Акцие хутшăнăр

ЧР Ял хуçалăх тата Экономика аталанăвĕн, промышленноç, суту-илÿ министерствисем, Суту-илÿпе промышленноç палати авăн-раштав уйăхĕсенче республикăра «Вырăнтине суйла - хамăрăннех туян» ятпа акци йĕркелеççĕ. Вăл РФ Президенчĕн Владимир Путинăн çĕр-шывра апат-çимĕç хăрушсăрлăхне туса хумашкăн экономикăн ятарлă мерисемпе усă курма йышăннă Указне пурнăçлама май парать.

Анчахрах ЧР Ял хуçалăх министерствинче иртнĕ канашлура министр çумĕ Эдуард Александров пухăннисене çакăн çинчен каласа кăтартнă. Эдуард Валентинович ăна йĕркелекенсем тĕплĕн хатĕрленессе тата ăнăçлă ирттерессе палăртнă.

Çак тапхăрта халăх хамăр патăмăрта туса илекен ял хуçалăх таварĕ тата хатĕрлекен апат-çимĕç çинчен ытларах пĕлме пултарĕ. Акцие ял хуçалăх предприятийĕсем, тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсем, çавăн пекех массăллă информаци хатĕрĕсен сотрудникĕсем те хастар хутшăнĕç.

Мероприятие йĕркелекенсем суту-илÿ предприятийĕсенче вырăнти ял хуçалăх продукцийĕ ытларах сутăнасса, ассортименчĕ те сарăласса шанаççĕ. Пирĕн çимĕç экологи енчен таса, сывлăха нимĕн чухлĕ те сиен кÿмест. Акци епле пыни çинчен радиохыпарлав, телекурав, хаçат-журнал, общество транспорчĕ те çынсене пĕлтерсех тăрĕç.

Телекурав ятарлă проект хатĕрленĕ. Акци планне ял-хула çыннисенчен апат-çимĕçе ăçта туянни тата мĕншĕн кăмăллани çинчен ыйтса пĕлессине те кĕртнĕ. Авăн-раштав уйăхĕсенче шкулсенче тата садиксенче вăтам тата кĕçĕн ÿсĕмри ачасемпе тĕллевлĕ мероприятисем ирттерĕç. Ял хуçалăх таварĕ туса илекенсем тата апат-çимĕç хатĕрлекенсем вĕсене хăйсен ĕçĕ çинчен каласа кăтартĕç, вырăнти продукцин лайăх енĕсемпе тĕплĕнрех паллаштарĕç, хăйсем патне хăнана чĕнĕç /кунашкал тĕл пулу «Акконд» АУОра çулленех иртет/. Вĕсем йăлана кĕнĕ «Сĕт фестивалĕнче» те пулса курĕç.

Шупашкар, Канаш, Çĕмĕрле, Улатăр хулисенче çурлан 23-мĕшĕнчен тытăнса «Кĕр мăнтăрĕ - 2014» ярмăркка ĕçлет. Çĕнĕ Шупашкарта вăл çитес шăмат кунран пуçланать.

В.ВАСИЛЬЕВ

В.ВАСИЛЬЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.