Ирчченех янăрарĕ юрă-кĕвĕ...

Çĕрпÿ районĕнчи Пысăк Чăрăш ялĕнчи тасатса çĕнетнĕ пĕве таврашĕнче утă уйăхĕн хĕвеллĕ пĕр кунĕнче халăх хĕвĕшрĕ кăна. В.Иванов староста ертсе пынипе ватти те, вĕтти те ял уявне паллă тума пухăннă. Ку мероприяти кăçалхипе тăххăрмĕш хут иртрĕ.

Уява Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н.Григорьева ертсе пыракан культура çурчĕ çумĕнчи «Çавал» ансамбль уçрĕ. Утуй ялĕнче пурăнакан А.Григорьевăпа Л.Васильева сцена çине тухсан халăх уйрăмах тăвăллăн алă çупрĕ. Шкулта вĕренекен çак хĕр ачасем ташшисемпе тĕлĕнтерчĕç, чуна пырса тивекен юрăсемпе тыткăнларĕç. Пысăк Чăрăшсене саламлама Шупашкар артисчĕсем те килнĕ. «Атăлçи çăл куçĕсем» халăх ансамблĕ хаваслă юррисемпе мĕн пур халăха «чĕртсе» ячĕ тейĕн: вĕсемпе пĕрле пурте ташша сике-сике тухрĕç. Каçхине çамрăксем валли дискотека пулчĕ.

Ял уявне паллă тума республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче тĕпленнĕ ентешсем, аслă шкулсенче, ытти вырăнта вĕренекенсем, ĕçлекенсем, тăван çĕре хисеплекенсем килни кăмăла çĕклерĕ. Çав кунах Утуй ялĕн шкулĕнчен /шел, ку пĕлÿ çурчĕ халĕ çук ĕнтĕ/ 1974 çулта вĕренсе тухнисем шкул пĕтернĕренпе 40 çул çитнине паллă турĕç. Вĕсем те ял уявĕн картине тăчĕç. Кĕреке те пуян пулчĕ. Ял-йыш шÿрпепе сăйланчĕ, пылпа чей ĕçрĕ...

Ял тата кунта çуралса ÿснĕ çынсен хальхи тата иртнĕ пурнăçĕпе ятарлă стендсем паллаштарчĕç. «Ял пурнăçĕ», «Утуй шкулĕн кун-çулĕ», «Эпир те çамрăкчĕ...», О.Ярдыковăн картинисенчен йĕркеленĕ «Тăван тавралăх» стендсене халăх чылайччен пăхрĕ.

Паллах, уява ку тăрăхра çуралса ÿссе çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче тĕпленнисем пурте килеймен. Чылайăшĕ тата тахçанах çут тĕнчерен уйрăлнă. Ватăсем тăван çĕр-шывĕн аталанăвне пысăк тÿпе хывнă ентешĕсене ятран каласа асăнчĕç.

...Кĕрлесе, шавласа иртрĕ ял уявĕ. Халăх тата хăнасен асĕнче вăл ырă йĕр хăварчĕ.

В.ВАСИЛЬЕВ.

Çĕрпÿ районĕ

В.ВАСИЛЬЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.