Илемлĕ, илемлĕ...

26 Çу, 2016

Шăматкун ир-ирех Мăнкунри пекех хĕвел ташласа тухрĕ. Çакă Пучинке халăхне чунтан савăнтарчĕ. Ара, вĕсем çак кун Ĕç çыннин çулталăкне халалласа «Чăваш вăййи» ирттерме палăртнă-çке. Чăвашла тăхăннă мĕнпур шкул ачипе вĕрентекен, ялти хастарсем симĕс кавирлĕ ешĕл стадиона утрĕç.

Тавралла вырнаçнă ял çыннин пахчисенчен кайăксен хитре юрри илтĕнни пушшех те хавхалантарчĕ вĕсене. Ах, ытла та чуна çĕклентерет-çке тĕнче илемĕ!

Алла-аллăн тытăнса вăйă карти туса юрларĕç Пучинкесем. Юрă сăмахĕсем çепĕç, сăнарĕсем кăмăллă, кĕвви лăпкă, вăрах çемĕллĕ. Вăййи, ташши, шÿчĕ, такмакĕ — йăлтах килĕшрĕ куракана...

Çапла, Пучинкере мĕн пĕчĕкрен ачасене тăван чĕлхене юратма, хисеплеме вĕрентеççĕ. Ача-пăча фольклорĕпе садикрех паллаштараççĕ. Çавна май чăваш тумĕ çĕлеттереççĕ, курăмлă уяв-концерт йĕркелеççĕ. Çакăн хыççăн пукане йăтнă ачасем час-часах юрă ĕнĕрленине курма пулать: «Ачине-паппине, ă-ăх, ă-ăх...» — теççĕ теттисене тутлă ыйха ярас тесе.

Акă пĕрремĕш класра вĕренекен Катя Федоровăпа Лейла Игнатьева респуб-лика конкурсĕнче пĕрле чăвашла юрласа жюри членĕсене тĕлĕнтернĕччĕ. Пĕчĕкскерсем пысăк зала уçă сассисемпе янăраттарнăччĕ çеç ун чухне. «Вăйлă, чаплă, хăватлă!» — терĕç жюрисемпе ăмăртăва хутшăнакансем те. Пĕрремĕш вырăна тухнă хĕрачасен савăнăçĕ ун чухне виçесĕрччĕ çав.

«Чăваш вăййине» те чăтăмсăррăн кĕтрĕç вĕсем. Типтерлĕ çакса хунă чăваш тумĕсене темиçе хутчен те аллисемпе сĕртĕннине, е ăна тăхăнса тĕкĕр умĕнче тăнине класс ертÿçине пĕрре мар каласа кăтартнă хастар хĕрачасем. «Зоя Алексеевна, питех те юрлас, ташлас килет», — тенĕ вĕсем.

Эх, виççĕри Артем Пашков та чăваш кĕпи тăхăнса тухнă симĕс çарана. Пĕчĕкскер кашни ачана тĕсесе пăхрĕ, çав вăхăтрах вĕсен хушшинче пиччĕшне шырарĕ.

— Аппа, аппа, эпир санпа хăçан çак картана тăрса юрласа ташлăпăр? Манăн та вĕсен ушкăнĕнче пулас килет, — салхуллăн пуплерĕ арçын ача.

— Эпĕ те сан пек шухăшсемпех пурăнатăп. Шкула çÿреме тытăнар-ха, вара ĕмĕт пурнăçа кĕрĕ, — ăнлантарчĕ ăна аппăшĕ.

...Мĕн кăнтăрла иртиччен кăмăла ăшăлăх парнелесе янăрарĕ илемлĕ чăваш юрри Пучинкере. Мăн асаттесемпе мăн асаннесем вăйă картинче шăрантарнă юрăсене, вылянă вăйăсене паянхи çамрăксем манманни, ăруран-ăрăва илсе пыни чуна чăнласах та савăнтарать.

Элиза ВАЛАНС.

Йĕпреç районĕ,

Пучинке.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.