ÇИРĔК ЙĔКЕЛНЕ ТИПĔТЕÇÇĔ
Çирĕкĕн /ольха/ типĕтнĕ йĕкелĕ вар-хырăмпа пыршăлăх аптратсан питĕ усăллă. Темиçе рецептпа паллаштаратпăр.
Хырăмлăхпа вуник пумăклă пыршă язви. Типĕ çак чĕртавара пĕр виçепе илсе хутăштармалла: хура çирĕк йĕкелĕ, шăпăр курăкĕн /алтей лекарственный/ тымарĕ, кушак курăкĕн /валериана/ тымарĕ, пылак тымар /корень солодки/, анăс курăкĕн /девясил/ тымарĕ, календула чечекĕ, лачака тип курăкĕ /сушеница топяная/, шур тăрăллă хыт курăк /тысячелистник/, йĕтĕн вăрри, хура çырла /черника/. 1 апат кашăкĕ пухха термосри тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла. Сивĕнсен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апатчен çур сехет маларах чĕрĕкшер стакан ĕçмелле. Курс — сывлăх лайăхланиччен.
Антибиотиксемпе сипленнĕ хыççăн дисбактериоз, варвитти аптратсан. Вĕтетнĕ типĕ 2 апат кашăкĕ çирĕк йĕкелне 1 стакан шыва ямалла, 15 минут вĕретмелле. Илсен 45 минутран сăрăхтармалла, тĕпĕнчине пăчăртаса юхтармалла, малтанхи калăпăшне çитерме вĕренĕ шыв хушмалла. Кунне 3 хут апатчен 30 минут маларах çуршар стакан ĕçмелле. Курс — сывлăх лайăхланиччен.
Колит вĕрĕлсен. Вĕтетнĕ типĕ 1-ер чей кашăкĕ çирĕк йĕкелĕпе юман хуппине хутăштармалла, термосри тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. Термоспа шĕвек сивĕничченех лартмалла. Сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апатчен çур сехет маларах 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле. Курс — сывлăх лайăхланиччен.
Варвитти аптратсан. Вĕтетнĕ типĕ 2 апат кашăкĕ çирĕк йĕкелне 1,5 литр шыва ямалла, 5 минут вĕретмелле. Сивĕнсен сăрăхтармалла. Шĕвеке тăватă пая уйăрса пĕр кунра ĕçсе ямалла. Курс — сывлăх лайăхланиччен.
Вар-хырăм çулĕ шыçсан. Вĕтетнĕ типĕ çур стакан çирĕк йĕкелне çур литр шыва ямалла, вĕрекен шыв мунчинче çур сехет лартмалла. Сивĕнсен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апат умĕн 3-шер апат кашăкĕ ĕçмелле. Курс — 2 эрне. Икĕ эрне тăхтанă хыççăн тата 2 эрне ĕçмелле. Çак йĕркепе сывлăх лайăхланичченех сипленмелле.
Шута илĕр: ача кĕтекен, кăкăр ĕмĕртекен хĕрарăмсене, аллергиллĕ çынсене юрамасть.
Апат анассине лайăхлатма. Вĕтетнĕ типĕ 6-7 çирĕк йĕкелне, вĕтетнĕ типĕ 2 апат кашăкĕ шăнăр курăкĕн /подорожник/ çулçине çур литр шурă эрехе ямалла, 1 эрнерен сăрăхтармалла. Настойкăна кунне 3 хут апат умĕн 1-ер чей кашăкĕ ĕçмелле. Курс — аппетит лайăхланиччен.
Комментари хушас