Михаил Игнатьев: «Ĕçлемелли тата нумай»
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев лавккаран пахча çимĕçĕ туянмасть. Пĕтĕмпех хăйсен: çимелĕх те, сутмалăх та. Çакăн çинчен вăл журналистсемпе ирттернĕ пресс-конференцире пĕлтĕмĕр. «Шупашкар районĕнчи Янăшра пирĕн çемьен çурт пур, ун çумĕнче – 26 сотка çĕр. Пахча çимĕç, улма-çырла туса илетпĕр. Ачасем çăвĕпех унта.