Хула яла парăнтарасшăн

10 Пуш, 2016

- Эпир çитĕннĕ чух ялта халăх хĕвĕшетчĕ кăна. Тракторĕ-грузовикĕ унталла-кунталла куматчĕ. Урамра-çырмара ача сасси татăлман: хĕлле йĕлтĕрпе-конькипе ярăнаттăмăр, çулла шывран тухма пĕлмен. Халь яла каятăп та - шăпах. Урампа ăнсăртран пĕрре çын утса иртет. Колхоз та леш тĕнчене ăсаннă - пирĕн ялти пĕрлехи хуçалăх пĕтнĕ иккен... Шкула та хупма пултараççĕ тесе калаçкалаççĕ. Пирĕн пысăк мар касра кăна, ятарласа шутларăм, икĕ теçеткене яхăн кил хупăннă. Ачасем те çук - тулта вылямаççĕ, ăшă пÿртсенче телевизор-компьютер умĕнче лараççĕ пулинех... - пăшăрханса каласа парать пĕлĕшĕм.

Паллах, çакнашкал ÿкерчĕк республикăри кашни ялшăн кăтартуллă мар, çапах, йышăнмах тивет, ун пеккисем те нумай. Тахçан тĕрлĕ выльăхпа тулли пулнă фермăсемпе комплекссен, техника паркĕсен юхăннă юлашкисем, кăшкарĕсем, пушă хуралтăсем... Вăрçă кĕрлесе-аркатса иртнĕ тейĕн. Унччен ял урамĕнче çерем те шăтса-ешерсе ĕлкĕреймен, паян çÿллĕ курăк ашкăрать. Кунашкаллине кашни районтах курма пулать вĕт. Тĕнчешĕн кăтартуллă урбанизаци - хуласен, вĕсенче пурăнакансен шучĕ ÿссе пынин - процесĕн ялшăн хурлăхлă витĕмĕ çаплах вăйлă-шим?

Çапла, хамăрăн пĕчĕк ялти кăмăлсăр ĕç-пуçа тĕнче шайĕнчи пулăмсемпе ăнлантарма пулать-тĕр, анчах тÿрре кăларма, ман шутпа, май çук. Тĕрĕсех, иртнĕ вăхăта тавăраймăн. 20-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче, историксем палăртнă тăрăх, тĕнчери халăхăн 13: кăна хуласенче пурăннă. Хулисен шучĕ те пĕчĕк пулнă та... 2000 çулта планета çинчи хула халăхĕн йышĕ 49: çитнĕ. Паян ку хисеп тата та пысăкрах-тăр. Анчах хулапа хулан тĕлĕ пур. 35,5 çын пурăнакан Токиопа икĕ теçетке миллион çурă çынлă Мехико кăна мар, нумай çĕршывра пирĕншĕн пĕчĕк пек кăна туйăнакан поселоксем те хула статусĕллĕ. Данипе Швецире, сăмахран, 250 çынран ытларах çын пурăнакан вырăн та - хула.

Статистика органĕсем пĕтĕмлетнĕ тăрăх - Чăваш Енре 2016 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне халăх йышĕ 1236247 çынпа танлашнă. Хула çыннисем - 757472-ĕн, ялсенче пурăнакансем - 478775 çын. Урăхла каласан Чăваш Енри халăхăн пĕтĕмĕшле йышĕн 60: ытла - хуласем, ял халăхĕн тÿпи вара 40: та çитеймест. Юлашки цифрăсен шайлашăвĕ темле хăрушă пек туйăнмасть-ха, пăшăрхантараканни - урăххи. Çулталăк хушшинче кăна хула çыннисен йышĕ палăрмаллах, 6 пин çынна яхăн, ÿснĕ. Çакă та аван тенĕ пулăттăм, енчен те ялсенче пурăнакансен шучĕ самаях чакман пулсан... Пирĕн Чăрăшкассисемпе Хурăнлăхсенче иртнĕ çул пуçламăшĕнчен тытăнса йыш 7,8 пин çын ытла чакнă!

