Ĕç тумасăр хулă та хуçаймăн
Кам пире ачашшăн
Лăпкать пĕчĕкрен.
Чипер çын тăвасшăн,
Çунать чĕререн.
Вăл пирĕн анне!

Çак сăвă йĕркисем паян та, малашне те хăйĕн пĕлтерĕшне çухатмĕç. Анне! Çак тăватă саспаллирен тăракан сăмах кашниншĕн хаклă. Ахальтен мар ачан пĕрремĕш сăмахĕ те АННЕ. Сакăрвунă çула çитнĕ мучисемпе кинемисем те сăмах çăмхине сÿтнĕ май: «Анне сăнарĕ халĕ те асра. Вăл пирĕн чи хитриччĕ, чи ĕçченниччĕ. Чи тутлă апата та хăй çимесĕр пире сĕнетчĕ...» — теççĕ савăнăç куççульне шăлнă май.

Çапла, аннесем çинчен поэтсем те çĕр-çĕр сăвă çырнă, писательсем те чылай хайлав шăрçаланă. Акă Пушкăрт писателĕн Анвер Бикчентаевăн «Анне алли» хăйнеевĕр калавĕ те тарăн шухăшлă. «Пĕлейместĕр пулĕ-ха эсир манăн анне аллисене. Вăл кирек мĕн çумне пырса сĕртĕнсен те — суранлă путек урине е чуста икерчине — пур япала çине те унăн çепĕçлĕхĕ сарăлать. Тепĕр чухне анне кăмăлĕ хăй тăхăнакан кĕпе-тум çине куçнăн туйăнать.

Пĕр шартлама хĕл юр çинче шăнса кÿтнĕ салакайăк тупнă. Пуçне пăрса хунăччĕ ĕнтĕ мĕскĕн кайăк, урине тăсасси те, пурнăçран уйрăласси те инçех юлман. Анчах анне аллине лекнĕ-лекменех йăшăлтатма тытăннă. Самантрах куçне уçнă.

Анне алли асамлăхне тепĕр чухне хам çинче те туятăп. Пуç ыратнă пек туйăнсан ăна аллипе сĕртĕнме ыйтатăп. Эмел таврашне яхăнне те ямастăп. Вара мĕн тетĕр? Пуç ыратни самантрах çухалать. Вăл пулман та тейĕн... Е тата унăн аллинче ĕç вĕресе тăнăран тĕлĕнсе пĕтерейместĕп. «Ачам, ĕç тумасăр хулă та хуçма çук вĕт-ха», — тет. Унăн сăмахĕсемпе вара тарăн шухăша путатăп...»

Çапла, хĕрарăмсăр кил илемĕ те çук. Ăшă пÿртре те салхулăх хуçаланни никамшăн та вăрттăнлăх мар.

Чăваш Республикинчи Профессионал писательсен союзĕн председателĕн пулăшуçи Елена Светлая вара 2011 çулта хастар хĕрарăмсене хисеп-лесе «Хĕрарăм пултарулăхĕ чикĕсĕр» курава пĕрремĕш хут ирттернĕ. Кăçалхи проекта вара Ĕç çыннин çулталăкне халалланă. Шупашкарти П. Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕнче иртрĕ пĕтĕмлетÿ. Тутлă торт, тĕрлĕ эреш, ÿкерчĕк, пуканесемпе çемçе теттесем — темĕн тĕрлĕ тĕлĕнтермĕшпе хутшăнчĕç унта ăстасем. Кашнин ĕçĕ хăйне евĕрлĕ. Çавăнпа проект авторĕ курава хутшăнакансен хушшинче пĕрремĕш, иккĕмĕш, виççĕмĕш вырăнсем çуккине хыпарларĕ.

— Çакăн пек хитре япаласене епле пĕр-пĕринчен уйăрма пулать-ха? Кашнин ĕçĕ лайăххисен шутĕнче пулнине палăрт-ма питĕ кăмăллă. Пĕтĕм чуна парса ăсталанă япаласем куçа илĕртеççĕ-çке, — терĕ хăпартланса.

Чăваш Республикинчи Профессионал писательсен союзĕн председателĕн, «Хыпар» ИÇ директорĕн-тĕп редакторăн пĕрремĕш заместителĕн Геннадий Максимовăн шухăшĕпе чăваш хĕрарăмĕсенчен илемлĕреххисем, пултаруллăраххисем урăх çук. Вĕсене никампа та танлаштараймăн, вĕсемпе мăнаçланмалла. Çак шухăшсене çирĕплетсех Бассам доктор та сăмах илчĕ.

— Хĕрарăм Турăпа çеç танлашма пултарать. Вăл этеме пурнăç парнелет, кăкăр сĕчĕпе тăрантса вăй парать, тăван чĕлхепе çут тĕнчене юратма вĕрентет, — терĕ.

Çак курава хутшăннă хĕрарăмсем çеç мар, ыттисем те хăйсен пепкисене тĕрлĕ алă ĕçне мĕн пĕчĕкрен вĕрентеççĕ. Улми йывăççинчен аякка ÿкмест тенешкел, ачисем те амăшĕсене кура пултаруллă. Шкулта тата республикăри куравра çеç мар, Раççей шайĕнче иртекен конкурссенче те палăраççĕ. Кунта амăшĕсен тÿпи çав тери пысăк.

...Уява килнисене юрă-ташăпа савăнтарчĕç, çавăн пекех Чăваш Енре ырă ят çĕнсе илнĕ сăвăçсем хăйсен сăввисемпе паллаштарчĕç.

Проект авторĕ, ертÿçи Елена Светлая тата Геннадий Максимов конкурса хутшăннă пултаруллă хĕрарăмсене дипломсемпе тата парнесемпе чысларĕç.

Элиза ВАЛАНС.

 

Элиза ВАЛАНС

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.