Archive - 15 Çурла, 2014 - Хыпар

15 Çурла, 2014

Вăхăтра сиплемелле

Нумай çынран «кăçал хăяр çулĕ мар» тенине илтрĕм. Хăярăн пасарти хакĕ те утă уйăхĕн вĕçнелле çеç кăштах йÿнелсе илчĕ те каллех хăпарчĕ. Мĕне пула кăçал ăнсах пулаймарĕ-ха çак çимĕç. Пĕрремĕш инкек - кăмпаска /мучнистая роса/ чирĕ пирĕн тăрăхра хăвăрт сарăлни.

15 Çурла, 2014

Турă сăвапланса ылмашăннă кун. Сăпас

Çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче пан улми Сăпасĕ. Çак кун пан улмине тата ытти улма-çырлана чиркÿре сăвапланă. Сăпасчен пан улми çиме юрамасть тесе калаççĕ хăшĕсем. Анчах ку тĕрĕсех мар пулĕ. Çак кун улма-çырлана сăваплани - эпир илекен çимĕç йăлтах Турă пилленипе панă пурлăх иккенне йышăнни. Этемĕн çавна асра тытмалла, Турă умĕнче эпир ĕçлесе тунă тухăçшăн тав тумалла. Тÿрĕ ĕçлесе тупăш илме пил ыйтмалла.

Сăпасра пан улмирен тĕрлĕ апат хатĕрлеççĕ. Пан улми кукăлĕ, шарлотка... Пĕр-пĕрне улма-çырлапа хăналаççĕ. Сăпас хыççăн ăшă çанталăк вĕçленет - çуллана ăсатаççĕ.

15 Çурла, 2014

Аттепе пĕрле - пулла

Çуллахи каникул кунĕсенче пушă вăхăта аттепе пĕрле кÿлĕ хĕрринче пулăра ирттернинчен лайăхраххи тата мĕн пур-ши. Пĕр-пĕринпе çывăхланма, пĕрле ытларах пулма май тупăнать. Килĕшетĕр ĕнтĕ, йывăр ĕçрен килнĕ хыççăн пирĕнтен хăшĕ-пĕри ачине асăрхамасть те темелле.