Улттăри паттăр салтак
Калуга облаçĕнчи Грынь ялĕнчи улттăри Сережа Алешкова вăрçă мĕн тери хурлăх ярса панă... 1941 çулхи кĕркунне. Çак тăрăха нимĕçсем çавăрса илнĕ. Пусмăртан хăтăлас тесе партизан отрячĕсем йĕркеленнĕ. Вĕсене Сережăн амăшĕпе вуннăри Петя пиччĕшĕ те тăтăш пулăшнă. Пĕррехинче ятарлă задание пурнăçланă чухне Петя фашистсен аллине çакланнă, хыççăнах амăшне ярса илнĕ. Чылайччен асаплантарнă вĕсене, анчах нихăшĕ те шăл шурри те кăтартман. Тарăхнă фашистсем Петьăна çакса вĕлернĕ. Хĕрарăм ывăлне епле те пулин пулăшас тесе унталла ыткăннă. Шел, çитеймен... Пуля унăн пурнăçне те çавăнтах татнă.
Алешкинсем эпир...
Çакна курса тăнă кÿршĕ пĕчĕк Сережăна хăвăртрах чÿречерен тĕксе янă.
— Васкаса чуп! Пĕр чарăнми! Вăй пĕтиччен! Тарма çеç ĕлкĕр! — тесе кăшкăрнă.
Чăн та, арçын ача вăрмана çил пек вĕçтернĕ. Кÿршĕ мĕн каланине асра тытса чупнă та, чупнă. Хăй ăçта çитнине пĕлмесĕр.
Кĕркуннехи вăрманта ир те, каç та çăмăл пулман ăна. Хырăмĕ выçнăран типнĕ çырла çинĕ, сиксе чĕтрекенскер кăштах та пулин ăшăнас тесе йывăç çумне тĕршĕнсе çулçăсемпе витĕннĕ. Çапла темиçе кун çÿренĕ вăл вăрманта аташса. Аякра нимĕç бомби ÿксе çурăлни, пăшал сасси янăрани ăна пушшех сехĕрлентернĕ. Хăраса самантрах çĕр çумне лăпчăннă пĕчĕкскер.
Вилме патне çитнĕ арçын ачана разведчиксем тупнă. Сăнĕ-пичĕ, пĕтĕм ÿчĕ кăвак тăпра тĕслĕ, кĕлеткинче пĕр тумлам юн юлман пек пулнă унăн. Хулĕсем хăрăк йывăç туратти евĕр çакăнса тăнă. Чарăлса кайнă куçĕсем ним тĕлсĕр пăхкаланă, хăй йывăррăн сывланă. Выçă та шăнса кÿтнĕскере хăйсен çумне чăмăртанă салтаксем. Алă çинче йăтса полка хăвăртах илсе çитернĕ. Çап-çамрăк командир Михаил Данилович Воробьев майор ним айăпсăр чун кунта мĕншĕн лекнине ăнланса илнĕ, хăй сисмесĕрех чышкисене чăмăртанă.
— Халех окоп тĕлне чупса тухасчĕ! Куç умне тĕл пулнă пĕрремĕш нимĕçех карланкинчен пăчăртăттăм. Çакăн пек ачасем вĕсене пула мĕн тери хĕн кураççĕ-çке! Турăçăм, мĕн кăна кăтартмаççĕ фашист çынçиенĕсем пирĕн халăха! Мĕншĕн асапланмалла ĕнтĕ çак мĕскĕн ачан? — тенĕ тарăхса.
Унтан арçын ача умне пĕшкĕннĕ, хĕрхенсе çурăмĕнчен, пуçĕнчен юратса ачашланă. Хăй çумне çупăрланă. Пурин çине те шикленсе пăхакан арçын ача пĕчĕккĕн лăпланнине кура тинех ăшшăн калаçу пуçарнă.
— Эпир нимĕç мар, ан хăра пирĕн-тен. Кала-ха, пĕчĕкскерĕм, сана мĕнле чĕнмелле? — кăсăкланнă харсăр командир.
— Сережа...
— Хушамату та пур пулĕ-ха...
— Алешкинсем эпир... /Пĕчĕкскер хушаматне пăтраштарнă, Сережа Алешков пулнă вăл/.
Командир çаплипех арçын ачана юратса та хĕрхенсе куç илми тинкернĕ те тинкернĕ.
— Çиес килет... — пăшăлтатнă арçын ача.