Чи малтанах, паллах, ку ялсенче вилекенсен шучĕ çуралакан ачасенчен чылай пысăкраххипе çыхăннă. Аслă ăру каять... Çамрăксем вара ахаль те сахал, çийĕнчен ялтан пăраха-пăраха каяççĕ. Вĕренме кăна кайсан аванччĕ-ха, анчах тивĕçлĕ пĕлÿ, специальноç илсен каялла таврăнмаççĕ-çке. Халь ялта условисем те аван ĕнтĕ: газ кĕртнĕ - каланкка хутса нушаланмалла мар, шыв та пур - пÿртех кĕртме пулать, нумай çĕрте асфальт яла кăна çитмест, ăна урамсене те сарнă - пурпĕрех вăйпитти йыш юталлах туртăнать.

Ялта ĕç çук - халăх çав-çавах хуласенеллех туртăннин тĕп сăлтавĕ тем тесен те çакă. Пулсан та - ĕç укçи пĕчĕк. Республикăн Ял хуçалăх министерствин ертÿçисем отрасльти уйăхри вăтам ĕç укçи 14 пин тенкĕрен иртнине курăмлă ăнăçу пек хаклама пăхнине пĕлетпĕр, анчах çак укçа паян вăйпитти арçынна тивĕçтерменнине те кашниех ăнланать - вăт, тараççĕ ялтан.

Çак йĕркесен авторĕ хуласенчи пысăк предприятисем иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче ялсенче хăйсен пысăк мар цехĕсене уçма тытăннине те астăвать. Ĕç вăйĕ унта пулнă та - производствăшăн меллĕ. Çак пулăм ялсене аталантарма пулăшас шанăç пысăкчĕ, анчах вăл вăй илсе ĕлкĕреймерĕ - пăчланчĕç çав цехсем. Паян çак ĕçе тепĕр хут пуçарсан питĕ лайăх пулмалла та, анчах ку - пурнăçланми ĕмĕт кăна. Пысăк предприятисем хăйсем саккассăр хăшкăлаççĕ - хушма цехсем пирки мĕн калаçмалли...

Паян ял халăхĕ ĕлĕкхилле пысăк йышпа кар! тăрса ĕçлемелли тапхăр таврăнасса кĕтни вырăнсăрри тепĕр самантпа та çыхăннă. Кирлĕ мар халь хуçалăхсене ун чухлĕ çын. Вун-вун çын юнашар тăрса иртен пуçласа каçчен утă, пăрçа çулнине эпĕ те астăватăп-ха - çава тытса курман çын мар. Çав вăхăтсене тинех тавăраймăн.

Çак кунсенче Шупашкарти трактор заводĕнче пулма тÿр килчĕ. Халь кунта пысăк промышленноç тракторĕсем кăна мар, ял хуçалăх техники те пур. Ял хуçалăхĕ валли кăларакан тракторпа паллаштарнă май Андрей Можанов директор вăл ялта анлăн усă куракан ДТ е МТЗ йышши 7-8 тракторпа улăштарма пултарнине палăртса тĕлĕнтерчĕ. Вăт, пĕр-пĕр колхозра суха вăхăтĕнче 7-8 ДТ-75 уя тухнă тейĕпĕр - икĕ сменăпа ĕçлесен теçетке çурă механизатор кирлĕ пулнă. Çĕнĕ çак тракторпа вара пысăк бригада ĕçне икĕ тракторист кăна пурнăçлать. Пур çĕрте те çапла: фермăра та, йĕтем çинче те. Паян унчченхи пек алă вĕççĕн кăна ĕçлесе инçе каяймăн. Пĕрремĕшĕнчен, алă ĕçĕ - йывăр ĕç, çынна хăратса-ирĕксĕрлесе ĕçлеттереймĕн* иккĕмĕшĕнчен, кĕреçепе-сенĕкпе кăна ĕçленин тухăçĕ ытла та пĕчĕк.

Апла-тăк ял пĕтнипе çырлахар-и? Çук, пĕтместех вăл. Йыш пĕчĕкрех пулассипе килĕшме тиветех ĕнтĕ, çапах ял хуçалăхĕ пĕчĕккĕн вăй илнĕ май /çакăн паллисем пур. Ютран, чикĕ леш енчен, кÿрекен апат-çимĕç самаях хĕсĕннĕ май патшалăх тинех хамăрăн хресчен еннелле çаврăнчĕ пек туйăнать/ ял та ура çине тăратех. Тен, хăçан та пулин тепĕр майлă пулăма та курăпăр-ха - хула çыннисем яла пурăнма куçнине...

Николай КОНОВАЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.