Садик ÿсĕмĕнчи тавçăрулăх ан çухалтăр тесен...
Йăлана кĕнĕ «августри педканаш» иртнĕ кĕçнерни кун вĕренÿ тытăмĕнчи нумай-нумай ĕçчене пĕр аудиторие пухрĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Культура керменĕнче пушă вырăн çукпа пĕрехчĕ. Çулталăкра пĕрре чи çивĕч ыйтусене сÿтсе явма пухăннă йыш Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн В.Н.Ивановăн докладне тимлĕн тăнларĕ. Конференци темине кура ытларах чăн ăслăлăхсемпе математикăна çине тăрса вĕрентесси çинчен калаçнă май Владимир Николаевич шухăшĕсене тăтăшах пурнăçри тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пычĕ. Ĕçтешĕсене, тен, шăпах çакă кăмăла кайрĕ - канашлуран тухнă хыççăн доклада хавхаланса сÿтсе явни кăна хăлхана кĕчĕ.
Хăш-пĕр тĕслĕхпе вулакана та паллаштарасах килет. Ачасен ăс-тăнне, пултарулăхне шкул сакки çине ларичченех аталантарнин /хальхи шайран çÿллĕрех пусма çине хăпарас вăхăт çитнине ас тутарса/ пĕлтерĕшĕ пирки сăмах хускатсан министр çакăн пек тĕпчевпе паллаштарчĕ. Садике çÿрекен 1,5 пин ачаран çапла ыйтнă: канцеляри скрепкипе пурнăçра мĕнле усă курма пулать? Çитĕннĕ çынсенчен ытларахăшĕ çакнашкал ыйтăва хуравланă май 10-15 мел сĕнет иккен, ăсчахсем - 200. Ача садне çÿрекенсен 97 проценчĕ лайăх хуравсем панă. Вунă çул иртсен çав ачасене ыйтăва тепĕр хут хуравлаттарнă. Пачах урăхла ÿкерчĕк ыйтăм ирттерекенсене тĕлĕнтернĕ.
Мĕншĕн çавăн пек пулса тухнине ăнлантарма кăткăс мар: пĕчĕк ачасем йăнăшма хăрамаççĕ. Шкулта вара кашни чĕрмекшĕн, тĕрĕс мар хуравшăн сăмах илтетĕн. Ашшĕ-амăшĕ те килти ĕçе йăнăшсемпе пурнăçланă ачана пуçран шăлмасть... Çавăнпах ĕнтĕ вун пĕрмĕш класс таран вĕренсе çитнĕ тĕле вĕренекенсем пуçне пачах «ĕçлеттерме» пăрахас туртăм вăйлă палăрать.
Çакнашкал лару-тăруран епле тухмалли, малашне вĕренÿре математикăна вăйлăрах шĕкĕлчеме тытăнма хистекен доклад çинчен республикăри асăннă тытăмра ĕçлекенсем мĕн шухăшлаççĕ-ши? Хăшĕ-пĕрне итлесе пăхар.
Юрий АЛЕКСЕЕВ, Канаш район администрацийĕн вĕренÿ управленийĕн пуçлăхĕ:
- Республикăри педконференцие чылай çул хутшăннă, кăçалхи пек хĕрÿ калаçу пулнине ас тумастăп. Владимир Николаевич хăй физикăпа математика предмечĕсен специалисчĕ пулнă май тĕп темăна никамран лайăх ăнланать. Çавăнпах унăн сăмахĕ çав тери вирлĕ пулчĕ те. Çивĕч ыйтусене тĕрĕс палăртни пире вырăнта шута илмелли самантсен ÿкерчĕкне уçăмлăн курма хистерĕ. Акă, сăмахран, пултаруллă ачасемпе уйрăммăн çине тăрса ĕçлессине, кадрсене хамăр енне илĕртессине тимлĕхрен вĕçертмелле маррине палăртса хутăмăр. Чăн та, районта математикăпа пĕлÿ паракан учительсен ÿсĕмĕ вăтамминчен чылай аслăрах: 50 е унран ытларах çултисем. Вĕсен ĕç опычĕ пысăк. Çамрăк специалист, пĕрремĕшĕнчен, ялти шкула килесшĕнех мар, тепĕр «инкек» - ăсталăх туптиччен 8-10 çул иртетех. Çакнашкал лару-тăрура пулин те пирĕн ăслă ачасене куçран вĕçертмесĕр аталанма çул уçса пымалла. Унсăрăн математика предмечĕпе республика олимпиадинче призерсен йышĕнче хамăрăн тăрăхри вĕренекенсен хушаматне кураймăпăр. Тунмастăп, 4-5 çул тăршшĕнче пирĕн ку предметпа çитĕнÿсем пулман. Çав вăхăтрах хими, биологи тĕлĕшпе çÿллĕ шайри кăтарту Раççейре те тунă.
