Чăваш сăмахлăхĕн те черечĕ çиттĕрех

24 Çу, 2016

Кăçал çĕршывра Вырăс сăмахлăхĕн обществине чĕртсе тăратрĕç. Раççей Президенчĕ Владимир Путин сĕннипе çак обществăна ертсе пыма Кирилл Патриарх килĕшрĕ. Ку таранччен вырăс чĕлхипе литературине мĕнле вĕрентмеллине Вĕренÿ министерстви хăй кăна татса панă. Халĕ ĕнтĕ ку ĕçе Сăмахлăх обществи те хутшăнать.

Малтан общество экспертсен ушкăнне йĕркелет. Çак ушкăн тунă пĕтĕмлетÿсене халăхпа сÿтсе яваççĕ те ÿлĕмрен тумалли ĕçсен тата паян татса памалли ыйтусен планне хатĕрлеççĕ. Пирĕн республикăра хальлĕхе чăваш сăмахлăхне упрас тата аталантарас тĕлĕшпе ĕçлекен нимĕнле тытăм та çук. Вырăс сăмахлăхĕн обществи пире те хавхалантарса ятăрах.

Чăваш патшалăхĕнче чăваш чĕлхине, вăл патшалăх чĕлхиех пулсан та, пур енчен те хĕстереççĕ.

Пĕлтĕр Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнă ятпа телекурав вăрçă фильмĕсене кăтартсах тăчĕ. Вĕсене пăхнисем çакнашкал эпизода астуса юлнах ĕнтĕ. Нимĕçе тыткăна илнĕ. Пирĕн офицер ăна тĕпчеме тытăнать. Офицерĕ — нимĕçле, нимĕçĕ вырăсла пĕлмеççĕ. Тăлмачă тытма тивет. Шăп çав эпизода аса илтереççĕ «Радио России — Чувашия» радиоканал передачисем. Ирхине 6 сехет те 10 минутра пĕр дикторĕ «Чăваш Республикин тĕп хули Шупашкар калаçать», — тет те тепĕр диктор ăна вырăсла куçарать. Ку апла пулмалла мар тесе никама каласа ĕнентерме çук. Чăвашăн кăна мар, вырăспа тутарăн та, ирçепе çармăсăн та вăхăт пĕлмелле, çанталăк мĕнлине илтмелле иккен. Çавăнпа тăлмачă тытаççĕ иккен. «Кам тыткăна илнĕ вара чăваша?» — тесе ыйтсан пăрăнса каяççĕ. Пире никам та тыткăна илмен. Чăвашсем Раççейри ытти халăхран маларах хăйсен ирĕкĕпе Раççей патшалăхне кĕнĕ. Нимĕнле условисĕр-мĕнсĕрех. Хăйĕн тĕнне, хăйĕн культурине, хăйĕн чĕлхине сутман, пăрахман, улăштарман.

Раççей телеканалĕпе чăвашла юлашки хыпарсене кăтартаççĕ. Чипер çĕртенех вырăсла сюжет кĕртсе лартрĕç. Передача вĕçĕнче диктор ыранхи çанталăк мĕнле пулассине пĕлтерчĕ те телекуравçăсене ырăпа çÿреме сунчĕ. Хăй вара çанталăк спонсорне вырăсла рекламăлама пуçларĕ. Тепĕр каналпа та чăвашла передача пырать. Кунта вара ертсе пыраканĕ чăвашлах калаçать, чăвашлах ыйтусем парать. Хăнисем ăна вырăсла хуравлаççĕ. Ку чăвашла-вырăсла передачăсем Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Г.Архипов Патшалăх Канашĕнче чăвашла калаçнă хыççăн хускалнă харкашуран пуçланчĕ. Ун чухне Архипова преступник вырăннех хучĕç. Мĕн кăна каласа вăрçмарĕç ăна. Патшалăх Канашĕн ун чухнехи председателĕ М.Михайловский «Чăваш Республикинче чăваш чĕлхи пĕрремĕш патшалăх чĕлхи пулса тăрать», — тени вара хăшĕ-пĕрне уртарсах ячĕ. Тăван чĕлхе хутне кĕрсе калаçакансене экстремистсем теме тытăнчĕç.

Патшалăх радиоканалĕ республика валли уйăрнă вăхăтăн 20 проценчĕ кăна чăвашла передачăсене тивĕçет иккен. Халăхĕсем хăйсем пĕр тан праваллă пулсан вĕсен чĕлхисем те пĕр пек праваллă пулмалла. Чăвашла передачăсем чăвашла кăна пулмалла. Вĕсен вăхăтĕнчи пĕлтерÿсемпе рекламăна та чăвашла кăна памалла. Вырăсла передачăсен вăхăтĕнче пурте вырăсла кăна пулмалла.

