Марганцовка шĕвекĕ микробсене, шыççа хирĕçле витĕмпе палăрса тăрать. Унăн тасатакан витĕмне палăртас тесен ансат опыт ирттерме пулать. Пĕр стакана — таса, тепĕр стакана вараланчăк шыв ямалла. Иккĕшне те марганцовкăн кĕрен шĕвекне хушмалла. Таса шывра вăл кĕренех юлать, вараланчăк шывра тĕссĕрленет, шыва çутатать.
Çуллахи апата пула хырăм ай парĕн шыççи /панкреатит/ вĕрĕлесрен мĕнле сыхланмалла-ха? Диетологсем çапла сĕнеççĕ.
1. Тем пек çиес килсен те ок-рошкăпа асăрхануллăрах пулмалла. Пахчара тĕрлĕ ешĕл ăмăртмалла тенĕ евĕр ÿснĕ вăхăтра организма витаминсемпе пуянлатма тăрăшатпăр. Анчах ешĕл япăх ирĕлет. Хăш-пĕр ÿсен-тăранри кăшкарути, лимон йÿçекĕсем хырăм ай парне япăх витĕм кÿреççĕ. Уйрăмах — выç хырăмла çисе лартсан. Окрошкăна та кашни кунах çимелле мар, эрнере 2-3 хут та çителĕклĕ. Редиска, симĕс сухан, квас хутăшĕ хырăм ай парне хавшатать.
Çу уйăхĕн 22-мĕшĕ, “Единая Россия” партин малтанхи сасăлавĕн кунĕ, Чăваш Еншĕн чăнласах та пысăк уява çаврăнчĕ: шутлав участокĕсенче ирех хаваслă юрă-кĕвĕ янăрарĕ, концертсем пулчĕç, чылай çĕрте пĕчĕк ачасем валли вăйă кĕтесĕ йĕркелерĕç...
Çу уйăхĕн 23-мĕшĕнче Мускавра Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн тата ТехноНИКОЛЬ корпораци президенчĕн Сергей Колесниковăн ĕçлĕ тĕлпулăвĕ иртнĕ. Вĕсем республикăн строительство отраслĕн, професси вĕрентĕвĕн тытăмĕн, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх аталанăвĕн ыйтăвĕсене сÿтсе явнă.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пынипе республика Правительствин членĕсемпе, федерацин тата хула округĕсен ĕç тăвакан влаç органĕсен ертÿçисемпе ĕнер иртнĕ ларăвăн кун йĕркинче виçĕ ыйту пулчĕ. Вĕсем пурте актуаллă, паянхи кунпа çыхăннă.
Иртнĕ кĕçнерникун Мускавра Японин Раççейри посольствинче Япони бизнес-клубĕн членĕсем валли Чăваш Республикин экономикăпа инвестици майĕсен презентацине йĕркеленĕ. Тĕллев — Чăваш Енпе Японин икĕ еншĕн те усăллă экономика çыхăнăвĕсене аталантарасси.