Муркашра «Пыл хурчĕ сывлăх парнелет» йăлана кĕнĕ уяв иртнĕ. Тĕп лапамра пыл тата хурт-хăмăрăн ытти продукцине сĕнекен ярмăркка уçăлнă. Районти утарçăсен хушшинче «Муркаш районĕнчи 2014 çулти чи лайăх пыл» конкурс йĕркеленĕ.
Православи тĕнне ĕненекенсем ĕнер Пыл сăпасне паллă турĕç. Чиркÿсенче çĕнĕ пыла сăвапларĕç, чылайăшĕ кăçал юхтарнине пĕрремĕш хут тутанчĕ. "Пыл сăпасĕнче чухăн çын та пыл çинĕ", - тенĕ ĕлĕкхи çынсем.
Çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче пан улми Сăпасĕ. Çак кун пан улмине тата ытти улма-çырлана чиркÿре сăвапланă. Сăпасчен пан улми çиме юрамасть тесе калаççĕ хăшĕсем. Анчах ку тĕрĕсех мар пулĕ. Çак кун улма-çырлана сăваплани - эпир илекен çимĕç йăлтах Турă пилленипе панă пурлăх иккенне йышăнни. Этемĕн çавна асра тытмалла, Турă умĕнче эпир ĕçлесе тунă тухăçшăн тав тумалла. Тÿрĕ ĕçлесе тупăш илме пил ыйтмалла.
Сăпасра пан улмирен тĕрлĕ апат хатĕрлеççĕ. Пан улми кукăлĕ, шарлотка... Пĕр-пĕрне улма-çырлапа хăналаççĕ. Сăпас хыççăн ăшă çанталăк вĕçленет - çуллана ăсатаççĕ.