Пирĕн ăру: «Канашран иртсен чăваш чĕлхи кирлĕ мар», — тенине илтсе ÿснĕ. Эпир çакна шкулта вырăс чĕлхине те тĕплĕн вĕрен тенĕ пек ăнланнă. Эпир ăру ятне яман. Чăвашла та, вырăсла тĕрĕс калаçма та тĕрĕс çырма вĕреннĕ. Чылай чухне вырăс ачисенчен те тирпейлĕрех пулнă. Анчах пирте те «чувашизм» упранса юлайнă. Ку чăвашла шухăшлав пирте яланлăхах сыхланса юлнинчен килет.

Чăваш чĕлхипе вырăс чĕлхи, чăваш литературипе вырăс литератури ун чухне тĕп предметсен шутĕнчех пулнă. Вĕсене пĕр пекех тимлесе вĕреннĕ.

Хальхи ăрусем урăх сăмах илтсе ÿсеççĕ. «Аргументы и факты-Чувашия» хаçат Патшалăх Канашĕн пĕр депутачĕн сăмахĕсене цитатăланă: «Пурнăçра чăваш чĕлхи кирлех пулмасан эпĕ ăна ачасене вĕрентмесен те пултаратăп». Федераци Конституцийĕ пире пурне те тăван чĕлхепе усă курма, хутшăну, вĕренÿ чĕлхине суйлама ирĕк панă. Чăваш чĕлхи пирĕн республикăра патшалăх чĕлхи те пулса тăрать. Федераци Конституцийĕпе килĕшÿллĕн республикăн патшалăх чĕлхипе тата федерацин патшалăх чĕлхипе пĕр танах усă курмалла. Апла пулсан пĕр пекех вĕрентмелле те. Халĕ чăваш чĕлхине вĕрентнин ятне кăна тăваççĕ. Эпĕ ачасене тăван чĕлхене вĕрентмесен те пултаратăп текен депутатсене тÿрре кăларма ĕнтĕ Чăваш патшалăхĕн Конституцийĕнче «патшалăх» сăмаха хуратса хучĕç. Чăваш чĕлхи те патшалăх чĕлхи тесе калама никамăн та çăварĕ ан уçăлайтăр. Анчах федераци Конституцийĕнче çапла статья пур: «Республикăн /патшалăхăн/ хăйĕн Конституцийĕ тата саккунсем йышăнакан тытăм пур». Конституци те сыхланса юлнă, Патшалăх Канашĕ те ĕçлет, Чăваш патшалăх университечĕ те, Чăваш патшалăх академи драма театрĕ те пур.

Федераци Тĕп Саккунĕн йĕркисене пăсса тунă ĕçсене йăнăш та, çитменлĕх те теме çук. Вĕсемшĕн явапĕ пысăкрах пулмалла.

«Министерство культурипе ки­лĕштерсе ĕçлетпĕр» тени халь хăлхана ыраттарми пулнă. Хăнăхса çитнĕ эпир ăна. Министрсен хăйсен ĕç пÿлĕмĕсенче кăна мар, урамра та, кил-тĕрĕшре те илтсех тăратпăр. Радиохыпарлавпа телекурав чĕлхе тасалăхне уяма тахçанах пăрахнă. «Винегрет» чĕлхипе калаçакансем хăйсем каппайланма та именсе тăмаççĕ. «Аварийнăй домсенчи жилецсене вновь строить тăвакан домсене переселять тăватпăр», — текене мĕншĕн никам та каласа ăнлантармасть-ха? Ку чăваш чĕлхинчен мăшкăлланинчен те ытларах аслă та хăватлă чĕлхене пародилени пулса тăрать.

Хула урамĕпе пынă чухне хăш еннелле пăхсан та ик-виçĕ е ытларах сăмаха пĕрлештерсе тунă вăрăм сăмахсем тĕл пулаççĕ: Чувашкредитпромбанк, хлебокомбинат, Волганефтьхолдинг... Студент çулĕсенчен пуçласа паян кунчченех кун пекки чăваш чĕлхинче пулмалла мар тенине илтме тивет. Ăçтан тупăннă, кам шухăшласа кăларнă ку теорие? Ăна каласа ăнлантаракан çук. Пур чухне те пĕр сăмах «вăрăм» сăмахсене хирĕç калаçакансен: «Çук пирĕн чĕлхере хутлă сăмахсем». Вĕренÿ институтĕнче, гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче вырăн йышăнаççĕ. Акă хаçатра куç тĕлне пулнă пĕрремĕш предложени: «Ял хуçалăх академине вĕренме кĕнĕ». Çыраканĕ такам ял хуçалăх академине вĕренме кĕнине пĕлтересшĕн пулнă. Анчах ял хăй хуçалăх академине вĕренме кĕнĕ пек пулса тухнă. Çакнашкал пуçватмăшсем чăвашла хаçатсенче лăк тулли. Вулама кăмăл пĕтсе каять. Юлашки çулсенче таврăнар-ха йăлана кĕнĕ правилăсем патнех тесе кам кăна сĕнсе пăхмарĕ пулĕ. Шкулсенче уроксен расписанийĕпе юнашар патшалăх гимнĕсен сăмахĕсене вырăсла тата чăвашла çыпăçтара-çыпăçтара хунă. Вĕсенче «çĕршыв» сăмаха пĕрле çырнă. Шкул программи ăна уйрăм çырма вĕрентет. «Хыпар» хаçат та ăна пĕрле çырчĕ. Ку учительсене канăç памарĕ. Вăл шутра В.Цыфаркина та. Вăл «Хыпар» редакцине çырса янă. Вара «Хыпар» ку сăмаха дефиспа çырма тытăнчĕ. Çакă та чылайăшне тивĕçтермерĕ. Дефиспа çырнă «çĕр-шыв» окрестность тенине кăна пĕлтерет: «Юр кайса пĕтрĕ, анчах çĕр-шыв типеймен-ха».

