Комментари хушас

6 Çурла, 2014

Алимент тÿлемесен...

РФ Уголовлă кодексĕн 157 статйинче ашшĕ-амăшĕ судăн çул çитмен ачисем валли укçа тÿлеттермелли йышăнăвне пурнăçлассинчен сĕмсĕррĕн пăрăнсан вĕсене уголовлă майпа явап тыттарассине çирĕплетнĕ - çулталăклăха ирĕклĕхсĕр хăварасси таранах. Анчах хăшĕ-пĕри хăйсен тăван тĕпренчĕкĕсен шăпи çине алă сулать кăна мар, уголовлă яваплăхран та хăрамасть.

Тăвай районĕн территорийĕнче суд приставĕсен службин дознавателĕ 2014 çулăн пĕрремĕш çурринче алимент тÿлемен çынсем тĕлĕшпе уголовлă 2 ĕç пуçарнă. Вĕсене тĕпчессине прокуратура сăнасах тăчĕ.

Çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕнче миравай суд 29 çулти Александр Даниловăн ĕçне пăхса тухрĕ. Иртнĕ çул пуçламăшĕнчен тытăнса суд приставĕ укçа тÿлемелли пирки ăна пĕрре кăна мар асăрхаттарнă. Çук, тÿлемен, парăм 105 пин тенке çитнĕ. Арçын хăй каланă тăрăх - Мускава ĕçлеме çÿренĕскерĕн укçа пулнă. Унчченхи арăмĕ ăна ачипе тĕл пултарман та - çавăнпа алимент тÿлемен иккен. Анчах ачапа курнăçманни унăн çиес килменнине пĕлтермест вĕт - пур пĕр тÿлемелле. Суд Данилов тĕлĕшпе 5 уйăх ĕçлесе юсанмалли приговор палăртрĕ, çак тапхăрта унăн шалăвĕн 10% патшалăх валли тытса юлĕç.

Çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче 45 çулти Юрий Иванов суд умне тăчĕ. Унăн та 6 уйăх ĕçлесе юсанмалла. Парăмĕ те пысăк - 208 пин тенкĕ. Арçын судăн унран укçа шыраса илмелли йышăнăвĕ саккунлă вăя кĕнине пĕлнĕ, анчах ниçта та ĕçлемен, суд приставĕ ĕçлев центрне янă пулин те унта кайман. Официаллă майпа ĕçлемесен алимент шыраса илмĕç тенĕ пуль те - йăнăшнă. Саккунпа килĕшÿллĕн алимент тÿлеме тивĕç ашшĕ е амăшĕ ниçта та ĕçлемесен унăн парăмне Раççейри уйăхри вăтам ĕç укçине тĕпе хурса палăртаççĕ. Вăл паян 27 447,50 тенкĕпе танлашать. Çак виçен 1/4 пайĕ /алимент/ - 6 861,87 тенкĕ. Çапла вара Ивановăн алимент парăмĕ уйăхсерен 6,9 пин тенке яхăн хушăнса пынă. Ĕçленĕ е ĕçлев центрĕнче шута тăнă тăк - тупăшне кура чылай сахалрах тÿлеттермелле тăватчĕç.

Арçынсем иккĕшĕ те хăйсен айăпне йышăннă, ÿкĕннĕ, алимент парăмĕсене тÿлесе татма шантарнă.

Сăмах май, çулталăкăн 1-мĕш çурринче Тăвай районĕнче суд приставĕсен аллинче судсен алимент шыраса илессипе çыхăннă 100 производстви пулнă. Вĕсенчен 14-шне вĕçленĕ, ыттисемпе алимент шыраса илес енĕпе ĕçлеççĕ. Район прокуратури приставсем ку енĕпе мĕнле ĕçленине çирĕп сăнаса тăрать. Вĕсен ĕçĕнче те çитменлĕхсем тĕл пулаççĕ: хăш-пĕр производство тĕлĕшпе парăмлă çыннăн пурлăхне шыраса тупас енĕпе мĕн пур мерăна йышăнман, хăшне-пĕрне ĕçлев центрне яман, алимент тÿлессинчен сĕмсĕррĕн пăрăнакан пĕр çынна куншăн уголовлă майпа явап тыттарма пултарасси çинчен çырса асăрхаттарман. Çак тĕслĕхсемпе ФСПС управленийĕн пуçлăхĕн ячĕпе представлени çыртăмăр, ăна тишкерсе должноçри çынсене явап тыттарнă.

Юлашкинчен çакна калани вырăнлă: ачашăн вăрах алимент тÿлемесен ашшĕ, амăшĕ е опекун парăмлă çынна уголовлă майпа явап тыттарма ыйтса суд приставĕсен пайне е прокуратурăна çырма пултарать.

Оксана ЯСТРЕБОВА,

Тăвай районĕн прокурорĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.