Скрепка çинчен каланă тĕслĕх пирки шухăша çапларах палăртатăп: вĕрентекенсен айăпĕ те пурах. Чăнахах, ачасене «иккĕпе» хăратни вырăнлах мар. Çемçе кăмăллă вĕренекенсемпе пушшех асăрхануллă пулмалла, вĕсен пĕлÿ енне талпăнас туртăмĕ ан иксĕлтĕр. Çакна йăлтах шута илсе ĕçлеме педагогăн пысăк квалификациллĕ кăна мар, пысăк чунлă та пулмалла.
Наталья АНДРЕЕВА, Патăрьелти 1-мĕш шкул директорĕ:
- Мана вĕренÿ министрĕн доклачĕ çав тери килĕшрĕ. Ертÿçĕ пулнă май хамăн малашнехи ĕçре мĕне шута илмеллине, мĕнле ыйтупа çине тăмаллине пуçа картсах пытăм. Кăçал пирĕн шкулта та çĕнĕлĕх - инженерипе техника класĕ уçăлать. Хальлĕхе 6 вĕренекен унта ăс пухасси çинчен ыйтса çырчĕ. Класс татах пысăкланасса шансах тăратпăр. Физика, черчени предмечĕсем валли унта ытларах сехет уйăрăпăр. Педканашлура ЧПУ ректорĕ Андрей Александров техника факультечĕсене пуринчен ытла вĕренме кĕнĕ хĕрсемпе каччăсен районĕсене асăнчĕ те - Патăрьел тăрăхĕ списокра çук. Малашне вара пулатех пуль тетĕп. Пирĕн шкул ГТО комплексне пурнăçа кĕртес енĕпе Раççей проектне хутшăнасшăн. Спорт енĕпе республика шайĕнче çитĕнÿсем сахал мар - малалла та ÿсĕмсем тăвасчĕ. Ăмăртусенче лайăх кăтарту тăвакансем вĕренÿре те аван ĕлкĕрсе пыраççĕ. Тен, «тĕрĕс» ăслăлăхсене çăмăллăнах парăнтаракансен йышĕ те ÿсĕ?
Ираида ФОМИНА, ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ /Шупашкар районĕнчи Тренккасси шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет/:
- Пĕтĕм пурнăç, мĕн пур ăслăлăх математика çинче никĕсленсе тăрать - çак шухăшпа эпĕ те, гуманитари предмечĕсемпе пĕлÿ параканскер, сăмахсăрах килĕшетĕп. Тĕрĕсех палăртрĕ министр: логика шухăшлавĕ аталаннă тăк ача сочинени те аван çырĕ. Пĕлменнишĕн, йăнăшнăшăн çапса хуçмалла мар тенипе килĕшетĕп.
