Пуласчĕ Маресьев пек паттăр çын!

26 Çу, 2016

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Совет Союзĕн Геройĕ, харсăр летчик Алексей Петрович Маресьев тăшманпа паттăррăн çапăçнине пĕлмен çын та çук-тăр. Вăл нимĕçсемпе хăюллăн кĕрешни пурне те тĕлĕнтернĕ...

Алексей Маресьев 1916 çулхи çу уйă-хĕн 20-мĕшĕнче Волгоград облаçĕнчи Камышин хулинче рабочи çемйинче çуралнă. Ашшĕ, Петр Маресьев, Пĕрремĕш тĕнче вăрçинчен таврăннă, хыççăн нумай пурăнайман. Ун чухне Леша виççĕре çеç пулнă. Тирпейлÿçĕре тăрăшакан амăшне, Екатерина Николаевнăна, виçĕ ывăлне ÿстерме çав тери йывăр килнĕ. Леша вара час-час чирленĕ. Апла пулин те шывра ишессипе, пăшалтан перессипе ăна çитекен пулман.

...Алексей Петрович пĕр хĕрÿ çапăçура йывăр аманнă. Икĕ урине те татмалла пулса тухнă. Анчах пуçне усман çамрăк, протез урасемпе пулин те каллех тÿпенелле вĕçме ĕмĕтленнĕ. «Манăн юлташсемшĕн тата хамăн икĕ урашăн ирсĕрсене тавăрмалла!» — тесе чăмăртанă чышкисене. Штурвал умне ларма вара Йĕпреçри авиашкулта каллех вĕреннĕ те хăй ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ...

...Вăрçă чарăнсан, кăшт вăхăт иртсен, ача-пăчашăн Алексей Петрович — чăн-чăн идеал пулнă. Пурте летчик пулас тĕллевпе ĕмĕтленсе пурăннă. «Ÿссен эсĕ кам пулан?» ятлă сочиненисенче те çак шухăшах палăртнă çамрăксем.

Шкул библиотекине кĕнеке илме пырсан та:

— Сире летчик çинчен çырнă кĕнекесем памалла пулĕ-ха? — тесе кăсăкланнă библиотекарь. — Акă «Чăн-чăн çын çинчен çырнă повесть». Авторĕ — Борис Полевой. Кĕнеки паллах хулăн, питĕ кăсăклăскер, — ăс панă библиотекăра ĕçлекен.

— Эпĕ вăл кĕнекене вуласа тухнă. Килĕшрĕ. Маресьев летчик пултарулăхĕнчен тĕлĕнтĕм. Эх!.. Пуласчĕ манăн та çав летчик пек паттăр! — тенĕ маларах хайлавпа паллашнисем хăпартланса.

...Нумай пулмасть вара Алексей Маресьев çуралнăранпа 100 çул çитнине Чăваш Енре анлăн паллă турĕç. Уйрăмах Йĕпреç районĕнчи Йĕпреç поселокĕ шавласа тăчĕ çав кун.

Тĕп тÿремре парада хутшăнакансем пухăнчĕç. Раççей, Чăваш Гимнĕ мăнаçлăн янăрарĕ. Кадетсем стройпа утрĕç. Ача садне тата шкула çÿрекенсем çар юрри-кĕввине чуна тыткăнламалла янăраттарчĕç, ташларĕç.

Алексей Петрович çÿренĕ, самолетпа вĕçнĕ вырăнсенче, вăл пурăннă общежити çывăхĕнче пулса курчĕç хăнасем.

Паттăра халалласа ача садĕнчи пепкесен ĕçĕсенчен йĕркеленĕ курав та хăйне евĕрлĕ пулни кăмăла çĕклерĕ. «Паянхи тÿпене еплерех куратăп» темăпа тĕрлĕ ÿкерчĕк хатĕрленĕ пĕчĕкскерсем. Е тата шкул ачисен летчика халалланă сăввисем, юррисем кураканшăн, итлекеншĕн чăнах та хăйне евĕрлĕ пулăм пулса юлчĕ. Сочиненийĕсемпе, ÿкерчĕкĕсемпе пĕри те тепри паллашса: «Вăйлă! Паттăра чăнласах та юратаççĕ Йĕпреçре», — терĕç пĕтĕм кăмăлтан.

Пучинкери «Красный партизан» аэродромра та уяв иртни кашнин асĕнче ĕмĕрлĕхех юлчĕ.

...Уява пухăннă ача-пăча унчченхи çамрăк Алексей Маресьев пекех Тăван çĕршыва юрăхлă çын пулма ĕмĕтленчĕ.

— Эх, пуласчĕ Маресьев пек паттăр çын! — терĕç хавхаланса та тарăн шухăша путса.

Луиза ВАСИЛЬЕВА.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.