Фитнес-аэробика пики

6 Çурла, 2014

Ун евĕр пикене спортсменка, чиперкке, общество хастарĕ тесе калаççĕ. Маттур та тăрăшуллăскере, республикăри фитнес-аэробика федерацийĕн ертÿçине çапла хаклани вырăнлă. Унăн пултарулăхĕпе ĕçченлĕхне те Чăваш Ен Пуçлăхĕ пысăк хак панă. Физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе пысăк ĕçсем тунăшăн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн Оксана Вербина "ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ята тивĕçнĕ.

Чăваш Ен тĕп хулинче çуралса ÿснĕскер пĕчĕклех ташлама юратнă, ÿсерехпе аэробика ăсталăхне алла илнĕ. Паянхи пурнăç ăна экономист специальноçне алла илме хистенĕ. Анчах ку ĕç çырлахтарман, пултарулăх хăй патнех туртнă. Çавăнпа хĕр Камскри физкультурăпа спорт институтне çул тытнă. Унтан вĕренсе тухсан пурнăçне педагогикăпа çыхăнтарнă: Чăваш патшалăх педагогика университечĕн аспирантуринче пĕлĕве ÿстернĕ, кандидат дисертацине хÿтĕленĕ. 2006 çултанпа вăл - асăннă аслă шкулăн преподавателĕ.

Оксана Юрьевна çынсем сывă пурнăç йĕркине пăхăнччăр, спортпа туслашччăр тесе ĕçлет. Вăл пурне те ирхи зарядкăна йыхравлать, ĕç кунне мĕнле пуçламаллине вĕрентет. "Çăлтăрпа пĕрле - зарядкăна" спорт уявĕн "хуçин" Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенче йĕркеленĕ çакнашкал мероприятисен шучĕ те çук пулĕ.

2001 çулта Оксана Вербина республикăра спорт аэробикипе фитнес федерацине йĕркеленĕ. Общество организацийĕн хастарĕсем /йышра - 350 ытла пике, 38 тренер/ спорт мероприятийĕсене илемлĕ ташши-хусканăвĕпе пуянлатаççĕ. Çав тапхăртанпа вĕсем - Чăваш Енре иртекен сумлă ăмăртусен "тĕп артисчĕсем". Пикесем Шупашкарта иртнĕ чи пысăк мероприятисенче - Европа тата тĕнче кубокĕсенче, Пĕтĕм Раççейри ял спорт вăййисенче - пултарулăхĕпе савăнтарнă. Хăйсен çитĕнĕвĕсемпе те мухтанма пултараççĕ аэробика маттурĕсем. Атăлçи округĕн тата çĕр-шыв шайĕнчи турнирсенчен сахал мар парнепе таврăннă. Федераци пуçарнипе 2003 çултанпа Шупашкарта республика чемпионачĕ, "Чăваш Ен фитнес пики" илемпе сывлăх фестивалĕ иртет.

Олег МАСЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.