«ЧĔРĔ» ШĔВЕК - ПУЛĂШУ ÇĂЛ КУÇĔ
Промышленноç мелĕпе тирпейлемен апат-çимĕç этемшĕн çав тери пахи тахçанах паллă. Унра энзимсем пур. Вĕсем апат ирĕлессине кăна мар, организмри питĕ пĕлтерĕшлĕ ытти ĕçе те лайăхлатма пулăшаççĕ.
Энзимсене ăçтан илмелле-ха? Чĕрĕ пахча çимĕç, улма-çырла, сăмсалантарнă тĕш тырă, тĕрлĕ вăрлăх çимелле.
Килте усă курма меллĕ сывлăхшăн лайăх ансат темиçе сĕнÿпе паллаштаратпăр.
1. Тулă пĕрчисене ислетсе хатĕрленĕ шĕвек. Тулла шыв тасалса çитичченех çумалла. 1 апат кашăкĕ илсе 3 стакан таса шыва ямалла, 2 талăк лартмалла.