ПИТ ВАЛЛИ - КАСТОРКА
Касторка çăвĕ ÿте тутлăхлă япаласемпе тивĕçтерет тата çав вăхăтрах ăна нÿретет. Ватлăхăн малтанхи паллисемпе ăнăçлă кĕрешнипе те палăрса тăрать. Унпа хăйĕнпе кăна та, крема хушса та усă кураççĕ. Ăшăтсан вăл ÿте питĕ шала сăрхăнса кĕрет. Шуратакан витĕмне кура чĕкеç шатрине, пигмент пăнчисене, пÿрлешкене пĕтерме пулăшать. Темиçе маска рецепчĕсене пичетлетпĕр.
Пит ир пĕркеленме пуçласан. 1 апат кашăкĕ касторка çăвне 1 чей кашăкĕ олива çăвĕпе тата 1 чей кашăкĕ сырлан çăвĕпе хутăштармалла. Усă курас умĕн шыв мунчинче 30 градуса çити ăшăтмалла. Пите мамăк дискпа сĕрмелле те пÿрне вĕçĕсемпе 2-3 минут массаж тумалла. Маскăна çур сехет тытмалла, унтан ăшă шывпа çуса тасатмалла.
Типĕ тата ватăлакан ÿт валли. Пĕçернĕ вĕри çĕр улмине вилкăпа нимĕрлемелле, 1 апат кашăкĕ ăшă сĕт тата 1 апат кашăкĕ касторка çăвĕ хушмалла. Чĕрĕ чăх çăмартин саррине те хушма юрать. Вĕрирех маскăна пите хулăн сийпе сĕрмелле, сивĕничченех тытмалла. Вăтамран - 10-15 минут.
Ÿт пиçĕлĕхне ÿстерме. Симĕс пан улмине хуппинчен тасатмалла, вĕтĕ теркăпа хырмалла, 1 апат кашăкĕ касторка çăвĕпе хутăштармалла. Пан улми вырăнне çавăн чухлех иçĕм çырли, апельсин, мандарин е киви нимĕрĕпе усă курма юрать. Çак çимĕçсем ÿте чĕрĕлĕх кĕртекен С витаминпа пуян. Маскăна 15-20 минут тытмалла, унтан пите ăшă шывпа çумалла.
Шуратакан маска. Питри чĕкеç шатрине çутатма 1 чей кашăкĕ касторка çăвне 1 апат кашăкĕ вĕтĕ теркăпа хырнă хупăсăр чĕрĕ хăяра хутăштармалла. 1 чей кашăкĕ лимон сĕткенĕ е 1 апат кашăкĕ кефир хушсан витĕмĕ вăйланать.
Куç харшин ытлашши çÿçне тăпăлтариччен ăшă касторка çăвĕ сĕрсе массаж тумалла. Çÿçе кăкланă чухне пачах ыратмĕ. Ун хыççăн ÿте спиртлă шĕвекпе сăтăрмалла. Куç харши çăрарах пултăр тесен ăна каçхине çывăрма выртас умĕн щеткăпа касторка çăвĕ сĕрмелле.