Комментари хушас

20 Çурла, 2014

Пыл уявĕнче савăннă

Муркашра «Пыл хурчĕ сывлăх парнелет» йăлана кĕнĕ уяв иртнĕ. Тĕп лапамра пыл тата хурт-хăмăрăн ытти продукцине сĕнекен ярмăркка уçăлнă. Районти утарçăсен хушшинче «Муркаш районĕнчи 2014 çулти чи лайăх пыл» конкурс йĕркеленĕ.

Муркашсене хăйне евĕр уявпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев саламланă. «Пыл уявĕ пире сывă пурнăç йĕркине пăхăнма хистет. Ахальтен-им пыла «турăсен апачĕ» теççĕ. Вăл сывлăхшăн чăннипех усăллă»,- тенĕ Ростислав Николаевич. Республикăри хурт-хăмăр енĕпе ĕçлекен агентствăн генеральнăй директорĕ Геннадий Максимов палăртнă тăрăх - ку çул утарçăсемшĕн уйрăмах ăнăçлă пулнă. Республикăра çурла уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне 1 пин тонна пыл илнĕ. Чăваш Енри кашни çын пуçне 350 грамм пыл тивĕçет. Культура ĕçченĕсем уяв тĕлне ятарлă курав та, «Çемье таланчĕсен асамат кĕперĕ» конкурс та йĕркеленĕ. Районти пултарулăх ушкăнĕсем хăйсен юрри-ташшипе савăнтарнă. Ачапчана вара «Пыл хурчĕн çĕр-шывĕ» вăйă лапамĕ пухнă. Вĕсем валли тĕрлĕ конкурс, вăйă, викторина хатĕрленĕ. «Муркаш районĕнчи 2014 çулти чи лайăх пыл» конкурсра Николай Кондратьев ?Катькас ял тăрăхĕ% çĕнтернĕ. Вячеслав Михайловпа Виталий Ямангеев иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайланă.

С.РОЗОВА.

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.