Комментари хушас

28 Çурла, 2014

Ăш пиллĕхĕ - юнра, вăйĕ - чунра

Çемьере чи кĕтни пулнă вăл: пĕрремĕш пепке. Юратупа килĕшÿ хуçаланакан кил-йышра юмахри ырă пирĕшти евĕр кĕтсе илнĕ ăна çап-çамрăк Верăпа Алексей. Ачашшăн янăракан ят шыраса Аля çинче чарăннă. Çут çанталăк çивĕч ăс парнеленĕ пĕчĕк чиперккене. Сăвва-юрра туххăмрах ас туса юлни, кĕвве туйса ташлани, шкула кайичченех 100 таран такăнмасăр шутлани - çаксене ятарласа çынсене тыткăнлама турри панă тейĕн ăна. Вĕлтĕр кĕпепе çĕнĕ пушмак тăхăнсан тата!..

Шел, пурнăç юмах мар: унăн сукмакĕ çинче ырăпа усал черетленсе пыма та, вĕсенчен хăшĕ те пулин ярт çиеле тухма та пултарать. Телейлĕ ачалăхне аса илсен паян çур ĕмĕр урлă каçнă хĕрарăмăн куçĕ шывланать: хăйĕн пурнăçĕнче тĕксĕм кунсем çавăн чухлĕ пуласса шухăшлама та пултарайман-çке. Амăшĕн вилĕмĕ, сайра тĕл пулакан йывăр чир... Сып-сывă çынран çапла хевтесĕррисен йышне кĕме тÿр килет ура тапса пурăнас чухне. Апла пулин те çирĕп чунлă хĕрарăм йывăрлăхсене парăнмасть, вĕсене хăйĕн çулĕ çинчен сирес тесе тапаçланать. Çĕнĕ кашни куна пархатара шанса кĕтсе илет.

«Пур пĕрех учитель пулăп!»

- Пиллĕкĕн пĕр тăван эпир. Йăмăксемпе шăллăма шкулла выляттарма пĕчĕк чухне çав тери юрататтăм. Эпĕ асли пулнине шута илсе мĕн хушсан та итлетчĕç тата хăйсем. Хушăран килте е урамра концерт йĕркелеттĕмĕр. Çапла вăраннă-тăр манра вĕрентекен пулас ĕмĕт. Аннен икĕ пиччĕшĕ учительте ĕçлетчĕç. Вĕсене кура пушшех хавхаланнă-тăр. Çапах та пуринчен ытла çак шухăш пуçа çирĕп вырнаçасси шкула кайма тытăнсан пуçланнă. Пĕрремĕш вĕрентекенĕм Раиса Павловна Голландцева маншăн халĕ те педагогсен эталонĕ шайĕнче: мĕн тери стайлăччĕ вăл! Вĕренекенсемпе лăпкăн, сасă хăпартмасăр калаçатчĕ, темăна ача ăнланмалла ансат чĕлхепе уçса паратчĕ. Тен, йăнăшатăп, анчах хальхи вăхăтра ун пеккисем шкулсенче юлман та пек туйăнать, - çапла пуçланчĕ Альбина Алексеевна Леонтьевăпа пирĕн паллашу.

Йĕпреç районĕнчи Çирĕклĕ ялĕнче çуралнăскер Пучинкере вăтам шкултан вĕренсе тухсан Шупашкара, Чăваш патшалăх педагогика институтне /халĕ университет/ ют чĕлхесен факультетне çул тытнă. Абитуриентсен хушшинче конкурс пысăк пулнăран кирлĕ чухлĕ балл пухайман пулин те пуçне усман хĕр. Ашшĕн шăллĕ Владимир Арсентьевич Альăна журналистика енĕпе вĕренме сĕнни ăнтăлуллă хĕре хăйĕн шухăшне улăштарма хистеймен. Тĕрлĕ сăлтава пула тепĕр çулхине те студент саккине йышăнайманскер çывăх çыннисене куççуль витĕр: «Пур пĕрех учитель пулатăп!» - тенĕ çирĕппĕн. Вĕсене кăна-и, йышăну комиссийĕнчи çынсене те çапла каласа хунă.