— Халех, ачам, халех... Çак вăрçăра ырă-сывă юлсан, Сережа манăн ывăл пулĕ. Пĕрле килĕштерсе те савăнса çеç пурăнăпăр вара... Таврара питĕ хăрушă. Апла пулин те Сережа пирĕн полкрах юлтăр. Кунта хырăмĕ те тутă, тумтирĕ те лайăххиех пулĕ. Пăхса-сăнаса тăма та аван çитменнине. Куç умĕнче. Е пĕр сăмахпа каласан, ман çунат айĕнче пурăнĕ, — тенĕ командир пурин умĕнче те. — Çитерĕр-ха ăна часрах мĕн те пулин. Сахăр парăр, чей ĕçтерĕр. Яшка та ан хĕрхенĕр. Чим, тахçантанпах апат çименскере тăрук ытлашши те юрамасть пулĕ-ха. Мĕн пуррине пĕчĕккĕн астивтĕр. Сережа, атя пирĕнпе сĕтел хушшине.
Пĕчĕк боец валли Хĕрлĕ армеецсен тумне ятарласа çĕлеттернĕ. Вăтăрмĕш размерлă пушмакне те тупнă...
Атте! Нина аппа манăн анне пултăр-ха!
Сережа темле йывăр вăхăтра та нăйкăшман. Унăн çурăмĕ çинчен пĕчĕк кутамкка татăлман. Салтаксене час-час çыру, хаçат валеçнĕ. Хĕрÿ çапăçура патрон, шыв, апат йăтнă. Кану вăхăтĕнче илемлĕ сассипе юрă шăрантарнă, хăй шухăшласа кăларнисем те пулнă унăн. Çакăн пек вăхăтра кашни салтак ун çине пăхса хăй ывăл-хĕрне курнă. Вĕсене аса илсе тата пĕчĕк Сережăна хĕрхенсе чунĕсем ыратнă, куçĕсем шывланнă. Пурте ыталаса юратнă пĕчĕк боеца. Куççульпе йĕпеннĕ пит-куçне вăрттăн шăлса илнĕ.
Çапах та Сережа çемье çавăрма ĕлкĕреймен Михаил Данилович Воробьев еннеллех туртăннă. Ăна вăл ашшĕ вырăнне хурса юратнă-çке. Пĕррехинче пĕчĕкскер ăна ыталаса, ун çумне тĕршĕнсе:
— Атте! — тенĕ.
Командирăн куçĕ шывланнă. Ачана вĕçĕмсĕр çурăмĕнчен ачашланă.
— Шел, Сережа. Хальлĕхе санăн аннÿ çук, — тенĕ командир ачана хăй çумне чăмăртаса.
— Атте, атте! Кур-ха, медсестрара ĕçлекен Нина аппана. Хитре те кăмăллăскер. Аманнă салтаксене пулăшать, çĕнĕ пурнăç парнелет. Пултăр вăл манăн анне! Эпĕ ăна чунтан-чĕререн юрататăп. Атте, итлесем манăн сăмаха, — çине тăрсах ăс панă кĕçĕнни аслине.
Ку таранччен командир Нина Бедовăна асăрхаса та кайман темелле. Сережа каланă хыççăн ăна кулленех тĕсесе пăхма тытăннă. Чăн та, хайхи медсес-тра пур енĕпе те сатур пулнине ăнланса илнĕ вăл... Чунра юрату туйăмĕ çуралнине хăй те сиссе юлайман.
...Сережа куллен çар пурнăçне хăнăхса пынă. Вăл нихăçан та хăйĕнчен бинокль хăварман. Тавралла тăшман çук-и тесе тинкернĕ. Пĕррехинче улăм купи тĕлĕнчи мĕлкесене курсан тÿрех блиндажа чупнă, хăй мĕн асăрханине аслисене хыпарланă.
— Улăм ăшĕнче такамсем пытаннă. Бинокль улталамасть, — тенĕ чăн-чăн салтакла.
Чăн та, кĕçех икĕ фашиста тыткăна та илнĕ салтаксем. Улттăри Сережа çакăн пек пултаруллă пулни пурне те тĕлĕнтернĕ.
Тепрехинче вара... Нимĕç бомби командир блиндажне сирпĕтнĕ. Çунма тытăннă. Шалта темиçе салтакпа Михаил Данилович юлнине шута илсе пĕчĕк Сережа вĕсене хăтарма чупнă. Алăка хупласа хунă пĕренесене илсе пеме шухăшланă. Анчах вăйĕ çитеймен пĕчĕкскерĕн. «Улттăра анчах-çке эпĕ! Ку вăхăтра теттепе вылямалла манăн, велосипедпа ярăнмалла, хитре ÿкерчĕклĕ кĕнекесемпе савăнмалла. Анчах унпа та, кунпа та выляс кăмăл çук. Аттене çеç çăласчĕ», — шухăшланă куççульленсе. Кĕçех шал енчен пĕренене шаккама тытăннă. «Ку атте-ши е урăх салтак? Пурпĕрех пулăшу памалла», — тесе салтаксем патне пулăшу ыйтма чупнă. Çывăхра вара пульăсем шăхăрса иртнĕ. Апла пулин те ниçта та чарăнма шутламан, малалла çил пек ыткăннă.
