Комментари хушас

10 Пуш, 2016

Эпир - малтисен йышĕнче, е Аван хаклав татах туртăнма хистет

«Хыпар» ыйтăвĕсене республикăн çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Сергей ПАВЛОВ хуравлать

- Пĕтĕм Раççейри «Симĕс патруль» общество организацийĕ Раççей регионĕсем тĕлĕшпе 2015 çулшăн экологи рейтингĕ ирттернĕ. Унăн пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх - 85 субъектран Чăваш Ен - саккăрмĕш вырăнта, экологи тĕлĕшĕнчен яваплă чи лайăх 10 регион йышне кĕнĕ. Рейтинга палăртнă чухне мĕнле кăтартусене шута илнĕ?

- Ăна ирттерекен общество организацийĕ никама та пăхăнмасть. Хăйĕн пĕтĕмлетĕвне 2008 çултанпа кашни кварталтах тăвать. Экологи рейтингĕнче республика 2015 çул тăршшĕпех /çуркунне - тăххăрмĕш, çулла саккăрмĕш вырăнсенче/ малти регионсен йышĕнче тытăнса тăма пултарчĕ. Рейтинг хаклавĕсене палăртнă чухне çут çанталăка хÿтĕлемелли ĕçсен индексĕсене /атмосферăри сывлăш, шыв, биопуянлăх/, промышленноç-экологин /йăлари хытă каяш, промышленноç ăпăр-тапăрĕ, бизнес яваплăхĕ, промышленноç предприятийĕсен таврашĕ/, социаллă экологин /этем пурăнакан тавралăх, информаци-психологи лару-тăрăвĕ, саккун тата влаç/ индексĕсене тата пĕрлехи индекссене тĕпе хураççĕ. Рейтинга информаци-аналитика тытăмĕ кашни регион индикаторĕсемпе индексĕсене шута илсе палăртать. Çав тытăма субъектсен экологийĕнче, социо- тата технохутлăхĕнче пулса иртни, çавăн пекех тĕрĕслев органĕсемпе компетентлă специалистсем тавралăх лару-тăрăвне еплерех хаклани çинчен информаци кĕртсе пыраççĕ.

«Симĕс патруль» эксперчĕсем палăртнă тăрăх - 2015 çулхи пĕтĕмлетÿллĕ рейтингра влаçăн вырăнти органĕсем хăйсенчен ыйтакан информаципе тивĕçтерес тĕллевпе общество организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлеме хатĕр пулнине те шута илнĕ. Рейтинг авторĕсен шухăшĕпе - регионсен умĕнчи экологин çивĕч ыйтăвĕ, рейтинг пĕтĕмлетĕвне витĕм кÿрекенскер - каяш çаврăнăшне еплерех йĕркелени. «Çÿп-çап вăрçи» çав-çавах тăсăлать-ха, каяша уйăрасси тата суйласа илнĕ ăпăр-тапăрпа производствăра усă курасси вара иккĕмĕш вырăнта. Пурнăçа кĕртмелли çулсене уçăмлатса çитермен пирки йышăннă саккунсем ĕçлемеççĕ.

«Симĕс патруль» хăйĕн рейтингĕпе Чăваш Ене 2013 çулшăн - тăххăрмĕш, 2014 çулшăн вунвиççĕмĕш вырăн панă.

- Юлашки çулсенче ял тăрăхĕсенче тавралăха тасатассишĕн нумай тăрăшрĕç пулин те хăшпĕр çĕрте ăптăр-каптăр куписене, кăнăш-канăш тултарнă михĕсене асăрхатпăр. Вĕсене хытă каяш полигонĕсене ăсатассишĕн мĕнле органсем яваплă?

- Патшалăх, муниципалитет, общество организацийĕсем тата граждансем пĕрле ку ыйтăва тахçанах татса панă. Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенче, Шупашкар районĕнче пухăнакан йăлари хытă каяша вырнаçтарас, утилизацилес, пĕр пайне уйăрса производствăна иккĕмĕш хут ярас тĕллевпе инновацин çĕнĕ технологине ĕçе кĕртсе инвестици проектне пурнăçлатпăр. Министерство çут çанталăка хÿтĕлесе çынсен экологи культурине ÿстерес, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем ирĕк памасăрах вăркăнтарнă хытă каяш куписене пĕтерес тĕллевпе акцисем йĕркелет. Ку ĕçре çулсерен ирттерекен Экологи хăрушлăхĕнчен хÿтĕленмелли кунсем /ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче пуçланаççĕ, çĕртмен 5-мĕшĕнче вĕçленеççĕ/ пысăк пĕлтерĕшлĕ. «Симĕс патруль» организацин республикăри уйрăмĕ пуçарнипе çав тапхăрта Чăваш Енре çут çанталăка хÿтĕлемелли «Экодесант - таса тавралăхшăн» акци иртет. Уйрăм хастарĕсем асăннă купасенчи выртан-тăрана тиесе яраççĕ, хытă каяша уйăрса пухнă ырă тĕслĕхсене пропагандăлаççĕ. Республикăн тавралăха хÿтĕлекен патшалăх инспекторĕсем муниципалитетсем ирĕк памасăрах ăпăр-тапăр пăрахса тултарнă вырăнсене тупса палăртассишĕн час-часах рейд йĕркелеççĕ.

