Хăнтăра тĕлленĕ те…
Етĕрне районĕнче Тури Ирçе ялĕн 43 çулти арçынни пирки уголовлă ĕç пуçарнă. Ăна пиччĕшне ăнсăртран вĕлернĕшĕн айăплаççĕ.
Вăл çурла уйăхĕн 27-мĕшĕнче 47-ри хурăнташ пиччĕшĕпе сунара тухнă. 17 сехет тĕлнелле вăрман тăрăхĕнчи çырмара хăнтăра асăрхаса ăна ИЖ-27 пăшалпа тĕлленĕ… Шел, пиччĕшне курман. Пăшал кĕрслетнĕ — пульăсем шăпах пиччĕшне лекнĕ. Арçын йывăр суранланнă, çавăнтах вилнĕ.
Следстви комитечĕн вырăнти органĕсем уголовлă ĕçе тĕпченĕ май çын вилĕмĕпе çыхăннă ĕç-пуçа уçăмлатнисĕр пуçне сунарçă хăнтăр тытма тухнине те хак парĕç — çак чĕр чуна ку тапхăрта тытма юрамасть.
Комментари хушас