Çăмăллăн лекмен студент билечĕ Йĕпреç ен пикин аллине. Çавăнпах пулĕ пединститутра иртнĕ çулсен кашни самантне асра тытать Альбина Алексеевна - лекцисемпе практика занятийĕсем кăна мар, комсомол организацийĕн ĕçне хастар хутшăнни, хора çÿрени ăна професси тĕлĕшпе аталанса пыма витĕм кÿнĕ.

Амăшĕн халалĕ

Шел те, пурнăçĕнчи пирвайхи хура куна та студент çулĕсенче курма тивнĕ. Виççĕмĕш курса вĕçлесе пынă. Экзаменсем, зачетсем... Пĕр ирхине чĕри вырăнта пулманран Аля яла кайса килме шухăш тытнă. Çирĕклĕне çитсенех ялти çынсем ăна усал хыпар пĕлтернĕ: унăн амăшĕ Вера аппа хирте утă пуçтарнă вăхăтра трактор прицепĕ çинчен мелсĕр ÿкнĕ-мĕн. Район центрĕнчи больницăна амăшĕ выртакан палатăна мĕн хушăра çитсе тăнине ăнкарса илеймен хĕр. Ăшĕнче тем пек кĕлĕ туни те, куççуль «витрепе» тăкни те çăлса хăварайман чи çывăх çыннине.

- Ачасем, вĕренĕр, вĕренĕр... Почему так случилось? - чăвашла-вырăсла тухнă унăн юлашки сăмахĕсем /Вера Клементьевна вырăс çемйинче çуралса ÿснĕ/.

Асли пулнăран килти йывăр ĕç ытларах хăйĕн çине тиеннине, пысăк çухату чуна хуçса хăварнине пăхмасăр малаллах талпăннă Альбина. Пуçне çирĕп картса хунă: йăмăкĕсемпе шăллĕне ура çине тăма пулăшмалла, хăйĕн пурнăçне йĕркелесси... тăхтать. Сăмах çемье çавăрасси çинчен пынине вулакан ăнланчĕ-тĕр.

Чĕлхе çине килни чăна килет тесе ахальтен каламан пуль çав. Чăнах та, пурте мăшăрланса хăйсен йăвине çавăрсан тин Альăна черет çитет. Çак утăма тунă чухне те унăн кăмăлĕ - чи малтан хăйне мар, ыттисене лайăх пултăрччĕ тени - палăрать. Пучинкери виçĕ ачапа юлнă пĕччен арçынна Валерие айккине пăрма хăюлăх çитереймест. Ачасен шăпине хăй телейлĕрех тума пултарасса шанса вĕсен ашшĕне качча тухма килĕшет.

Икĕ ăсшăн çуннăран

Пединститут дипломне илсен хĕр тăван тăрăхрах, хăй вĕреннĕ Пучинке вăтам шкулĕнчех ĕçлеме пикенет. Кирек мĕнле ĕçе те тĕплĕн пурнăçлакан, пуçаруллă çамрăка коллективра асăрхаççĕ. Яваплă должноçсенче - класс тулашĕнчи ĕçсен йĕркелÿçинче, директорăн вĕренÿ енĕпе ĕçлекен çумĕнче вăй хурать Альбина Алексеевна. Пуринчен ытла вĕрентекен хăйĕн предмечĕпе ачасене тарăн пĕлÿ памашкăн тăрăшать.

- Акăлчан тата нимĕç чĕлхисемпе вĕрентетĕп пулин те предмет пÿлĕмне Петĕр Хусанкайăн сăввинчи йĕркесене çырнă стенда чи курăмлă вырăна вырнаçтарнăччĕ: «Ик чĕлхе вăл ик ăс маншăн, Эп пуласшăн ик ăслах». Ачасене яланах çавна ăнлантараттăм: тăван атте-анне чĕлхине юратсан, пĕлсен кăна эпир ют чĕлхене чăнласах ăша хывма пултаратпăр. Шухăшăма çирĕплетес тĕллевпе ачасене акăлчан е нимĕç сăвăçисен хайлавĕсене чăвашла куçарма сĕнеттĕм. Пиçсе çитеймесен пĕрле аппаланаттăмăр, - каласа кăтартать педагог сукмакне 30 çул такăрлатнă А.Леонтьева.

