Тимлесессĕн ăнăçу пулатех

26 Çу, 2016

Вĕренÿ çулĕ вĕçленсе пырать, кĕçех хаваслă çу кунĕсем пуçланаççĕ. Хальлĕхе вара Элĕк районĕнчи Юнтапа вăтам шкул ачисем вĕренÿ çулĕн юлашки чĕрĕкне "тăрлаççĕ". Çулталăк пĕтĕмлетĕвне çирĕплетсе аттестаци витĕр тухаççĕ.

Вĕренÿ çулĕ кăсăклă, тĕрлĕ мероприятипе пуян пулнине палăртаççĕ Юнтапа шкулĕн ачисемпе вĕренекенĕсем. Конкурс-олимпиадăна, спорт ăмăртăвне хутшăнса çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнисем те сахал мар. Паллах, çакă малалла тата тăрăшарах вĕренме, тавракурăма аталантарма хавхалантарать. Учительсене те яланах туртăнса, çине тăрса ĕçлеме хистет.

Вера Нестерова çак шкулта 1989 çултанпа чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет. Вăл ертсе пыракан 7-мĕш класс йышĕпех "Илемпи" драма кружокне çÿрет.

— Кăçал Ю.Скворцовăн "Ултăк" хайлавĕ тăрăх лартнă композиципе районти "Юмах çăлкуçĕ" театр пултарулăхĕн фестивальне хутшăнса çĕнтертĕмĕр. Шупашкара çитрĕмĕр. Унти фестивальте виççĕмĕш вырăн йышăнтăмăр. Кружока çÿрени ачасене туслаштарать, пĕрлештерет. Хăйсене обществăра, сцена çинче тытма вĕренеççĕ, вĕренме те хавхалантарать, — каласа парать 2016 çулхи уçă урок конкурсĕнче ăсталăх урокне çÿллĕ шайра ирттернĕшĕн Диплома тивĕçнĕ Вера Петровна. Вăл районта, республикăра чăваш чĕлхипе, литературăпа ирттерекен чăвашлăхпа çыхăннă мĕнпур мероприятие хутшăнма тăрăшать, çитĕнĕвĕсемпе палăрать. Диплом, Тав хучĕ, Хисеп хучĕ е ытти чыслав хучĕ темĕн чухлех унăн.

— Ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче шкулта иртнĕ уява асăнмасăр чăтма çук. Вăл кăçал пирĕн шкулта "Чăвашлăха аталантаракан чи лайăх шкул" конкурс картинче "Янра, чăваш сăмахĕ" ятпа иртрĕ. Уява учительсемпе ачасем çеç мар, ачасен ашшĕ-амăшĕ те хастар хутшăнчĕ. Шкул чăн чăваш тĕнчине çаврăнчĕ çав кун. Ачасем те, учительсем те йăлтах чăваш çи-пуçĕпеччĕ. Чăваш ал ăсталăх куравне йĕркеленĕ, апат-çимĕçне пĕçерсе пынă... Чăннипех тăван халăхăмăрăн чунĕ хурланчĕ тейĕн. Ятарласа уяв курма пынисем те сахал марччĕ.

Кашни класс халăх йăли-йĕркинчи пĕр пулăма выляса кăтартрĕ. Кĕçĕннисем ача-пăча вăййисене вылярĕç, вăтаммисем — Сурхури, Мăнкун, Ĕне ырри, Çăварни уявĕсене сăнларĕç, аслисем салтак ăсатрĕç, туй, улах йăлисемпе паллаштарчĕç.

Мероприятие килнĕ филологи наукисен кандидачĕ, профессор, вĕренÿ кĕнекисен авторĕ Виталий Никитин-Станьял, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Эдуард Бахмисов, районтан, ытти шкулсенчен килнĕ сумлă хăнасем уява пысăк хак пачĕç.

— Çак ĕçре шкул директорĕ Альберт Петрович Кондратьев ăнăçлă йĕркелесе пыни, учительсен хастарлăхĕ, ачасемпе ашшĕ-амăшĕн пултарулăхĕ тапса тăни сисĕнчĕ, — кăмăллăн аса илчĕ иртнĕ уява Вера Петровна.

Юнтапа шкулĕнче ирттернĕ кун кăмăлăма тултарчĕ. Учительсем хăйсен ĕçне хаклани сисĕнчĕ. Вĕсен малашне те хастарлăх, ăнăçусем пулччăр. Ачасене вара вĕренÿ çулне ăнăçлă вĕçлесе каникула савăк та усăллă ирттерме сунатăп.

Эльвира ИВАНОВА.

Элĕк районĕ,

Юнтапа шкулĕ.

 

  • Вера Нестерова «Илемпи» кружок ачисемпе.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.