Çĕмĕрле районĕнче, Мисчĕ çывăхĕнче…

24 Çу, 2016

20 çул каялла, 1996 çулхи çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче, Чăваш Енре республика историйĕнчи чи пысăк техногенлă аварисенчен пĕри — Çĕмĕрле районĕнчи Мисчĕ поселокĕ çывăхĕнчи чукун çул разъездĕнчи инкек — пулнă. Çав кун ирхи 7 сехетре тиев составĕ чукун çул рельсĕсенчен тухса кайнă: 24 вакунран 14-шĕнче дизель топливи, 3-шĕнче фенол пулнă.

«Сиенленнĕ цистернăсенчен вуншар тонна наркăмăшлă фенол юхса тухнă, проводсем татăлнăран вăл тÿрех çунма пуçланă. Пĕрремĕш пушар подразделенийĕсем çитнĕ çĕре инкек вырăнĕнче вут-çулăм алхаснă, çăра тĕтĕм йăсăрланнăран нимĕн те курăнман. «Хĕрлĕ автан» чукун çул çумĕнчи вăрман çине сикнĕ. Инкек вырăнне Чăваш Енĕн пĕтĕм кĕтесĕнчи пушар расчечĕсем килме тытăннă. Вут-çулăмпа кĕрешекенсем ĕçе пĕлсе те оперативлă йĕркеленĕрен çеç çак синкер пĕтĕм Чăваш Еншĕн тата юнашарти регионсемшĕн экологи катастрофине çаврăнман», — каласа кăтартрĕç Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пресс-службинче.

Пысăк пĕлтерĕшлĕ çав ĕçе хутшăннă çăлавçă ликвидаторсем çак кунсенче Шупашкарти пушара хирĕçле пропаганда центрĕнче пухăнчĕç, иртнĕ кунсене аса илчĕç. «Калинино патне çитсенех 100-150 метр çÿллĕш тĕтĕме асăрхарăмăр. Мисчĕ станцийĕ çывăхĕнче мĕнлерех хăрушă ÿкерчĕк хуçаланнине сăмахпа каласа кăтартма та май çук: çĕр çунать, вăрман çунать, шыв та çунать. Пире синкерпе кĕрешме Чулхуларан килнĕ отряд пулăшрĕ, кăштахран Ульяновскран, Мари Элтан çитрĕç. Çапла пурте пĕрле кар тăрса ĕçлерĕмĕр. Çулăма 8 сехетрен тин çĕнтерме май килчĕ, çапах çунакан шĕвек юлашкисем татах та татах хыпса илчĕç, çавна май цистернăсене каçхи 11 сехетченех шыв сапса сивĕтмелле пулчĕ», — каласа кăтартрĕ авари сиенне пĕтерме хутшăннă Виктор Дунчик, ун чухне ЧР ШĔМĕн пушарпа кĕрешекен патшалăх службин управленийĕн /УГПС/ пушар сÿнтерекен службин пуçлăхĕн заместителĕ пулнăскер.

Мероприятие килнисене тĕп управлени пуçлăхĕ Станислав Антонов генерал-майор 20 çул каяллахи паттăрла ĕçшĕн тав турĕ, вĕсем Чернобыль АЭСĕнчи радиаци катастрофин ликвидаторĕсем пекех хăйсен сывлăхĕпе пурнăçне хĕрхенмесĕр синкерпе кĕрешнине палăртрĕ. «Сире те ликвидаторсем теме пулать, эсир республика шайĕнчи аварие сирнĕ, вут-çулăмпа нимĕн хăрамасăр тата иккĕленмесĕр кĕрешнĕ. Пушарнăйсем вут-çулăм çулне пÿлес тесе яланхи пекех малти позицисенче тăнă, хăйсем наркăмăшланасран та хăраман. Вĕсем хăйсене мĕн кĕтнине ăнланнă, çапах тивĕçне таса чунран пурнăçланă, чи малтан ыттисен сывлăхĕпе пурнăçне çăлса хăварас тенĕ», — пухăннисене курма хавассине палăртнă май калаçăва тăсрĕ Станислав Юрьевич.

Пушарнăйсем экологи катастрофине сирес ĕçре чăнласах та пысăк ăсталăх кăтартнă. Хÿтĕлев хатĕрĕсемпе ĕçленĕ пулин те çăлав службин 105 ĕçченĕн сывлăхĕ сиенленнĕ. “Пирĕн организмра хими наркăмăшĕ пуррине медицина тĕрĕслевĕ кăтартса пачĕ», — иртнине куçĕ умне кăларчĕ 23-мĕш пушар чаçĕн пуçлăхĕ пулнă Борис Иванов. Раççей Президенчĕн ятарлă указĕпе килĕшÿллĕн Мисчĕ аварийĕн 19 ликвидаторне патшалăх наградисемпе чысланă. 5-шĕ — Паттăрлăх орденне, 13-шĕ «Хăюлăхшăн» медале тивĕçнĕ. УГПС пуçлăхне Валерий Смирнова çĕршыв ертÿлĕхĕ II степень «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе наградăланă.

Мисчĕ станцийĕнчи инкеке сирме хутшăннисене тĕлпулура Станислав Антонов тата Пĕтĕм Раççейри ирĕклĕ пушар обществин /ВДПО/ Чăваш Енри уйрăмĕн председателĕ Светлана Сергеева ВДПО Тĕп канашĕн Хисеп хутне парса чысларĕç.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.