Сăвă тенĕрен - тĕлĕнмелле хĕрарăмăн чун киленĕçĕ вăл - çакнашкал жанрпа çырасси. Чылайăшне юрра хывать. Чăвашла кăна мар, акăлчанла е нимĕçле те хайлать вĕсене. Паянхи куна сăвă тĕркисен шучĕ 15 таранах унăн шкапĕнче. Сăмах илемне туяканскер çавсене пичете валли мар, чун лăпкăлăхĕшĕн çырать иккен. Лайăхраххисемпе вара хăйĕн аякри çĕр-шыври тусне Мариэтта Митч фрауна паллаштарать.

Германири Верлиц хулинче пурăнакан çак хĕрарăмпа 34/!/ çул çыхăну тытать вăл. Студент çулĕсенчех çыру урлă туслашнă унпа чăваш хĕрĕ. Çут çанталăкпа çураçура пурăнакан нимĕç хĕрарăмĕ таксистра ĕçлет - тĕлĕнмелле те, пĕр-пĕринпе калаçмалли тема вĕсен пайтах иккен.

Пурнăç - малаллах!

...2008 çулта хăйне утма юраманнин пĕлтерĕшне малтанласа приговор пекех йышăнать пурнăçра яланах хавхалану тупма пултаракан Альбина. Анчах тухтăрсем шÿтлеменнине ăнланнă та... Çук, вĕрентÿ ĕçĕнчен кайман вăл. Икĕ çула яхăн ăна шкула мăшăрĕ ăсатнă, уроксем хыççăн пырса илнĕ. Çакăн пек ПАТТĂРЛĂХА, килĕшетĕр пуль манпа, хальхи саманара сайра тĕл пулатăн. Операци хыççăн тĕрекленсе ура çине тăнă хĕрарăм юратнă ĕçне тухма васканă. Чун хавалĕпе пурнăçĕн çĕнĕ страницине уçнă кăна... - инкек каллех çапса хуçнă.

Чĕринчи иксĕлми ырăлăх йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшатех - çакна шанас килет. Пултаруллă вĕрентекене юратнă çывăх çыннисем - тăван мар пулин те пĕрремĕш кунранах «анне» тесе чĕннĕ Лиля, Оля, Алена тата хăйĕн тĕпренчĕкĕ /20-рен иртнĕ хĕр пулин те амăшĕшĕн çаплипех ача!/ Карина, савнă мăшăрĕ Валерий Данилович - пулăшсах тăнине кура пушшех те усала ырă парăнтарасса ĕненес килет.

Сыв пуллашас умĕн халĕччен никама начаррине сунман /куçран пăхсанах туйма пулать/ çирĕп кăмăллă хĕрарăмпа ĕмĕт çинчен сăмах хускатрăм.

- Пĕлетĕр-и, мĕнле ĕçлес килет! Сиксе тăрăттăм та чÿрече янаххи çинчи чечеке шăварăттăм кăна - мĕн тери савăнăç пулĕччĕ. Е картише шăлса каясчĕ, е плита умĕнче тăпăртатса юратнă тăванăмсем валли техĕмлĕ апат, сĕтеклĕ кукăль пĕçересчĕ, - терĕ те куççулĕ шăпăр юхса анчĕ.

Пурнăç - пурăнмах. Ирхи шуçăм килет-и, таврана каç ĕнтрĕкĕ çапать-и - Альбина Алексеевнăн ĕмĕчĕ улшăнмасть. Хăвăртрах пурнăçлантăрччĕ кăна вăл.

Ирина ПУШКИНА

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.