Archive - 15 Çурла, 2014 - Хресчен сасси

15 Çурла, 2014

Хаксем пурне те тивĕçтерччĕр

Çак кунсенче Тăвай район администрацийĕн ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕпе Валерий Чайкинпа калаçса илтĕм.

– Эсир ялсене тăтăш тухса çÿретĕр. Уйрăм çынсенчен сĕт пухасси мĕнле пырать?– ыйтрăм унран.

– Халăх кăмăлсăр. Сĕт пухакансем хресченрен мăшкăлланă пекех туйăнать. Шутлăр-ха: 11-12 тенкĕ кама тивĕçтертĕр? Хĕл кунĕсенче те пысăк пулман вăл. Халĕ, ĕне сĕт нумай антарнă тапхăрта, çынсене хавхалантарас вырăнне пĕчĕк хак сĕнеççĕ. Ĕнене сутас шухăшлисем пур. Пĕрре сутсан тепре туянма çав тери йывăр. Шел те, эпир хаксене витĕм кÿрейместпĕр. Каплах пулса пырсан ĕне йышĕ чакĕ.

15 Çурла, 2014

Ирпе мĕн çимелле?

Ирпе чылайăшĕ вăхăт çитменние апат та çимест е кофе ĕçнипех çырлахать. Кăнтăрла тĕлне вара çав тери выçса çитнипе ăна-кăна уямасăрах тем тепĕр çиет. Çакна ас тумалла: ирхи апат тутă тытмалла, хырăма йывăрлатмалла мар. Мĕн çимелле-ха?

Пăтă. Чи лайăххи – сĕлĕ пăтти. Майĕпен ирĕлнине кура вăл чылайччен тутă тытать.

Пыл. Çывăрса тăнă хыççăн организма вăй кирлĕ. Пылри фруктоза вара самантрах вăй-хал хушать.

Çăмарта. Белокпа пуянскер сĕлĕ пăттипе лайăх килĕшсе тăрать.

15 Çурла, 2014

Юн пусăмне чакарма

Юн пусăмĕ хăпарсан пуç ыратать, хăлхара шав тăрать, чĕре хăвăрттăн тапать. Кун пек чухне мана шур çырли (клюква) пулăшать. 2 стакан çырлана сахăрпа хутăштарса икĕ пая пайлатăп. Ирпе-каçпа, апат умĕн 20 минут маларах, çисе яратăп. Чирĕн пуçламăш тапхăрĕнче кĕтмел (брусника) сĕткенĕ те пулăшать.

15 Çурла, 2014

Пан улми çинчен

  • Пан улми пуриншĕн те усăллă. Унта тĕрлĕ витамин нумай. А витамин инфекци чирĕсенчен сыхланма, куç çивĕчлĕхне ÿстерме пулăшать. Сайра-хутра тĕл пулакан G витамин вара апат ирĕлтерес ĕçе лайăхлатать, ÿсме пулăшать. С тата В ушкăнри витаминсемпе те пуян пан улми.