Паянхи шкулăн мĕнле ыйтупа çине тăрса ĕçлемелле-ха? Ачасене професси суйлама хăнăхтармалла. Кĕçĕн классенчех мар пулсан вăтам ÿсĕмре арçын ачасемпе хĕр ачасен пурнăçра кам пулассине палăртса хумаллах. Унсăрăн юристсемпе экономистсен /пурин те мар паллах/ дипломĕсем арча тĕпне меллĕ вырнаçнă тĕслĕхсенчен хăтăлаймăпăр. Çавна май вĕрентекенсен ача пĕлĕвне профессисем тĕлĕшпе те анлăлатмалла. Çакна тĕпе хурса пирĕн шкулта хĕр ачасем валли хальхи йышши оборудовани вырнаçтарнă çĕвĕ пÿлĕмĕ тата кухня, арçын ачасем валли мастерской уçрĕç. Акă математика кирлĕлĕхĕ патне çаврăнса çитрĕмĕр те: йывăçран каскаласси те, ĕлке хатĕрлесе çĕлесси те шухăшлавпа тÿрремĕнех çыхăннă-çке.
Професси суйлас тĕлĕшпе тĕрлĕ объекта тухса çÿренин усăлăхĕ пур. Хĕрĕм хальхи вăхăтра аслă шкулта медицина специальноçне алла илет. Вĕсем шкулта чухне класĕпе ЧПУ тытăмĕнчи анатоми музейне экскурсие кайнăччĕ, çав тери кăсăклă пулнă уншăн вăл. Хăйсен куçĕпе курни сăмахпа каланинчен çĕр хут та витĕмлĕрех.
Антонина ПУШКИНА, Комсомольски районĕнчи Аслă Чурачăк шкулĕн ветеранĕ /математикăна 40 çул вĕрентнĕ/:
- Çиччĕ тултарайман чухне пĕр учителе: «Шкула илĕр-ха мана», - тесе тилмĕрнĕччĕ. Çакскер: «Шутлама пĕлетĕн-и-ха эсĕ?» - тесе ыйтрĕ. «Пĕлетĕп», - терĕм. «16 çумне 16 хуш-ха эппин», - тăсать калаçăва. Эпĕ ăсра шутлатăп та «31 пулать» тесе калатăп. Питĕ çывăх хурав панăран тĕлĕнсе куçне чарнăскер: «Эх, ачам, пĕлеймерĕн-çке, тепĕр çулччен кĕт эппин», - терĕ. Те çак калаçу ĕмĕрлĕхех чуна кĕрсе юлнăран - шкул пĕтерсен математикăна суйларăм. Çакă чĕлхепе е литературăпа кăсăкланманнине пĕлтермест. Пач урăхла: математика тĕрĕслĕхе кăмăлланăран чĕлхене çÿпĕлекенсене килĕштерместĕп. Вĕренÿ тытăмĕн республикăри паянхи ертÿçи Владимир Иванов - физик. Вăл яланах тĕрĕс те яка калаçнине сăнатăп. Шухăшĕ уçăмлă. Логика шухăшлавĕ вăйлă аталаннă тăк çын хăй калас тенине ытлашши сăмахсăрах тĕрĕс палăртать. Математикăна тарăннăн пĕлекен пурнăçра та кирлĕ пĕтĕмлетÿ тăваять. Михаил Ломоносов ахальтен çапла каламан-тăр: «Математика ăса йĕркене кĕртет, ăна çавăнпа вĕренмелле те».
Ачасем аслă классене вĕренсе çитнĕ тĕле мĕншĕн «хытса» лараççĕ тетĕр-и? Вĕсем çитĕнсе пынă май хăйсен тантăшĕсен хаклавне шута хума, вĕсен умĕнче намăс курасран шикленме пуçлаççĕ. Çавăнпах тĕп-тĕрĕс хурава пĕлнĕ чухне кăна калаççĕ. Çакна ман патăма уйрăммăн хатĕрленме çÿрекен ачасене сăнанă май çирĕплететĕп. Пĕчченшер килеççĕ вĕсем. Хăйсем шанакан вĕрентекен умĕнче задача шутланă чухне калаçма, шухăшне палăртма вăтанмаççĕ - асăннă наукăна ăнланассинче çакăн витĕмĕ питĕ пысăк.
Ирина ИВАНОВА
ыйтса пĕлнĕ
Комментари хушас