Archive - Çу 2016

мая 26th

26 Çу, 2016

«Тантăш» 20 (4486) №, 26.05.2016

26 Çу, 2016

Илемлĕ, илемлĕ...

Шăматкун ир-ирех Мăнкунри пекех хĕвел ташласа тухрĕ. Çакă Пучинке халăхне чунтан савăнтарчĕ. Ара, вĕсем çак кун Ĕç çыннин çулталăкне халалласа «Чăваш вăййи» ирттерме палăртнă-çке. Чăвашла тăхăннă мĕнпур шкул ачипе вĕрентекен, ялти хастарсем симĕс кавирлĕ ешĕл стадиона утрĕç.

26 Çу, 2016

Пархатарлă ĕçĕ - манăçми

Этем ĕçĕ мĕн тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине чылай çул иртсен кăна асăрхатпăр, тепĕр чухне çакна ăнланса илме ĕмĕрсем те кирлĕ. Çывăхрине кăна курма хăнăхнăскерсем пурте инçете пăхма пĕлейместпĕр çав. «Хыпар» хаçат пуçаруçи Николай Васильевич Никольский пирки те çавнах калас килет. Хăй вăхăтĕнче тивĕçлипе хакламан кăна мар ăна, май килсенех такăнтарма та тăрăшнă. Анчах пысăк ăс-хакăл тата çирĕп чун ăна хăйĕн пархатарлă ĕçĕсене пурнăçа кĕртме пулăшнă.

26 Çу, 2016

Асăрханăр! Сыхланăр!

Ачасем кĕтнĕ çуллахи каникул çитрĕ. Хĕвелпе хĕртĕн, шыва кĕр, пулла çÿре, вăрмана кăмпа-çырла пуçтарма кай! Асамлă кунсем! Мĕн чухлĕ савăк кăмăл парнелĕ çу! Савăнăçа инкек-синкекпе татас марччĕ, хăрушсăрлăх правилисене пăхăнасчĕ. Уйрăмах пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене асра тытмалла. Мĕншĕн тесен çуллахи каникулта ачасен айăпне пула чылай çĕрте «хĕрлĕ автан ташши» пысăк хур кăтартать.

26 Çу, 2016

Пуласчĕ Маресьев пек паттăр çын!

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Совет Союзĕн Геройĕ, харсăр летчик Алексей Петрович Маресьев тăшманпа паттăррăн çапăçнине пĕлмен çын та çук-тăр. Вăл нимĕçсемпе хăюллăн кĕрешни пурне те тĕлĕнтернĕ...

26 Çу, 2016

Тимлесессĕн ăнăçу пулатех

Вĕренÿ çулĕ вĕçленсе пырать, кĕçех хаваслă çу кунĕсем пуçланаççĕ. Хальлĕхе вара Элĕк районĕнчи Юнтапа вăтам шкул ачисем вĕренÿ çулĕн юлашки чĕрĕкне "тăрлаççĕ". Çулталăк пĕтĕмлетĕвне çирĕплетсе аттестаци витĕр тухаççĕ.

26 Çу, 2016

Улттăри паттăр салтак

Калуга облаçĕнчи Грынь ялĕнчи улттăри Сережа Алешкова вăрçă мĕн тери хурлăх ярса панă... 1941 çулхи кĕркунне. Çак тăрăха нимĕçсем çавăрса илнĕ. Пусмăртан хăтăлас тесе партизан отрячĕсем йĕркеленнĕ. Вĕсене Сережăн амăшĕпе вуннăри Петя пиччĕшĕ те тăтăш пулăшнă. Пĕррехинче ятарлă задание пурнăçланă чухне Петя фашистсен аллине çакланнă, хыççăнах амăшне ярса илнĕ. Чылайччен асаплантарнă вĕсене, анчах нихăшĕ те шăл шурри те кăтартман. Тарăхнă фашистсем Петьăна çакса вĕлернĕ. Хĕрарăм ывăлне епле те пулин пулăшас тесе унталла ыткăннă. Шел, çитеймен...

Pages