Михаил Игнатьев: «Ĕçлемелли тата нумай»

13 Çурла, 2014

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев лавккаран пахча çимĕçĕ туянмасть. Пĕтĕмпех хăйсен: çимелĕх те, сутмалăх та. Çакăн çинчен вăл журналистсемпе ирттернĕ пресс-конференцире пĕлтĕмĕр. «Шупашкар районĕнчи Янăшра пирĕн çемьен çурт пур, ун çумĕнче – 26 сотка çĕр. Пахча çимĕç, улма-çырла туса илетпĕр. Ачасем çăвĕпех унта. Атте-аннерен юлнă 50 сотка çĕрпе тивĕçлĕ канăва тухнă аппам усă курать. Унсăр пуçне манăн ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 5 гектар çĕр пур, мăшăрăн – 2,5. Вĕсене «Прогресс» хуçалăха панă, налукне хам тÿлетĕп».

Правительство çуртĕнче икĕ сехет ытла тăсăлнă тĕл пулура Михаил Васильевич журналистсен вăтăр ытла ыйтăвне хуравларĕ. Республикăна тăватă çул ертсе пынă тапхăрта мĕнле ĕçсем туса ирттерни çинче чарăнса тăчĕ.

Пурнăçа лайăхлатса

– Должноçа йышăннă пĕрремĕш кунранах хам ума тĕллев лартнă: çынсен пурнăç шайне лайăхлатмалла, тивĕçлĕ ĕç укçипе тивĕçтермелле, пурăнма хăтлă условисем туса памалла, çын ыранхи куна шаннине ан çухаттăр. Паха пĕлÿ илме, сывлăха çирĕплетме майсем пулччăр тенĕ. Тăватă çул ĕнтĕ республика ку тĕлĕшпе ĕçлесе пырать. Палăртнисенчен чылайăшне пурнăçларăмăр, хăшĕсене – çук, çавăнпа та пирĕн ĕçлемелли тата нумай, – терĕ Михаил Игнатьев.

Çав тапхăрта вăтам ĕç укçи 13 пин тенкĕрен 21 пин тенке çитнĕ. Çулталăкра вăтамран 12 процент ÿссе пынă. 2011 çултанпа тухтăрсен шалăвĕ вăтамран 1,5 хут, учительсен – 2 хут ытла, ача сачĕсенче ĕçлекен воспитательсен вара 3 хута яхăн ÿснĕ. Ĕçсĕррисене ĕç вырăнĕпе тивĕçтересси лайăхланнă. Ку тĕлĕшпе эпир Раççейри субъектсен хушшинче виççĕмĕш вырăн йышăнатпăр.

2011 çултанпа 15 пин ытла çемье патшалăх пулăшăвĕпе усă курса пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвне татса панă. Ача сачĕпе тивĕçтерес ыйту та унчченхилле çивĕч мар: хальхи вăхăтра виçĕ çула çитнисене пурне те вырăнпа тивĕçтернĕ. 2015 çул тĕлне шкулчченхи 49 вĕренÿ учрежденийĕ ĕçе кĕрĕ. Çулталăк çурăран иртнĕ ачасемшĕн те черет пулмĕ.

Демографи лару-тăрăвĕ ырă енне улшăнни савăнтарать. Виççĕмĕш çул ĕнтĕ халăх йышĕ хăй тĕллĕн ÿсет. Нумай ачаллă çемьесен шучĕ 22 процент ÿснĕ. Çынсен вăтам ĕмĕрĕ 70,8 çула çитнĕ.

Граждан обществин институчĕсене туса хуни те влаç халăха çывăхарах пулма, уççăнрах ĕçлеме тăрăшнине çирĕплетет. Общество палати туса хунă. Республикăра этем, ача, предприниматель прависене хÿтĕлекен уполномоченнăйсем, влаç органĕсен çумĕнче общество канашĕсем ĕçлеççĕ. Пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса пама республикăра пурăнакансем хастар хутшăнма пуçларĕç.

 

Акни-лартни хамăра çитĕ

Кăçал тырă тухăçĕ мĕнлерех пуласси кашнинех пăшăрхантарать. Республика ертÿçи тĕш тырă пĕлтĕрхинчен кая мар пуласса пĕлтерчĕ.

– Елчĕк, Шăмăршă, Патăрьел, Комсомольски районĕсенче çумăр сахалтарах çурĕ, нÿрĕк çителĕксĕррипе вĕсенче тухăç пĕчĕкрех пулĕ. Анчах пĕтĕмĕшле илсен тырă иртнĕ çулхинчен сахал мар пухса кĕртĕпĕр. Çакна тума пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен лаптăкне ÿстерни пулăшĕ. Çĕр улми те пĕлтĕрхинчен кая мар пулĕ. Иртнĕ çул çумăра пула ăна йĕркеллĕ кăларса илейменччĕ. Выльăх апачĕ хатĕрлесси аван пырать. Апла çитес çул та чиперех пулмалла. Хальхи вăхăтра ял хуçалăх продукцине, сĕтсĕр пуçне, лайăх хакпа сутма, тупăш илме майсем пур. Кирлĕ чухне правительство субсиди парса пулăшать.

