтернĕ, хваттертен хăваласа кăларма пикеннĕ. Çак самантра хваттер хуçи те таврăннă — чĕнмен «хăна» хĕрарăма та итлесшĕн пулман...

Йывăр суранланнă арçынна больницăна ăсатнă. Шел те, медиксем тивĕçлĕ мерăсем йышăннă пулин те унăн пурнăçне çăлса хăварма май килмен, ватă çын темиçе кун иртсен сывлама пăрахнă.

Унăн пурнăçне татнăскере тытса чарнă, следователь ыйтнипе хупса хунă. Следстви ун тĕлĕшпе судпа психиатри экспертизи те ирттерĕ. Ăс-тăнĕ йĕркеллех пулни çирĕпленчĕ тĕк, следстви пайĕнче палăртнă тăрăх, йĕкĕте ку преступленишĕн хаяр яваплăх кĕтет — 15 çуллăхах ирĕклĕхсĕр юлма пултарать.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.