НФЦра та май килет
6 Aug, 2014 | Хыпар | Хула | НФЦ

Чăваш Енре Патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче /ПППП/ регистрациленнĕ чухне çын хăй кам пулнине ĕнентермешкĕн халĕ нумай функциллĕ центрсенче /НФЦ/ те май килет.

Республикăра заявка паракан çын хăй кам пулнине ĕнентерессин тата ПППП учет çыравĕн пункчĕсене тестлас ĕç кăçалхи çурла уйăхĕнче пуçланать. ЧР Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерстви çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче Раççей Çыхăнупа массăллă коммуникацисен министерствине тивĕçлĕ ĕçсене пурнăçласси пирки заявка ăсатнă.

НФЦра хăйсем кам пулнине ĕнентермешкĕн порталпа усă куракансем - çăмăллатнă регистраци витĕр тухнисем, харпăр кабинетра хăйсен кăтартăвĕсене палăртнисем - пултараççĕ. Çирĕплетнĕ учет çыравĕ ППППра вырнаçнă пулăшусемпе усă курмашкăн кирлĕ. Тĕслĕхрен, çын хăй кам пулнине ĕнентермесĕр паспорт илмешкĕн е пурăнакан вырăнта регистрациленмешкĕн заявлени пама çук.

Аса илтеретпĕр: 2014 çулхи çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕнче Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче çăмăллатнă регистраци хута кайнă, вăл карас телефонĕн номерĕпе е электрон почтин адресĕпе уйрăм кабинет уçма май парать. Çакнашкал учет çыравĕ урлă хăш-пĕр пулăшупа çеç усă курма май килет. Порталта патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсен хушма пуххи кирлĕ тĕк харпăр хăй кабинетĕнче çак кăтартусене палăртмалла: хушамат, ят, ашшĕ ячĕ, хăçан çурални, паспорт кăтартăвĕсем, СНИЛС. ППППра çын хăй кам пулнине çирĕплетсен çеç пулăшу ĕçĕсене электрон мелпе илме пултарать. Çакна темиçе мелпе тума май пур: çирĕплетÿ кодне кăтартнă çырăва Раççей почти урлă саккас парса, "Ростелеком" АУО центрĕсенчен пĕрне кайса /кĕçех ку списокра НФЦ та пулĕ/, квалификациллĕ электрон уçă хатĕрĕпе е универсал электрон карттăпа усă курса.

Пулăшу ĕçĕсене электрон мелпе илнин пĕлтерĕшне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче район-хула администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе ирттернĕ видеоканашлура та палăртнă. "Пирĕн тĕллев - çынсем патшалăх пулăшăвĕсене илес меслетсене çăмăллатасси, чи малтанах - информаци технологийĕсен пулăшăвĕпе", - тенĕ вăл.

Раççей Çыхăнупа массăллă коммуникацисен министерстви палăртнă тăрăх - Чăваш Енре пурăнакансен 5,57% ППППра регистрациленнĕ. Вĕсем портал урлă федераци тата регион пулăшăвĕсене те /патшалăхăн 42 тата муниципалитетăн 27/ илме пултараççĕ. Тĕслĕхрен, портал урлă мăшăрланмашкăн заявлени çырма, социаллă найм килĕшĕвĕпе çурт-йĕр илмешкĕн черете тăма т.ыт.те май пур.

И.НИКОЛАЕВА

И.НИКОЛАЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.