Совет тапхăрĕнче выльăх-чĕрлĕх комплексĕ нумай тунă. Ял хуçалăх предприятийĕсем арканнăранпа вĕсем юхăнса-ишĕлсе лараççĕ. Ял илемне пăсаççĕ. Республика ертÿçи унашкал фермăсене е сÿтмелле, е фермерсене памалла тесе шухăшлать. «Вĕсенче шыв, канализаци пăрăхĕсем, электричество пурри инвесторсене илĕртмелле. Ферма çывăхĕнчи хуçасăр çĕрсене муниципалитетсене памалла, унпа усă курма, укçа тума май килтĕр. Чăваш автономи облаçĕ 100 çул тултарнă тĕле юхăнса ларакан пĕр объект та пулмалла мар».

– Çĕнĕ Шупашкарти хĕвел модулĕсем кăларакан завод хăçан хута кайĕ, темшĕн ăна уçмалли вăхăта куçарса пыраççĕ, – ыйтрĕ журналистсенчен пĕри. «Завод ĕçлет, унта 200 ытла çын тăрăшать, – хуравларĕ Михаил Игнатьев. – Завода официаллă майпа хăçан уçасси инвестортан килет. Эпир хамăр республикăра та хĕвел вăйĕпе усă куратпăр, энергетика хакланса пынă вăхăтра ку пысăк пулăшу».

 

Китай усламçисем, Украина çыннисем...

Китай инвесторĕсем Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ районĕсене куç хывни хăшне-пĕрне сисчĕвлентерет. Шанма юрать-и-ха вĕсене? М. Игнатьев шухăшĕпе шанма юрать. Китайра вăл хăй пулнă, кунта ĕçлес текен предпринимательсемпе курса калаçнă. «Вĕсен ĕçне тимлесех тăрăпăр. Республикăра усă курман 45 пин гектар çĕр выртать. Шел пулин те вĕсене тара илес текенсем черете тăмаççĕ. Китай халăхне явăçтарни хамăршăн та усăллă пулĕ».

Хальхи вăхăтра Украинăран тарса килекенсен ыйтăвĕ çивĕч. Çурла уйăхĕн 7-мĕшĕ тĕлне Чăваш Ене Украинăран 601 çын килнĕ. Çитес вăхăтра тата 260 çын çитмелле. Чылайăшĕ тăванĕсем патне вырнаçать. Тарса килнисене вырнаçтарма федераци бюджетĕнчен 564 пин тенкĕ уйăрĕç, пĕр çын пуçне вăтамран 800 тенкĕ. М. Игнатьев сăмахĕсем тăрăх – Украина çыннисене ĕçпе тивĕçтерме тытăннă. Кунта яланлăхах юлас текенсем те пур.

 

Сас-хура

Республика Пуçлăхĕ журналистсем хускатнă ыйтусене хуравланă май çакă та паллă пулчĕ. Çитес çул ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен, депутачĕсен суйлавĕ иртĕ. Ун чухне районсенчи хăш-пĕр ял тăрăхĕсене пĕтерĕç. Вĕсен ыйтăвĕсене вара район администрацийĕн пай ĕçченĕсем тивĕçтерĕç. Муниципалитет йĕркеленĕвĕсене пысăклатас ыйтăва çынсен кăмăлне шута илсе татса памалла. Калăпăр, Çĕмĕрле хулипе районне пĕрлештерме сĕнсен вырăнти халăх хирĕç пулнă – правительство вĕсен кăмăлне хуçман.

Шупашкарти Мускав кĕперне çĕнетме 1,6 млрд тенкĕ уйăрма палăртнă. Укçа çитес çултан куçма тытăнĕ, виçĕ çултан, тен, çĕнĕ кĕпер урлă каçса çÿреме тытăнăпăр та.

– Республикăна федерацин ял хуçалăх министрĕ Николай Федоров килсен эсир унпа мĕншĕн тĕл пулман, – кăсăкланчĕ пĕр журналист. «Николай Васильевич отпуск вăхăтĕнче министерствăна пăхăнса тăракан предприятисене çÿрени – унăн ирĕкĕ. Вăл хăйĕн килне килнĕ, хăйĕн ĕçĕсемпе çÿрет. Тĕл пуласси пирки нимĕнле сăмах та пулман. Сăмах май, Муркаш районĕнчи «Ударник» хуçалăх та федераци харпăрлăхĕнче. Унта йĕрке туни вара пăсмĕччĕ: выльăх йышĕ те чакать, çынсем ĕç укçи те илеймеççĕ».

Чăваш Ен ертÿçи Мускава ĕçлеме куçать текен сас-хура пирки Михаил Игнатьев çапла хуравларĕ: «Ниçта та каймастăп. Манăн хамăн должноçра çитес çулхи çурла уйăхĕччен ĕçлемелле, унччен хамăн тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пырăп».

Елена Николаева.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.