Комментари хушас

15 Çурла, 2014

Юн пусăмне чакарма

Юн пусăмĕ хăпарсан пуç ыратать, хăлхара шав тăрать, чĕре хăвăрттăн тапать. Кун пек чухне мана шур çырли (клюква) пулăшать. 2 стакан çырлана сахăрпа хутăштарса икĕ пая пайлатăп. Ирпе-каçпа, апат умĕн 20 минут маларах, çисе яратăп. Чирĕн пуçламăш тапхăрĕнче кĕтмел (брусника) сĕткенĕ те пулăшать. Çавăн пекех пĕрер стакан кишĕр сĕткенĕ, теркăланă хĕрен тымарĕ, пыл тата 1 лимон сĕткенĕ хутăштаратăп. Пĕр уйăх таран кунне 3 хут, апат умĕн 1 сехет маларах, пĕрер чей кашăкĕ чухлĕ ĕçетĕп. Сивĕтмĕшре упратăп.

Тепĕр рецептпа та паллаштарам-ха: стакана 1 кашăк куккурус çăнăхĕ хуратăп, туличчен вĕри шыв ярса пĕр каç лартатăп. Ирпе пăтратмасăрах ĕçетĕп, стакан тĕпĕнчи çăра хутăша тăкма юрать.

Гипертонипе кĕрешме катăркас та (боярышник) пулăшать. 100 г чухлĕ катăркас çырлине вăрăран тасатса каçранах 2 стакан сивĕ шыва ямалла. Ирпе вĕретсе сивĕтмелле. Кун тăршшĕнче ĕçсе ямалла.

Людмила Иванова.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.