Маçтăрсен йышĕ ÿсет
Спорт

ЧР Физкультурăпа спорт министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх - паянхи кун республикăн пĕрлештернĕ командисен йышĕнче спортăн 143 мастерĕ, тĕнче класлă мастерăн нормативне тултарнă 41 спортсмен тата РФ спортăн тава тивĕçлĕ 9 мастерĕ тĕрлĕ ăмăртура Чăваш Ен чысне хÿтĕлет.

РФ спорт мастерĕсен йышĕ республикăра çултан çул ÿсни савăнтарать. Акă нумаях пулмасть çак ята тепĕр 7 спортсмен тивĕçнĕ. Вĕсен йышĕнче: Чăваш Енри пĕртен пĕр сумоистка, Европа тата тĕнче чемпионки Анастасия Тарасова* чылай ăмăрту призерĕ, çамрăк штангист Дмитрий Исаков* Олимп резервĕсен училищинче пĕлÿ илекен атлет Кристина Михайлова, Игорь Кириллов самбист, Артем Батраковпа Сергей Королев кĕрешÿçĕсем, Андрей Ермошкин гимнаст.

Çак кунсенче спортсменсен команди тепĕр маçтăрпа "пуянланчĕ", вăл - каратэ ăсти Валерий Фадеев /сăн ÿкерчĕкре/. Шупашкарти "Будокан" спорт клубĕн хастарĕ çамрăк пулин те ултă çул тренерта вăй хурать, ачасене хĕвел тухăç кĕрешĕвĕсен мелĕсене алла илме хăнăхтарать, унăн вĕренекенĕсем республика чемпионачĕсемпе ăмăртăвĕсенче палăрма та ĕлкĕрнĕ. Пĕр тăван Фомиряковсем ертсе пынă секцие 13 çултах çÿреме пуçланăскер хăй те тĕрлĕ турнира хутшăнать. Вăл - çĕр-шыв чемпионачĕн призерĕ, Пĕтĕм Раççейри ăмăртусенче пĕрре мар çĕнтернĕ.

Егор АНДРЕЕВ

Егор АНДРЕЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.