Кун йĕркинче - вĕрентÿ

28 Çурла, 2014

Çурла уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра 2014-2015 çулти вĕренÿ тытăмне хатĕрленсе çитнипе çыхăннă канашлăва хутшăннă. Ăна Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев видеоконференци мелĕпе ирттернĕ.

Дмитрий Медведев палăртнă тăрăх - Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенче ача сачĕсене лекес текенсен черечĕ самай пĕчĕкленнĕ, вĕсенче çĕнĕрен тата 400 пин вырăн хушăннă. Кăçал тата 350 пин вырăн пулĕ.

Раççей Правительстви пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан организацисен инфратытăмне çĕнетес, вĕсен пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетес тĕлĕшпе витĕмлĕ ĕçлет. «Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 43 пине яхăн шкул хăйĕн алăкĕсене уçĕ, вĕсем валли çĕнĕ вĕренÿ хатĕрĕсем, спорт инвентарĕ, шкул автобусĕсем туяннă. Шкулсен 95 процентне Интернетпа çыхăнтарнă. 57 регион, çав шутра Крым та, учебниксемпе тата вĕренÿ хатĕрĕсемпе 100 проценчĕпех тивĕçтернĕ», - тенĕ Дмитрий Медведев.

РФ Правительствин Председателĕ регионсен ертÿçисене Украинăран тарса килме тивнĕ граждансене пулăшма, вĕсен ачисене шкула яма майсем туса пама чĕнсе каланă.

РФ вĕрентÿ министрĕ Дмитрий Ливанов вĕренÿ учрежденийĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрри, педагогсен ĕç укçине ÿстерес тĕлĕшпе индикатив кăтартăвĕсене пурнăçлани пирки пĕлтернĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Дмитрий Медведев премьер-министра республикăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан пур шкул та ачасене йышăнма хатĕрри çинчен каланă. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче пĕрремĕш класа пĕлтĕрхинчен 500 ача ытларах каять. Вĕренÿ çулне хатĕрленме пурĕ 1 млрд та 800 млн тенкĕ уйăрнă. Михаил Игнатьев çавăн пекех Украинăран вăхăтлăха тарса килнĕ çынсен 133 ачи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче вĕренме пуçласси тата 45 ача садиксене çÿреме тытăнни çинчен каланă.

Н.ГЕОРГИЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.