Комментари хушас

10 Пуш, 2016

Кун йĕркинче - çывхаракан çураки

Пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев видеоконференци мелĕпе районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе канашлу ирттернĕ.

Регион ертÿçи мĕнпур районпа хулара депутатсен пухăвĕсем иртнĕ май иртнĕ çула пĕтĕмлетни, кăçалхи тĕллевсене палăртни çинчен каланă. «Районсенче лару-тăру тĕрлĕ. Чылай çĕрте çынсем тупăш чакнине, хаксем ÿснине палăртаççĕ. Хăшпĕр район пуçлăхĕсем халăх тупăшĕ пĕчĕкленнине йышăнасшăн мар. Çынсене тĕрĕссине каламалла, бюджет сферинчи ĕç укçи экономикăри лару-тăрупа çыхăннине ăнлантармалла. Экономика çĕкленĕ те - ĕç укçи те пысăкланĕ», - тенĕ Михаил Васильевич.

Канашлăва хутшăннисем çуракине мĕнле хатĕрленнине сÿтсе явнă. ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов республикăра çурхи ĕçсене мĕнлерех хатĕрленнипе паллаштарнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх - кăçал 580 пин гектар çинче тырпул çитĕнтермелле. Михаил Игнатьев республикăра ял хуçалăхне патшалăх енчен пысăк пулăшу кÿнине аса илтернĕ. Ун валли кăçал уйăракан укçа виçи пĕлтĕрхинчен 10: пысăкрах пулать, пĕтĕмпе 2,3 млрд ытла тенкĕпе танлашмалла. Чăваш Ен Пуçлăхĕ районсем акмалли лаптăксене пĕлтĕрхи шайрах хăварнипе кăмăлсăрланнă. «Усă курман çĕрсене çаврăнăша мĕнле кĕртесшĕн? Уйрăм районсенче çавнашкал лаптăксем 7 пин гектар таранах. Ку вара - муниципалитет бюджетне пуянлатмалли тĕп ресурс», - тенĕ вăл.

Ял хуçалăх министерствин кăтартăвĕсем тăрăх - кĕрхи тĕштырă культурисене, выльăх апачĕлĕх курăксене республикăра 82,5 пин гектар акса хăварнă, кĕрхи çĕртме 195 пин гектар çинче пурнăçланă. Çураки валли вăрлăх çителĕклĕ. Минерал удобренийĕсене илес-тĕк - çураки валли вĕсем 20 пин тонна кирлĕ. Темиçе районти хуçалăхсем имçам кÿрес енĕпе çителĕксĕр ĕçлеççĕ.

Çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ Сергей Павлов çурхи ейÿ тапхăрне хатĕрленсе пурнăçлакан ĕçсемпе паллаштарнă. Асăннă тапхăрта Сăр тата Çавал тăрăхĕсенче шыв илес хăрушлăх пысăк. Улатăр районĕнче те сыхлăх кирлĕ. Çавна май Чăваш Енре 300 пĕве халĕ те хуçасăрри пăшăрхантарать. Михаил Игнатьев муниципалитетсен влаçĕсене территорисене, çурт-йĕре шыв илесрен сыхланмалли мĕнпур мероприятие пурнăçлама, хуçасăр гидротехника сооруженийĕсен харпăрлăх правине регистрацилессине вĕçлеме чĕнсе каланă.

Канашлура çавăн пекех тăлăх ачасене çемьесене вырнаçтарас ыйтăва сÿтсе явнă. Вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов пĕлтернĕ тăрăх - 2015 çул вĕçленнĕ тĕле республикăра тăлăх 351 ачана тупса палăртнă. Министр районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсене çемьесенчи йĕркеллĕ лару-тăрăва тивĕçтерес тĕлĕшпе профилактика ĕçне пурнăçламаллине аса илтернĕ. Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Вячеслав Рафинов Канаш тата Муркаш районĕсенче тăлăхсен прависене пăснă тĕслĕхсем пирки пĕлтернĕ.

Юлашкинчен Михаил Игнатьев Виктор Кочеткова ЧР Патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕн ертÿçин должноçне уйăрса лартасси çинчен калакан указа алă пусни пирки пĕлтернĕ, инспекцин полномочисем пысăккине палăртнă май «саккуна пăснă тĕслĕхсене тупса палăртма, должноçри çынсене явап тыттарма - хаяр пулма» сĕннĕ.

Е.ЯКОВЛЕВ

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.