«Кунер», ентеше тĕлĕнтер!

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Çичĕпÿртри культура çуртне уçнăранпа кăçал 55 çул çитет. Йывăç çурта тул енчен хитре «тумтир» тăхăнтартнă. Иртнĕ çул Шĕнерпуç ял тăрăхĕ ятарлă программăна хутшăнса укçа-тенкĕллĕ пулнă. Çавна май асăннă клуб валли те нухрат тупăннă кăштах. Шел, ăна шал енчен юсама укçа çитмен. Юрать-ха, халĕ тăрринчен çумăр анмасть. Шалти юсав пирки те пăшăрханать илемлĕх ертÿçи Анна Николаева. «Программăна тепĕр хут тахçан кĕрĕпĕр ĕнтĕ», – терĕ вăл çине-çинех.

Шĕнерпуç ял тăрăхĕнче маларах 4 клуб пулнă, халĕ вара – 2. Пĕчĕкрех ялсенче хупнă вĕсене. Шкулсен шăпи клубсене те пырса тивнĕн туйăнать. 400 яхăн çын пурăнакан Çичĕпÿртре халĕ шкул çук. Ачасем хăшĕ Шĕнерпуçне, теприсем Октябрьскине çÿреççĕ. Кашни ирех вĕсене автобуссем килсе илеççĕ, уроксем хыççăн ăсатаççĕ. «Культура çуртне те çакнашкал ăраскал кĕтмест-и?» – ыйтрăм кăсăкланса. «Пирĕн çамрăксем пур. Унсăр пуçне кружоксем те ăнăçлă ĕçлеççĕ: аслисен те, кĕçĕннисен те», – хуравларĕ Анна Валентиновна.

«Кунер» фольклор ушкăнĕ, сăмахран, 2008 çулта «халăх» ятне тивĕçнĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ – вырăнти юрра-ташша, çи-пуçа упраса хăварасси. Çак тĕлĕшпе вăй хураççĕ артистсем. Кĕвве-çемме ваттисенчен çырса илеççĕ пулсан, сцена тумтирне арчаран кăлараççĕ. «Асаннесен авалхи кĕписем вĕсем. 100 çул маларах хатĕрленĕскерсем. Тĕрлесе пĕтерейменнисене хамăр тĕрлетпĕр. Кĕпесĕр пуçне арчаран тухья-хушпу, сурпан, чалма тухать. Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче пирĕн ял çынни, Юлия Петрова, сцена тумтирĕ çĕлет. Чылай чухне пире те пулăшать Юлия Юрьевна. Кĕпесене пысăклатмалла е пĕчĕклетмелле пулсан тÿрех ун патне каятпăр», – кăмăллăн калаçать Анна Николаева.

Нихăш тăрăхра юрламан юрăсене шăрантарать фольклор ушкăнĕ. Сăмахран, «Кĕр-кĕр вăрман» кĕреке юрринех илер. Çак юрăпа Удмурт Республикинче иртнĕ пĕтĕм тĕнчери «Окно в небо» фестивале хутшăннă вĕсем. Çĕнĕ пÿрт ĕçкине сăнланă. Бураново карчăкĕсенчен нимĕнпе те кая мар Çичĕпÿрт кинемейĕсем.

«Атя, карчăк Селехвен» юррăн шăпи те хăйне евĕрлĕ. Малтанхи çаврăмпа хушса юрламалли çеç сыхланса юлнă халăхра, ытти – çĕтнĕ. Юрать-ха, юрă халапĕ çÿрет. Çавна май «Кунер» ушкăна çÿрекенсем ăна çĕнĕрен пурнăç парнеленĕ. Халĕ унпа сцена çине тухаççĕ. Акă нумаях пулмасть Чăваш наци радиовĕ ирттерекен «Иксĕлми çăл куç» конкурсра çак юрăпа ăмăртнă. Çĕнĕ Шупашкарти «Теветкел» ушкăнран ытларах сасă пухма пултарнă Çичĕпÿртсем, гала-концерта хутшăнма тивĕçнĕ.

Камсем çÿреççĕ-ха ансамбле? Анна Валентиновна каланă тăрăх – ытларах хĕрарăмсем, 39-75 çултисем. «Виçĕ арçын пур. Олег Плотников хăй темиçе çынна улăштарать. Ĕмĕрĕпех Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕнче ĕçленĕскер тивĕçлĕ канăва тухсан яла куçса килчĕ, ансамбле çÿреме пуçларĕ. Пире вăл тĕрĕс юрлама хăнăхтарать», – малалла тăсăлать калаçу.

Унта-кунта концертпа тухса çÿреме автобус çукки чăрмав кÿрет. Çапах та майне тупаççĕ вĕсем. Мускавра иртнĕ пĕтĕм чăвашсен Акатуйне те хутшăннă виçĕм çул. Ытти районти фольклор ушкăнĕсемпе те тачă çыхăну тытаççĕ, пĕр-пĕрин патне кайса çÿреççĕ.

«Кунер» çумĕнче ачасен «Спутник» фольклор ансамблĕ чăмăртаннă, «Кадриль» ташă ушкăнĕ те пур. «Ачасене сцена ĕçне пĕчĕкрен хăнăхтармалла, – шухăшне пĕтĕмлетрĕ илемлĕх ертÿçи. – Пире улăштаракан кирлех-çке. Çу кунĕсенче те пухăнатпăр вĕсемпе».

Ялта маттур çынсем пурах. Вĕсене пула ял культури аталанать, юрă-ташă сыхланать, йăла-йĕрке упранать.

Валентина ПЕТРОВА.

Валентина ПЕТРОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.