Асăрханăр! Сыхланăр!
Ачасем кĕтнĕ çуллахи каникул çитрĕ. Хĕвелпе хĕртĕн, шыва кĕр, пулла çÿре, вăрмана кăмпа-çырла пуçтарма кай! Асамлă кунсем! Мĕн чухлĕ савăк кăмăл парнелĕ çу! Савăнăçа инкек-синкекпе татас марччĕ, хăрушсăрлăх правилисене пăхăнасчĕ. Уйрăмах пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене асра тытмалла. Мĕншĕн тесен çуллахи каникулта ачасен айăпне пула чылай çĕрте «хĕрлĕ автан ташши» пысăк хур кăтартать.
Раççейри Чрезвычайлă лару-тăру министерстви çуллахи вăхăтра ашшĕ-амăшне ачисемпе уйрăмах тимлĕ пулмаллине асăрхаттарать. Ытларах чухне кĕçĕн çултисен айăпĕпе пушар тухать. Çавăнпа та вĕсене килте пĕччен хăвармалла мар, пăхсах тăмалла.
Пушар — хăй тĕллĕн тухакан, сарăмсăр пулăм мар, вăл çын тимсĕрлĕхĕпе е мĕн кирлине туманнипе çыхăннă. Çавăнпа та кашни ачан çак правилăсене лайăх пĕлмелле, асра тытмалла:
— пÿртре пĕччен юлтăн пулсан хăв тĕллĕн газ чĕртмелле мар, электрохатĕрсене те çутма юрамасть;
— шăрпăк — тетте мар! Ăна алла ан ил, тивертме ан хăтлан;
— килте газ шăрши сарăлнине туйсан чÿречесене уç. Çутă ан çут, шăрпăк ан чĕрт;
— электрохатĕр, сăмахран, телевизор çунма пуçласан унăн вилкине розеткăран кăлар е электрощит урлă пÿрте электричество токĕ пымалла мар ту. Телевизора çирĕпрех /хулăнрах çивиттипе/ утиялпа/ вит, сывлăшсăр çулăм сÿнет. Ĕнекен пластик сĕрĕмĕ питĕ наркăмăшлă, çавăнпа та пÿртрен хăвăрт тух;
— урамра, уй-хирте, вăрманта типнĕ çулçăпа курăка, тирек мамăкне çунтарма кирлĕ мар. Çунма пуçланăскерсене сÿнтерме питĕ кăткăс. Вăрманта чĕртнĕ кăвайта киле кайма пуçтарăнсан лайăх сÿнтермелле;
Тусăмăрсем! Атьăр-ха хамăра тĕрĕслесе пăхар. Çак ыйтусен хуравĕсене тĕрĕс пĕлетпĕр-и? Тĕрĕс пĕлсен вара эпир чăннипех те маттур.
— Килте пушар тухсан мĕн тумалла? /01 е 112 телефон номерĕпе шăнкăравламалла. Хушамата, ята, ăçта тата мĕн çуннине каламалла/.
— Шăрпăкпа, зажигалкăпа выляма юрать-и? /Юрамасть. Шăрпăкпа асăрханмасăр усă курни — пушар тухнин сăлтавĕсенчен пĕри/.
— Вут хыпса илсен ăна мĕнпе сÿнтерме пулать? /Утиялпа, пальтопа, шывпа, хăйăрпа, огнетушительпе/.
— Хăв тĕллĕн розеткăпа усă курма юрать-и? /Çук. Электрохатĕре çутма е сÿнтерме аслисене каламалла/.
— Хăрушлăхра чи малтан мĕнле правилăна асра тытмалла? /Лăпкăлăха çухатмалла мар/.
Пушар тухнине асăрхарăн-тăк тÿрех çÿлерех асăннă телефонсемпе шăнкăравла, адреса тĕрĕс кала.
Кÿршĕсем патне чупса кайса пушар пирки пĕлтер. Вĕсем пушарнăйсене чĕнме пулăшĕç.
Вут-кăвар хваттерте алхасма пуçларĕ-тĕк, шкапра, ванна айĕнче, ытти çĕрте пытанмалла мар, пÿртрен тухма тăрăшмалла.
Тĕтĕм çулăмран та хăрушăрах — çакна та асра тыт! Тĕтĕм сарăлнă пÿлĕмре сăмсапа çăвара йĕпе пусма татăкĕпе хупла, пĕшкĕнсе е урай тăрăх шуса алăк патнелле пыр.
Ачасемпе ашшĕ-амăшĕсем! Çуллахи каникулта та, кирек хăçан та тимлĕхе ан çухатăр! Кайран пушарпа кĕрешмелле пуличчен, унран сыхлансан лайăхрах!