Ака-суха пултаруллисене килĕштерет

24 Çу, 2016

Иртнĕ эрнере Вăрнар районĕнчи «Санары» агрофирма пире хĕрÿ ĕç шавĕпе кĕтсе илчĕ: хуçалăхра çĕрулми лартаççĕ. Роберт Петров ертÿçĕ пĕлтернĕ тăрăх — кăçал «иккĕмĕш çăкăр» валли 85 гектар ытла лаптăк уйăрнă. Кунта «Гала», «Белороза», «Ред Соня», «Невский» сортсене килĕштереççĕ.

Çурхи пĕр кун хĕлĕпе тăрантарать тенĕ. Çакна асра тытса çĕр ĕçченĕ кашни самантпа тухăçлă уса курма тăрăшать. Çĕрулми лартакан агрегатпа ĕçлекен Владимир Крипчаков тракторист тата Сергей Федоровпа Раиса Федорова ирех ĕçе кÿлĕнеççĕ. Уяр çанталăкпа туллин усă курасшăн вĕсем. Трактор хыççăн выртса юлакан тикĕс кассене курма питех те кăмăллă. Вадим Николаев хире вăрлăх турттарать. Çĕрулми управĕнче вăрлăх хатĕрлекенсем те тăрăшса ĕçлеççĕ. Хĕрÿ тапхăрта хуçалăх ĕçне кÿршĕ ялсенче пурăнакансене те явăçтараççĕ.

Çурхи тата кĕрхи ĕççи вăхăтĕнче «Санары» хуçалăхра столовăй уçăлать. Оксана Давыдова тата Зоя Федорова поварсем хĕрÿ тапхăрта икĕ хутчен апат пĕçереççĕ. Хирте ĕçлекенсем патне те вĕри апат ăсатаççĕ.

Паллах, кирек епле ĕç тухăçлăхĕ те ертÿçĕ ăсталăхĕнчен нумай килет. Ĕç-хĕле йĕркелеме пĕлни, çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пултарни... Роберт Петров ертÿçĕ пулса вунвиççĕмĕш çул çураки ирттерет. Çĕр çыннишĕн хĕрÿ тапхăрта вăл хăй те хиртен кĕме пĕлмест. Ял хуçалăхĕнче нумай çул ĕçлесе пуян опыт пухнă специалист вăл. Çĕр ĕçне те лайăх пĕлет, çынсене ĕçлеттерме те пултарать. Роберт Игнатьевич ăнăçлă ертсе пынипе хуçалăх районта кăна мар, республикăра та пысăк хисепе тивĕçнĕ.

И.СЕРГЕЕВА.

 

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.