Archive - Пуш 2016
март 10th
«Çамрăксен хаçачĕн» йĕкĕчĕ
«Хыпар» 31 (26941) №. 10.03.2016
Кун йĕркинче - çывхаракан çураки
Хула яла парăнтарасшăн
- Эпир çитĕннĕ чух ялта халăх хĕвĕшетчĕ кăна. Тракторĕ-грузовикĕ унталла-кунталла куматчĕ. Урамра-çырмара ача сасси татăлман: хĕлле йĕлтĕрпе-конькипе ярăнаттăмăр, çулла шывран тухма пĕлмен. Халь яла каятăп та - шăпах. Урампа ăнсăртран пĕрре çын утса иртет. Колхоз та леш тĕнчене ăсаннă - пирĕн ялти пĕрлехи хуçалăх пĕтнĕ иккен... Шкула та хупма пултараççĕ тесе калаçкалаççĕ. Пирĕн пысăк мар касра кăна, ятарласа шутларăм, икĕ теçеткене яхăн кил хупăннă. Ачасем те çук - тулта вылямаççĕ, ăшă пÿртсенче телевизор-компьютер умĕнче лараççĕ пулинех...
Эпир - малтисен йышĕнче, е Аван хаклав татах туртăнма хистет
Бизнес-пĕрлĕх: «Тупăшу шайĕ пысăк!»
Кил хуçалăхĕсенче ĕне-выльăх сахалланать
ЧР Министрсен Кабинечĕн 2014 çулхи раштавăн 31-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн экономикăшăн тата социаллă пурнăçшăн пĕлтерĕшлĕ пысăк организацисен 2015 çулти йышне çирĕплетнĕ.
“Хĕрлĕ парăс” халĕ те тыткăнлать
Марина Федорова Çĕнĕ Шупашкарти 17-мĕш шкулта ачасене хими вĕрентет. Ăна пула хĕрĕ Татьяна пĕчĕклех илемлĕ литературăпа çывăх туслашнă.
Марина Николаевна пĕртен-пĕр тĕпренчĕкĕ тĕрлĕ енлĕ аталанса ăслă-тăнлă çитĕнтĕр тесе укçа-тенкĕ шеллемен: мĕн кирлине йăлтах туяннă. Пĕррехинче пĕчĕкскерĕн аллине Александр Гринăн «Хĕрлĕ парăс» кĕнеки лекнĕ. Ăна вăл сĕтел хушшине пĕрре ларсах вуласа тухнă. Ассоль ĕмĕчĕ пурнăçа кĕнишĕн чунтан савăннă. Çав кунран пуçласа хăй те ĕмĕтленме тытăннă.