ЧĔРЕ СИКСЕН ЛĂПЛАНТАРМА
Аритмирен, стенокардирен, сылăш пÿлĕннинчен. 10 лимонпа 10 пуç ыхрана аш арманĕпе авăртмалла, 3 литр банкине ярса пăтратмалла. 1,5 литр пыл хушса татах пăтратмалла. Пĕр эрнене сивĕ вырăна /анчах сивĕтмĕше мар/ лартмалла. Кашни кун пăтратмалла. Кашни ир апатчен 1 сехет маларах 4-шар апат кашăкĕ çимелле.
Календула паха. 1 апат кашăкĕ чечекне тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 1 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне темиçе сыпкăм ĕçмелле. Сиплев курсĕ - 1 уйăх.
Пĕр уйăх тăхтанă хыççăн профилактика тĕллевĕпе тепĕр уйăх ĕçсен аван. Юн таппине тĕрĕслесе сипленмелле. Вăл минутра 60 хутран сахалрах тапсан виçене пĕчĕклетмелле: тин вĕренĕ 1 стакан шыва календула чечекне 1 чей кашăкĕ ямалла.
Сиплĕ салат хатĕрлеме пулать. 2 банан, 2 пан улми, 2 помидор, çур пачка спагетти макарон, 8 апат кашăкĕ хăйма, 100 грамм сыр, 6 апат кашăкĕ консервланă симĕс пăрçа, çур стакан тасатнă аçтăрхан мăйăрĕ, 1 лимон, тăвар, авăртнă хура тата хĕрлĕ пăрăç, петрушка çулçи кирлĕ.
Спагеттине тăвар хушнă шывра пĕçермелле, шывне тăкмалла, макаронне сивĕтмелле. Банансене хуппинчен тасатмалла, çаврашкасем çине вакламалла. Пан улмисене варринчен тасатса касăксем туса вакламалла. Помидорсене - çаврашкасем туса. Симĕç пăрçана дуршлаг çине хурса шĕвекне юхтармалла. Сыра шултра улăм пĕрчисем евĕр касмалла. Савăта пурне те пĕрле хурса пăтратмалла. Аçтăрхан мăйăрне çатма çинче кăштах ăшаласа хушмалла. Хăймана, лимонран пăчăртаса кăларнă сĕткене, тăвара, пăрăçа хутăштарса соус хатĕрлемелле, салата хушса пăтратмалла, çиеле петрушка сапмалла. Час-часах çисен чĕре сахалрах аптаратĕ. Банан, спагетти, пан улми, помидор, сыр, нерв тытăмне кирлĕ энергипе тивĕçтереççĕ, организмри кали шайлашăвне майĕпен йĕркене кĕртеççĕ. Ку чĕрене лăплантарма пулăшать.