Вăхăта сая ямасăр çамрăксем пĕренесене илсе пеме тытăннă. Çывăхра Хĕрлĕ Çарсен улттăри боецĕ тăнă. Ĕсĕклесех макăрнă. Ара, ашшĕне ĕмĕрлĕхех çухатасран шикленнĕ вăл.
Хастара — парне!
Сережăн паттăрлăхĕ пирки Василий Иванович Чуйков генерал та илтнĕ. Арçын ачана «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медальпе чысланă. Тата та хавхалантарма «Вольтер» пистолет парнеленĕ.
...Михаил Даниловичпа Нина Андреевна пĕрлешме шухăшлани пурне те савăнтарнă. Уйрăмах Сережа ниçта кайса кĕрейми хĕпĕртенĕ. «Тинех манăн атте те, анне те пулать!» — тенĕ хăпартланса.
Туй шавлă иртмен. Çамрăксем курăк çине брезент сарнă. Çимеллисем хунă. Вут чĕртсе кăвар çинче вĕтĕ кукăльсем пĕçернĕ. Пурте Воробьевсене телей суннă. Çавăн пекех вăрçăра паттăрлăхпа палăрма пил панă.
Уяв пынă вăхăтра каллех таврара пăшал сасси илтĕнме тытăннă. Пурте хыпаланса хĕрÿ çапăçăва васканă. Пĕчĕк Сережа та яланхиллех вĕсенчен шит те юлас темен...
Шел, пĕр çапăçура вăл йывăр аманнă. Мина ванчăкĕсем урине самаях суранлатнăран госпитале вырнаçтарнă ăна. Куляннă пĕчĕк салтак. Хăвăртрах сывалса тухса каллех юлташĕсем патне кайма ĕмĕтленнĕ. Çавăнпа кашни кунĕ йывăррăн иртнĕ пек туйăннă ăна. Анчах ĕмĕчĕ пурнăçа кĕреймен. Урăх ăна çапăçу хирне яман.
Василий Чуйков генерал тăтăш пĕчĕк салтак пирки шухăшлама тытăннă. «Кун пек хастара Тулăри Суворов училищине вĕренме ямалла. Халех пурнăç тути-масине пĕлекенскер унта тăрăшса ăс пухĕ. Курса тăрăр, Тăван çĕршывăн мухтавлă ывăлĕ пулатех», — çирĕплетнĕ хайхис-кер.
Пысăк хулана Сережа амăшĕпе, Нина Андреевнăпа, çул тытнă. Госпиталь хыççăн хăйне йывăртарах туякан арçын ачана каярах вĕренме илме шантарнă. «Вăй ил-ха. Лайăхрах сывал. Вара хапăлласах йышăнăпăр хамăр пата», — асăрханса калаçнă пĕчĕк паттăрпа унти ĕçченсем. Ку хутĕнче те генерал çине тăнă. «Ачи маттур, пултарать. Çак таранччен нимĕнле йывăрлăх умĕнче пуçне усман, нăйкăшман. Училищĕре те чи пултаруллисенчен пĕри пуласса шантарсах калатăп», — тенĕ вăл çирĕппĕн.
Сережăна амăшĕ шăллĕне парнелесен мĕн тери савăннă вăл! Каникула килсен яланах ун çумĕнче пулма тăрăшнă. Анчах та амăшĕ пĕр кунхине пепкине кукамăшĕпе хăварса вăрçа тухса кайнă. «Пурте фронтра чухне килте ларма пултараймастăп. Çитменнине мăшăрăм та вутлă-хĕмлĕ çĕрте фашистпа çапăçать. Тăшман пульлине пула ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă юлташсемшĕн тавăратăпах!» — тесе хăварнă хастар медсестра.
...Суворов училищинчен ăнăçлă вĕренсе тухнă Сережа пĕлĕвне малалла аталантарма тĕллев лартнă. Харьковри юридици институтĕнче те хăйне пур енчен те лайăх кăтартнă пултаруллă çамрăк.
Хыççăн ашшĕпе амăшĕ çывăхĕнче пулас тесе Челябинскра прокурорта тăрăшнă. Шел, вăрçă суранĕсене пула вăл пурнăçран ир уйрăлнă.
Элиза ВАЛАНС хатĕрленĕ.