Черетлĕ тепĕр тавлашу пуç­ланса кайрĕ. «Хыпар» уйрăм çырмалла текенсен статйисене кăна пичетлерĕ. Пĕрле çырмалла текенсене «Тăван Атăл» сăмах пачĕ. «Çавра сĕтел» хушшинче вĕсем те, кусем те пулчĕç. Анчах патшалăх тытăмĕсенче вырăн йышăннă чĕлхе «реформаторĕсем» «çавра сĕтел» пĕтĕмлетĕвĕсене çул памарĕç. Çав пĕтĕмлетÿсем пичет çурчĕн конференц-залĕнчех йăмрĕç.

Халăх академикĕсемпе ваттисен хуралĕн хастарĕсем хăйсен пĕрлехи анлă ларăвне ирттерчĕç. Ку хутĕнче унăн пĕтĕмлетĕвĕсене саккунсем йышăнакансем патне — Патшалăх Канашне — çитерме «Республика» хаçатăн редакторĕ Л.Филиппова пулăшрĕ. Тинех вырăнтан хускалтăмăр тесе хавхалансах кайнăччĕ. Анчах пирĕн депутатсем çав «реформăсемпе» пĕр чĕлхеллĕ пулнине эпир пĕлмен. Пирĕн пĕтĕмлетÿсене Патшалăх Канашĕ экспертсем тесе чĕлхе «реформаторĕсенех» ярса панă. Лешсем мĕн тумаллине лайăх пĕлеççĕ. Ку таранччен пĕр пуçарăва кăна пăчлантарман.

Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн тĕслĕхĕпе пирĕн республика Пуçлăхĕн те наци лидерĕ пулмалла. Чĕлхе нацин чи пĕлтерĕшлĕ палли пулса тăрать. Унăн чĕлхе нушисене хăйĕн нуши вырăннех хумалла. Республикăн пĕрремĕш Президенчĕ те чăваш чĕлхипе туслах марччĕ. Шăпах ун вăхăтĕнче республика Конституцийĕнчен Чăваш Республикин Президенчĕн чăваш чĕлхине пĕлмелле тенине кăларса пăрахрĕç.

Юлашки çулсенче вырăс чĕлхине те сахал мар лăскарĕç. ППЭ вăй илсен шкулсенче сочинени çыртарса экзамен тыттарма пăрахрĕç. Путин тавăрттарчĕ ăна. Вырăс чĕлхипе литературине вĕрентмелли сехетсене хушмалла тесе Путин асăрхаттарсах тăрать. Пире те халь республика Пуçлăхĕн татăклă сăмахĕ кирлĕ. Тутăрччĕ вăл хăйĕн указĕпе «реформаторсене» пăхăнман орфографи комиссийĕ. Вăл тĕрĕс правилăсем хатĕрлетĕрччĕ. Ку вăрăма пымалли кăткăс ĕç мар. Йăлана кĕнĕ орфографи правилисем упранаççĕ-ха. Вĕсене паянхи куçпа тишкерсе тухмалла кăна. Çак правилăсене Патшалăх Канашĕн çирĕплетсе саккун вăйĕ памалла та ĕçе кĕртмелле. Урăхран «реформаторсен» хурри ан пултăр вăл.

Патша Раççейне эпир халăхсен тĕрми теме хăнăхнă. Путин çакна тĕрĕс мар тесе çирĕплетет. Иккен патша влаçĕ вăхăтĕнче сахал йышлă пĕр халăх та пĕтмен, йĕрсĕр çухалман. Унпа килĕшмесĕр тăма çук. Çамрăк Иван Яковлева чăваш шкулĕ уçма ирĕк пани хăех патша Раççейĕ халăхсен тĕрми пулманни çинчен калать. Паянхи Раççей патшалăхĕн те сахал йышлă халăхсене ирĕксĕрлесе вырăслантарас политика çук. Раççей Президенчĕ çумĕнчи Вырăс чĕлхин канашĕн те. «Вырăс чĕлхин» ятлă пулсан та, наци чĕлхисене упрас тата аталантарас тĕлĕшпе ĕçлемелле. Чăваш сăмахлăхĕн те черечĕ çиттĕрех.

Денис ГОРДЕЕВ,

Чăваш халăх писателĕ

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.