ХЫРĂМ АЙ ПАРĔ ТИРКЕТ

25 Çу, 2016

Çуллахи апата пула хырăм ай парĕн шыççи /панкреатит/ вĕрĕлесрен мĕнле сыхланмалла-ха? Диетологсем çапла сĕнеççĕ.

1. Тем пек çиес килсен те ок-рошкăпа асăрхануллăрах пулмалла. Пахчара тĕрлĕ ешĕл ăмăртмалла тенĕ евĕр ÿснĕ вăхăтра организма витаминсемпе пуянлатма тăрăшатпăр. Анчах ешĕл япăх ирĕлет. Хăш-пĕр ÿсен-тăранри кăшкарути, лимон йÿçекĕсем хырăм ай парне япăх витĕм кÿреççĕ. Уйрăмах — выç хырăмла çисе лартсан. Окрошкăна та кашни кунах çимелле мар, эрнере 2-3 хут та çителĕклĕ. Редиска, симĕс сухан, квас хутăшĕ хырăм ай парне хавшатать.

2. Çулла тĕлне начарланатпăр, кайран чарăнми çиетпĕр. Пилĕк килограмран та пулин хăтăлас тесе хăшĕсем питĕ çирĕп диетăна пăхăнма, халран кайиччен тĕрлĕ хускану тума тăрăшаççĕ. Апатлану тата хускану тĕлĕшпе тăрук улшăнусем туса ирттернипе хырăм ай парĕ чирлет. Ăна пĕр тĕрлĕ апат /кефир е хуратул пăтти, е пĕçернĕ чăх какайĕ/ диетине кăна тытса пыни уйрăмах вăйлă аркатать. Мĕншĕн тесен апат ирĕлтеркен тытăм кашни тĕрлĕ çимĕç валли уйрăм ферментсем туса кăларать. Хырăм ай парĕ йĕркеллĕ ĕçлетĕр тесен унăн сĕткенĕнче белок, çу, углевод валли виçĕ тĕрлĕ фермент пулмалла.

3. Хырăм ай парĕ эпир çывăрнă чухне те ĕçлет. Ĕç кунĕсенче чылайăшĕ каçхи апатра тăраниччен çиет, ытти вăхăтра ăна-кăна çырткаласа кăна илет: канфетпа — кофе е бутербродпа чей ĕçет. Çуллахи канура кунĕпех çиес килмест, каç енне вара аппетит вăйланать. Тĕрĕссипе, шашлăк çисе тултарнă хыççăн çывăрма выртни мĕн тери сиенлĕ. 180 градусран та вĕрирех уçă çулăм çинче ăшаланă чухне выльăх çăвĕнче сиенлĕ çыхăнусем йĕркеленеççĕ, çавăнпа хырăм ай парне ĕçлеме йывăрлансах пырать. Çĕрлене хирĕç çимесĕр ниепле те чăтаймастăр пулсан ăшаланă апат виçине чакарăр, какайпа пулла черетлĕр, гарнира çусăр пĕçернĕ пахча çимĕç, нимĕр е рис хатĕрлĕр.

4. Сипленмесен мĕн пулать-ха? Хырăм ай парĕ хавшанин паллисенчен вăхăтра сипленмесен çивĕч панкреатит аталанма, унтан вăрах тапхăра куçма пултарать. Çавăн пекех 2 тип диабет хăрушлăхĕ ÿсет, мĕншĕн тесен шăпах хырăм ай парĕ юнри сахăра ирĕлтернишĕн яваплă инсулин гормона туса кăларать. Хырăм ай парĕ шыçсан ăна хатĕрлесси пăсăлать.

Панкреатит паллисем: кăкăр кăшкарĕ тавра хĕстерсе ыратать; апат çинĕ хыççăн хырăм кÿпĕнет; выç хырăмла çăварта йÿçекрех тутă тăрать; тула каясси пăсăлать, каяш çилĕмленет.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.