Пархатарлă ĕçĕ - манăçми
Этем ĕçĕ мĕн тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине чылай çул иртсен кăна асăрхатпăр, тепĕр чухне çакна ăнланса илме ĕмĕрсем те кирлĕ. Çывăхрине кăна курма хăнăхнăскерсем пурте инçете пăхма пĕлейместпĕр çав. «Хыпар» хаçат пуçаруçи Николай Васильевич Никольский пирки те çавнах калас килет. Хăй вăхăтĕнче тивĕçлипе хакламан кăна мар ăна, май килсенех такăнтарма та тăрăшнă. Анчах пысăк ăс-хакăл тата çирĕп чун ăна хăйĕн пархатарлă ĕçĕсене пурнăçа кĕртме пулăшнă.
Нумаях пулмасть Муркаш районĕнчи Купăрля ялĕнче Н.В.Никольский çуралнăранпа 138 çул çитнине паллă турĕç. Тĕлпулăва Чăваш тата Мари республикисенчен хисеплĕ хăнасем пуçтарăнчĕç.
Митинга Уйкас Янасал ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.Г.Никифорова уçрĕ. Вăл пурне те Николай Васильевичăн çуралнă кунĕпе саламларĕ. Ытти хăна та кăмăлтанах тухса калаçрĕ. «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ М.М.Арланов чăвашсен пĕрремĕш хаçачĕн пуçаруçин витĕмне кунсеренех туйнине палăртрĕ.
— Çак уява паллă тума 1996 çулта, «Хыпар» хаçат тухма тытăннăранпа 90 çул çитсен, пуçларăмăр. Çавăн чухне кашни çулах унăн тăван ялне килме сăмах патăмăр, халĕ çакна тытса пыратпăр, — терĕ «Хыпар» хаçат редакцине 23 çул ертсе пынă, халĕ Гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче ĕçлекен Алексей Петрович Леонтьев.
Никольский тесен «Хыпар» аса килет, «Хыпар» тесен — Никольский, вĕсене пĕр-пĕринчен уйăрма çук. Çавăнпах пулĕ чăвашсен пĕрремĕш профессорĕн палăкĕ умĕнче чылайăшĕ «Хыпар» пирки сăмах хускатмасăр тÿсеймерĕ.
— Юратнă хаçатăмăра пирĕн темĕн-ле пулсан та сыхласа хăвармаллах. Çамрăксен те çак ĕçе явăçмалла, — терĕ ЧР апат-çимĕç фончĕн директорĕ А.И.Федотов та.
Николай Васильевич медицина, культура, этнографи, литература, вĕренÿ аталанăвĕшĕн нумай тăрăшнă. Сăмах илекенсенчен кашниех ăна пархатарлă ĕçĕсемшĕн тав турĕ. Республикăри тĕрлĕ шкултан пуçтарăннă ачасем вара тарăн шухăшлă сăмахсене питĕ тимлĕ итлерĕç. Унтан пурте пĕрле палăк умне чечексем хучĕç.
Сцена çинче уяв малалла тăсăлчĕ. Мари Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А.А.Яйцов уява пуçтарăннисене хуткупăс каласа савăнтарчĕ. Ваçкасси культура керменĕн «Тăван ен çăлкуçĕсем» фольклор ансамблĕ те пултарулăхĕпе кăмăла çĕклерĕ.
Н.В.Никольский ячĕллĕ Сосновка шкулĕн вĕренекенĕсем хаçат ĕçĕпе кăсăкланнине палăртрĕç. Тен, пурăна-киле вĕсем те мухтавлă ентешĕн çулне суйлĕç? Николай Васильевич сăнарĕ вара шухăшласа хунине пурнăçа кĕртме умра çутă çăлтăр пекех çутатса, çул кăтартса пырĕ.
Лариса ПЕТРОВА.
Комментари хушас