Комментари хушас

6 Çурла, 2014

Анатолий Иванов - республикăри чи лайăх водитель

Улатăрта автобус водителĕсен професси ăсталăхĕн конкурсĕ пулнă. Ăмăртусем икĕ тапхăрпа иртнĕ. Малтанах Улатăр хула администрацийĕн çуртĕнче конкурсантсем çул-йĕр правилисене пĕлессипе экзамен тытнă. Хула лапамĕнче вара маневрсем туса ярăнассипе ăмăртнă.

Конкурсра республикăри 39 водитель хăйĕн ăсталăхĕпе паллаштарнă. Çĕнĕ Шупашкарти автотранспорт предприятийĕнче вăй хуракан Анатолий Иванов тăватă номинацире те мала тухнă. Вăл асăннă предприятире 20 çул ытла ĕçлет. «ЛиАЗ-5256 автобусăн чи лайăх водителĕ» номинацире Шупашкарти АТПри Виталий Краснов «кĕмĕле» тивĕçнĕ. Унăн ĕç стажĕ 30 çул ытла. «ПАЗ-3205 автобусăн чи лайăх водителĕ» номинацире Çĕмĕрлери ПАТПри Вячеслав Егоров палăрнă. Шупашкарти ПАТП водителĕ Ирина Федорова икĕ номинацире ?ЛиАЗ автобуссемпе% виççĕмĕш пулнă. Химиксен хулинчи Анатолий Иванов çул-йĕр правилисене те пуринчен те лайăх пĕлнипе палăртнă.

Р.ВОЛЬСКАЯ

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.