Тăххăрмĕшне - çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен

Шупашкарта ĕнер сахал йышлă халăхсен кинематографне халалланă Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль уçăлчĕ. Тăххăрмĕш хут йышăнтăмăр ăна.

Кинофорум программи пуян: конкурса тăратнă илемлĕ фильмсем, ачасемпе çамрăксен фильмĕсем, çавăн пекех киноретроспектива — хальхи тĕнчен этнос нумай енлĕхне палăртакан ĕçсем. Кăçалхи кинофестиваль Раççей кино çулталăкĕн витĕмĕпе иртет. Программăра — 100 ытла мероприятипе акци: кинофильмсем, паллă тата çамрăк артистсемпе, режиссерсемпе, продюсерсемпе, киноведсемпе тата кинокритиксемпе ирттерекен пултарулăх тĕлпулăвĕсем, ăсталăх класĕсем, ача-пăча программисем, «çавра сĕтелсем», пресс-конференцисем.

Çу уйăхĕн 24-27-мĕшĕсенче Наци библиотекинче, çавăн пекех ЧР патшалăх электрон тата кинодокументаци архивĕнче сахал йышлă халăхсен илемлĕ фильмĕсен конкурсĕ иртĕ. Шупашкар çыннисем, хăнисем Бурят, Калмăк, Якут, Чечня, Тутарстан, Пушкăртстан, Чăваш республикисенче ÿкернĕ ĕçсене курса киленĕç. Вĕсене паллă çынсенчен йĕркеленĕ жюри /Эльга Лындина кинодраматург, киновед, сценарист; Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕ Сергей Фетисов; «Чăваш Ен» ПТРК тĕп режиссерĕ Лидия Петрейкина/ тивĕçлĕ хак парĕ.

Унсăр пуçне кунтах документлă фильмсем кăтартĕç. Тĕплĕнрех — çитес номерте.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.