Ырăлăх, чун ăшши парнелекенсем
24 May, 2016 | Хыпар | Сывлăх | Хÿтлĕх

Вĕсем йывăрлăха лекнĕ çыннăн ыйтăвне социаллă ĕçченсем пек кăна мар, психолог, педагог, юрист, социолог, медик пулса та уçăмлатмашкăн май тупма пултарни, професси ĕçĕ-хĕлĕнче çаврăнăçулăх кăтартни обществăри кăткăслăха çемçетме, вун-вун çыннăн чĕринче шанчăк хĕлхемне вăй илме пулăшать.

Сĕнÿ-канаш ыйтаççĕ

Аслă ăру çыннисемпе инвалидсен вăхăтлăх пурăнмалли çурчĕ Красноармейски районĕнче иккĕ, вĕсем халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр тытăмне кĕреççĕ. Чатукасси ялĕнчи учреждение уçнăранпа кăçалхи юпа уйăхĕнче 15 çул çитет. Хальхи вăхăтра унта 26 мучипе кинемей /вĕсенчен 12-шĕ — сусăр/ тăван кил ăшшине тупнă. Ватлăх кунĕсене йĕркеллĕ ирттермешкĕн тивĕçлĕ условисем туса панă: пÿлĕмсенче хăтлă та çутă, сĕтел çинчен шăл çемми апат татăлмасть, сиплевçĕсем те юнашарах. Кăмăл пур-тăк телекăларăм курма е хаçат-журнал вулама, алă ĕçĕнче чун киленĕçне шырама пултараççĕ.

Станислав Матвеев директор пĕлтернĕ тăрăх — патшалăх учрежденийĕ хăй хÿттине илнисенчен чылайăшĕшĕн кунти пурнăç çăтмахринчен кая мар. Тĕрĕссипе, ватлăхра тĕрлĕ сăлтавпа — пĕрисене çемье çавăрма пÿрмен, иккĕмĕшĕсен ывăл-хĕрĕ тĕнче тăрăх саланнă, виççĕмĕшĕсен ачи-пăчи этем картинчен тухнипе ашшĕ-амăшне кăна мар, хăйсене те тăрантарса-пăхса пурăнаймасть — пĕчченлĕхре юлнăскерсене кун-çула тытса пыма çăмăл пулнă тетĕр-и? Вак-тĕвекшĕнех ют çын куçĕнчен пăхма тивнĕ май уйăхсерен пенсие тивĕçни те кун пек чухне çăлăнăç кÿмест. Социаллă учрежденире хăйсене ятăн кĕтес тупни ун пеккисемшĕн — чăн-чăн телей. Чуна уçса калаçмашкăн кÿршĕсем пур. Унсăр пуçне хăйсенчен чылай çамрăккине пăхмасăр, социаллă ĕçченсенчен сĕнÿ-канаш час-часах ыйтаççĕ вĕсем.

«Аслă ăру çыннисен пурнăçне канлĕ тумашкăн куллен тăрăшатпăр, — тет Станислав Николаевич. — Кунта инвалидсем те пуррине тĕпе хурса пандуссем лартрăмăр. Территорие тирпей-илем кĕртрĕмĕр. Пÿлĕмсене юсарăмăр, пушар хăрушсăрлăхĕ ыйтнипе килĕшÿллĕн электро- тата хутса ăшăтакан хатĕрсене çĕннисемпе улăштартăмăр, вут-çулăм тухнине çийĕнчех систерекен автоматсем вырнаçтартăмăр».

Карайри вăхăтлăх пурăнмалли çуртра хальхи вăхăтра 10 çын тĕпленнĕ. Ольга Федотова директор пĕлтернĕ тăрăх — аслă ăру çыннисене канлĕ те хăтлă условисемпе тивĕçтерес тĕллевпе унта та пÿлĕмсене çĕнетсе улăштарнă, çурта кĕнĕ çĕрте пандус, коридорта карлăксем вырнаçтарнă, душ кабини лартнă, картишне тирпей-илем кĕртнĕ.

Йывăр шăпаллисене ятран пулăшаççĕ

Центрăн киле пырса пулăшакан уйрăмĕн социаллă ĕçченĕсем пирки аслă ăру çыннисем ыррине кăна калаççĕ. Вунвиççĕн вĕсем, 80 çултан иртнĕ, хăйсем тĕллĕн пурнăçа тытса пыма кансĕр тата сусăр ватăсене, 83 çынна, хăйсен хÿттине илнĕскерсем: апат-çимĕç, сиплев хатĕрĕсем туянса параççĕ, кил-тĕрĕшри ĕçсене пурнăçлаççĕ, кирлĕ-тĕк тухтăрсене чĕнеççĕ.

