Чăвашпотребсоюз ырă ята çĕнĕ ÿсĕмсемпе çирĕплетет

10 Пуш, 2016

Çак кунсенче Шупашкарта Чăваш Республикин потребительсен обществисен представителĕсен 113-мĕш тата пайçăсен 21-мĕш пĕтĕмĕшле отчет пухăвĕ иртрĕ. Унта пĕлтĕрхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç, 2016 çулхи аталану программине палăртрĕç. Пуху ĕçне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ Михаил Резников, Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Андреев хутшăнчĕç.

Чăвашпотребсоз канашĕн председателĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов хăйĕн отчетлă докладĕнче чăваш кооператорĕсен иртнĕ çулхи ĕç-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Экономикăри лару-тăру çăмăлах мар пулин те палăртнă тĕллевсене туллин пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе нумай тунă. Кашни отрасльтех ÿсĕмсем пур. Пĕлтĕр 95 çулхи юбилейне паллă тунă, Чăваш Енĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ Чăвашпотребсоюз - Раççей Центросоюзĕн тытăмĕнчи организацисем хушшинче яланхи пекех лидерсен йышĕнче. Ырă ята вăл çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнÿсемпе çирĕплетсе пырать.

- 2015 çула илес пулсан, суту-илÿ, общество апатланăвĕн, производство, хатĕрлев, пулăшу ĕç-хĕлне лайăхлатас, инноваци проекчĕсене пурнăçа кĕртсе тухăçлăха ÿстерес ыйтусемпе уйрăмах тимлĕ ĕçленине палăртмалла, - терĕ Валерий Михайлович. - Организацисемпе предприятисен ĕç-хĕлĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 11 миллиард тенкĕпе танлашрĕ. Пурлăх-техника базине аталантарма 200 миллион ытла тенкĕ уйăртăмăр, çĕнĕ сакăр объект хута ятăмăр. Уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ проектсем - потребкоопераци организацийĕсен суту-илÿ обћекчĕсене автоматизацилесси тата тавара пĕрлештерсе туянассине йĕркелесси. Вĕсемпе тĕллевлĕ ĕçлетпĕр.

Ял халăхĕ хушма хуçалăхра туса илнĕ продукцие аякка каймасăрах вырнаçтарма май пурришĕн кăмăллă. Пĕлтĕр коопераци организацийĕсем халăхран 1,1 миллиард тенкĕлĕх ял хуçалăх продукцийĕ тата чĕртавар туяннă, вĕсемшĕн 658 миллион тенкĕ тÿленĕ. Ку 4 пине яхăн ял çыннин çулталăкри вăтам ĕç укçипе танлашать. Юлашки çулсенче республикăри потребительсен тытăмĕнче хамăрăн продукцие ытларах туянма пуçлани палăрать. Кунта канмалли кун ярмăрккисем, çуркуннехи тата кĕркуннехи уйăхлăхсем ирттерни те витĕм кÿрет. Кĕркунне кăна акă коопераци организацийĕсем хуласенче 50 тонна çĕрулми, 25 тонна пахчаçимĕç, ял халăхне çулталăкра 7,5 пин тонна тырă, 297 тонна вăрлăх çĕрулмипе сухан, 375 тонна удобрени, 83 пин кайăк-кĕшĕк чĕппи сутнă.

2015 çулта 1 миллиард та 88 миллион тенкĕлĕх /иртнĕ çулхипе танлаштарсан 101 процент/ продукци туса кăларнă. Чăвашпотребсоюзăн предприятийĕсем вырăнти экологи тĕлĕшĕнчен таса чĕртавартан паха продукци хатĕрленипе палăрса тăраççĕ. Вĕсенчен виççĕшĕ - Етĕрнери аш-какай комбиначĕ, тулли мар яваплă "Кооператор” тата "Янтарь” обществăсем - хăйсен темиçе продукцине "Чăваш биопродукчĕ” тавар паллипе кăларма ирĕк илнĕ.

- 2016 çул - Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думине тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашне депутатсем суйламалли çулталăк. Шăпах унăн пĕтĕмлетĕвĕ çĕршыв, çав шутра регион та, мĕнле çул-йĕрпе аталанассине нумай енчен палăртса хăварĕ. Пирĕн тĕллев вара - хамăр ĕçе лайăх тăвасси тата ял çыннисен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтересси, - терĕ В.Павлов.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ Михаил Резников хăйĕн сăмахĕнче республикăри кооператорсем тĕрĕс çулпа пынине, коммерци ыйтăвĕсене кăна мар, чи малтанах социаллă ыйтусене татса парассине тĕп вырăна хунине, çак ĕçе халăхран сĕт, какай, эмел курăкĕсем туяннипе, пĕчĕк ялсенче пурăнакансене кирлĕ таварпа, пулăшупа тивĕçтернипе пурнăçа кĕртсе пынине ырларĕ. Патшалăх вырăнти тавар туса кăларакансене саккун шайĕнче яланах пулăшнине тата малалла та пулăшассине палăртрĕ.

Пухура Чăвашпотребсоюз предприятийĕсемпе организацийĕсем хушшинчи экономика ăмăртăвĕн çĕнтерÿçисене чысларĕç. 2015 çул-хи кăтартусем тăрăх пĕтĕмĕшле ĕç-хĕле аталантарас енĕпе пĕрремĕш вырăна - Ишлей райповĕ, иккĕмĕш вырăна - Çĕрпