Хамăрăн – шанчăклăрах

13 Çурла, 2014

Раççей пире хирĕçле санкцисем йышăннă çĕр-шывсенчен çулталăклăха апат-çимĕç турттарма чарăнать. Мĕнлерех йышăнаççĕ-ха Владимир Путин указне пирĕн республикăра?

Владимир АЛЕКСЕЕВ, Шăмăршă район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи уйрăмĕн пуçлăхĕ:

– Ял хуçалăх продукцине туса илекенсене çăмăллăх кÿнишĕн савăнатăп. Тарпа пухса илнĕ тухăçа вырнаçтарма çул уçăлĕ малашне. Хаксем те кăштах ÿсĕç. Çăвĕпе уй-хирте çитĕнтернĕ пахча çимĕçе хаксăрах парса яратчĕ çĕр ĕçченĕ. Тем тесен те хамăр çĕр çинче ÿстернĕ улма-çырларан, пахча çимĕçрен ырри, усăллăраххи çук.

Михаил ПЕТРОВ, Патăрьел район пуçлăхĕ, «Малалла» ял хуçалăх артелĕн тата «Первомайск» ЯХПК ертÿçи, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн канашçи:

– Питĕ тĕрĕс утăм турĕ РФ Президенчĕ Владимир Путин. Мĕншĕн-ха пирĕн ялан Европа пĕрлĕхĕн тата Америка куçĕнчен пăхмалла? Эпир хамăра хамăр тăрантараймастпăр-и? Совет тапхăрĕнче çур тĕнчене тăрантарнă. Ют патшалăх çăкăрне, аш-пăшне, сĕт-турăхне тутаниччен хамăрăнне, сĕтеклине, çиесчĕ малашне. Пан улмипе, улма-çырлапа мухтанаççĕ вĕсем. Хамăр çитĕнтернисем тутлăрах та, усăллăрах та. Ку утăм хыççăн, тен, патшалăх ял хуçалăхне ытларах пулăшма тытăнĕ.

Вĕсене ĕнсе çине хăпармашкăн ирĕк памалла мар. Кăштах «вĕрентсе илни» аван. Чĕркуçленме кирлĕ мар.

Сергей Якушев, Етĕрнери аш-какай комбиначĕн директорĕ:

– Анăç пире хирĕçле чарусем йышăннă хыççăн Раççей чĕркуçленсе ларасса кĕтрĕç. Кăлăхах. Путин çирĕппĕн тавăрасса чылайăшĕ кĕтмен пулас. Паллах пĕр-пĕрне санкципе такăнтарнинче ним ырри те çук. Анчах ура çинче хăйне тĕреклĕ туякана çапса хуçаймĕç.

Пирĕн сентресем ютран кÿнĕ аш-пăшпа тулса ларни пуриншĕн те паллă. Эпир хамăра тăрантармалăх какай туса илейместпĕр-и? Раççейри выльăх отраслĕ йывăр тапхăра тÿссе ирттерчĕ. Çакă Чăваш Ен тĕслĕхĕнчен те аван курăнать. Хресчене тулли хăватпа ĕçлеме майсем туса парсан апат-çимĕç енчен татăк тăмăпăр. Пирĕн комбината пур районтан чĕр тавар килсе тăрать. Куллен пилĕк тонна продукци кăларатпăр: 115 тĕрлĕ кăлпасси изделийĕ, 30 йышши çурма фабрикат, 25 тĕрлĕ сивĕтнĕ какай. Раççей шайĕнче иртекен куравсенче наградăсем çĕнсе илсе республика чысне ăнăçлă хÿтĕлерĕмĕр. Производство калăпăшне ÿстермелли майсем пур.

Чикĕ леш енчен илсе килнĕ какайпа танлаштарсан пирĕнни пахарах, экологи енчен таса продукт.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.