Жанна Киселева ертсе пыракан васкавлă социаллă пулăшупа тивĕçтерекен уйрăмăн ĕçĕ-хĕлĕ те курăмлă. Асăннă тытăмăн тивĕçĕ нумай енлĕ. Йывăрлăха лекнĕ çынсене, çав шутра çул çитмен сусăрсене, тăнăçсăр çемьесенче çитĕнекенсене, хÿтте илеççĕ: вĕсен заявленийĕсене е медицина, вĕренÿ е социаллă тытăма кĕмен ытти учреждени пĕлтернине тĕпе хурса вĕри апатпа, çимĕç пуххипе, тумпа, атă-пушмакпа тата куллен кирлĕ япалапа тÿлевсĕр тивĕçтереççĕ, вăхăтлăх кĕтес тупса параççĕ, ирĕкĕсене хÿтĕлемешкĕн юридици, психологи тата ытти пулăшăва илмешкĕн май туса параççĕ.

Аслă Çĕнтерÿ 71 çул тултарнине кĕтсе илме хатĕрленнĕ май Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ветерансен, вĕсен тăлăха юлнă арăмĕсен пурнăçпа йăла условийĕсене тĕрĕслерĕç унăн специалисчĕсем.

Кăçалхи пĕрремĕш кварталта уйрăм 500 тĕрлĕ пулăшупа 465 çынна — аслă ăрурисене, сусăр ачасене, вăрçă инваличĕсене, тыл ĕçченĕсене, социаллăх тĕлĕшĕнчен тăнăçсăр шутланакансене, тăлăх арăмсене, тулли мар тата теветкеллĕ çемьесене — тивĕçтернĕ.

Çул çитменнисем тĕлĕшпе уйрăмах тимлĕ социаллă ĕçченсем, вĕсен пурнăçĕпе, йăла условийĕсемпе интересленсех тăраççĕ /сăмах май, асăннă тапхăрта хÿтлĕх органĕсемпе учрежденийĕсенче тулли мар çемьери пĕр ачана шута илнĕ, хальхи вăхăтра 29 çемьере çитĕнекен 61 ача шутра тăрать/, вĕсем валли тĕрлĕ мероприяти хатĕрлеççĕ. Тĕслĕхрен, ача-пăча библиотекипе пĕрле йĕркеленĕ «Ăста алăсем» кружок тăварлă чустаран тĕрлĕ кÿлепе тума юратакансене пĕрлештерет. Тивĕçлĕ канăва тухнă ветерансем Надежда Ивановăпа Любовь Волкова çул çитмен çамрăксене тĕрлĕ хутран, синтетика хăюран карçинкка çыхма хăнăхтараççĕ. Ачасен алĕçĕсенчен йĕркеленĕ куравсене çÿрекен йышлă. Çĕнтерÿçĕсене тантăшĕсен умĕнче чыслани çамрăк ăстасене пултарулăха ÿстермешкĕн хавхалантарать кăна.

Васкавлă социаллă пулăшу уйрăмĕн тепĕр туртăмĕ — сахал тупăшлă çемьесенче çитĕнекенсене пулăшас тĕллевпе вĕренÿ çулĕ пуçланас тата Çĕнĕ çул умĕн ирттерекен ыркăмăллăх акцийĕсем. Сăваплă юхăма районта пурăнакансенчен чылайăшĕ чун ыйтнипе хутшăнать: шкул хатĕрĕсем, уяв кучченеçĕ пырса парать. Кун пек чухне социаллă ĕçченсем хăйсем те йывăр шăпаллă ачасене савăнăç кÿмешкĕн сумлă тÿпе хываççĕ.

Умра — çуллахи каникул. Хăйсен хÿттинчи çул çитмен çамрăксем ăна усăллă ирттересси иккĕлентермест: чылайăшĕ шкулта ĕçпе канăва черетлентерĕ, республикăри лагерьсенче сывлăха тĕрекленекенсем те йышлă пулĕç — ашшĕ-амăшĕн шухăшне тĕпе хурса çывăхри учрежденисене суйласа путевкăсене туянмашкăн саккас панă ĕнтĕ.

Аслă ăру çыннисен кун-çулне çĕнĕ варкăш кĕртес тĕллевпе социаллă пулăшу уйрăмĕ Чатукассинчи ветерансен çуртĕнче кинотерапи ирттерет: Интернетран кинемейсемпе мучисем кăмăллакан фильмсене уçласа илсе экран çине кăларать. Алĕçне кăмăллакансен ушкăнĕнче карçинкка, йăлара кирлĕ япаласем çыхма, тĕрлĕ япала ăсталама хăнăхтарни аслă ăру çыннисен пÿрнисене хытма памасть. Хускану пурнăç тăсăмĕ пулнине яланах асра тытаççĕ социаллă ĕçченсем, хăйсем те лара-тăра пĕлмеççĕ, ветерансене те сÿрĕкленме памаççĕ.

 

Валентина СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.