Йăлари хытă каяша пухас, çав шутра уйăрса пухас, турттарас, суйласа иккĕмĕш хут ĕçе кĕртес, утилизацилес, сиенсĕрлетес, çĕр айне чикес ĕçе йĕркелеме ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствине шаннă. Ăптăр-каптăра пуçтарасси, çав шутра уйăрса пуçтарасси, турттарасси, утилизацилесси, сиенсĕрлетесси, районсенче çĕр айне чикесси - вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен тивĕçĕ. Çав ĕçсемпе çыхăннă ыйтусем республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ирттерекен лару-канашлу кун йĕркинче яланах пур. Кашни хуçалăх суб<екчĕн каяш çаврăнăшĕ, çав шутра ăпăр-тапăра турттарса тăрасси çинчен калакан саккуна пăхăнмалла.

- Çурхи шыв гидросооруженисене çĕмĕрес, ейĕве кайса çынсем пурăнакан вырăнсене илес хăрушлăх кашни çуркуннех пур. Инкек ан пултăр тесе мĕн тума палăртнă?

- Ейĕве хирĕçле ĕçлекен комисси нарăсăн 16-мĕшĕнче кăçалхи пĕрремĕш ларăвне ирттерчĕ. Шыв-шур ейĕве каяссине пĕлсе тăрса об<ектсене хатĕрлеме пулăшас тĕллевпе муниципалитет администрацийĕсене инструкци материалĕсем ярса панă. Асăннă комиссие вырăнти органсем те йĕркеленĕ. Çурхи шыв инкексĕр кайса пĕттĕр тесе пурнăçламалли ĕçсен планне хатĕрленĕ, гидрохатĕрсен хăрушсăрлăхне тивĕçтерме яваплă çынсене çирĕплетнĕ. Гидросооруженисене тĕрĕслеççĕ, шыв çулĕсене пăртан тасатаççĕ. Çыранран ейÿ тухса ял-поселок çывăхĕнче сарăлнăран çынсем инкеке лекесрен эвакуаци маршрутне, транспорта, вĕсене ăçта вырнаçтарассине /20 çурта, 3100 çын валли/ палăртнă. Гидрологи лару-тăрăвне 5 гидропостра сăнаççĕ.

Этем пурăнакан вырăнсене шыв ан илтĕр тесе 2015 çулта 13350 пин тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă. Федераци бюджетĕнчен - 10990 пин, ЧР хыснинчен 1650 пин, вырăнти бюджетран 710 пин тенкĕ уйăрнă. Ытларах ăна юханшывсене тÿрлетме, гидрохатĕрсене тĕпрен юсама янă. Пĕлтĕр Канаш районĕнчи Çĕнĕ Пинер ялĕ патĕнчи Кĕçĕн Çавал юппине /370 м/ тÿрĕрен янă.

Республикăра 554 гидрохатĕр, вăл шутра хуçасăрри - 3 /Етĕрне районĕнче - 1, Канаш тăрăхĕнче - 2/. Çурхи шыв кайнă чухне пĕтĕм гидросооруженишĕн муниципалитет йĕркеленĕвĕсем яваплă. Ейÿ сарăлнă тапхăрта пăрăхсем витĕр шыв пĕр чăрмавсăр юхса тăтăр тесе гидрохатĕрсене тĕпрен юсаççĕ. 2015 çулта виççĕшне 10960 пин тенкĕлĕх юсанă. Кăçал тăваттăшне 18575 пин тенкĕлĕх çĕнетме планланă: Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Кукашни, Патăрьел районĕнчи Шăнкăртам, Етĕрне районĕнчи Тури Ачак ялĕсен таврашĕнче.

Кăçал Раççей Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствине Улатăр хули хĕрринчен иртекен Улатăр юханшывĕнчен çуркунне хÿтĕленмелли сооруженисем тумашкăн федераци хыснинчен укçа ыйтса илес тĕллевпе сĕнÿсем хатĕрлетпĕр. Çав объекта 429424 пин тенкĕ хывма ыйтатпăр. Хÿтĕлев лаптăкĕ 572 га йышăнĕ. Вăл 1760 çынна ейÿрен сыхлĕ.

Çурхи ейÿ сăлтавĕсене сирме, шыв кÿрекен инкеке пĕтерме республикăн укçа резервĕн фондĕнче - 153515 пин, инкеке пĕтерме кирлĕ япаласен фондĕнче 145257 пин тенкĕ пăхса хунă.

Чăвашгидрометеоцентр пĕлтернĕ тăрăх - ейĕве каякан çурхи шыв нумай çул каяллахи вăтам шайран çÿлерех çĕкленĕ. Сăлтавне çанталăк кĕске хушăра ăшăтассипе ăнлантараççĕ. Урăхла каласан, питĕ ăшă кунсем пуçланаççĕ те - юр хăвăрт ирĕлĕ, шыв çырма-çатрана лексе ейĕве тухма пултарĕ. Сăр, Çавал, Улатăр, Пасна юханшывĕсем самаях хăпарас хăрушлăх пур.

Юрий СЕРГЕЕВ хатĕрленĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.