Комментари хушас

15 Çурла, 2014

Хаксем пурне те тивĕçтерччĕр

Çак кунсенче Тăвай район администрацийĕн ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕпе Валерий Чайкинпа калаçса илтĕм.

– Эсир ялсене тăтăш тухса çÿретĕр. Уйрăм çынсенчен сĕт пухасси мĕнле пырать?– ыйтрăм унран.

– Халăх кăмăлсăр. Сĕт пухакансем хресченрен мăшкăлланă пекех туйăнать. Шутлăр-ха: 11-12 тенкĕ кама тивĕçтертĕр? Хĕл кунĕсенче те пысăк пулман вăл. Халĕ, ĕне сĕт нумай антарнă тапхăрта, çынсене хавхалантарас вырăнне пĕчĕк хак сĕнеççĕ. Ĕнене сутас шухăшлисем пур. Пĕрре сутсан тепре туянма çав тери йывăр. Шел те, эпир хаксене витĕм кÿрейместпĕр. Каплах пулса пырсан ĕне йышĕ чакĕ.

Кунашкал тĕслĕх Тăвайра çеç мар. Çакнашкал лару-тăру пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕ çумĕнчи Экономика Канашĕпе агропромышленноç комплексĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Правительство комиссийĕн пĕрлехи ларăвĕнче çивĕч калаçу пулчĕ.

Михаил Игнатьев çапла палăртрĕ:

– Сĕтĕн тивĕçлĕ хакĕ пулмалла тесе унччен те пĕрре мар калаçнă. Лавккасенче сутакан сĕтре ăна туса илекенĕн тÿпи 40-45 процентран кая мар пулмалла. Çавăн чухне тин ĕне кĕтĕвне сыхласа хăварăпăр. Мĕн куратпăр-ха? Хаксен танмарлăхĕнче хресчен нумай енĕпе выляса ярать. Темиçе çул каялла сĕт пухакансенчен хăшĕ-пĕри кивĕ, тутăхнă "Жигулипе" халтăртаттарса çÿретчĕ, халь вĕр çĕнни çине куçса ларнă. Вĕсем ĕне тытакан çинчен шухăшлаççĕ-и? Çук, ахăртнех. Услам туса пултăр. Кĕтÿ йышĕ чаксан вĕсем хăйсем те ĕçсĕр юлĕç.

Чĕр тавар пухакансем хăйсене мăн кăмăллă тытни, ял çыннине ним вырăнне те хуманни çинчен эпир пĕрре мар çырнă. Рынок ирĕклĕхĕ тесе тем тума та юрать имĕш. Паян хресченĕн суйласа илмелли çук. Калăпăр, Етĕрне районĕнче сĕт пухакан пилĕк фирма ялсене пайласа тухнă та хаксем пирки те маларах калаçса татăлаççĕ пулас. Ютти кунта пырса кĕреймест.

Рынок тупăшăвĕ пулсан уйрăм çын хăйĕн продукцине лайăхрах хак паракана сĕнĕччĕ. Тепĕр çăлăнăç – сĕт хуçисем пĕрлешсе кооператив туса хуни, сĕт завочĕпе тÿрреммĕн ĕçлени. Анчах вĕсен техника туянма укçа çук...

Республикăри сĕт завочĕсенче талăкра тата 400 тонна чĕр тавар тирпейлемелли хăватсем пурине асăнчĕç ларура. Апла пулсан килти хушма хуçалăха аталантармалли хушма майсем палăртса хатĕрлемелле.

Григорий СЛАВИН.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.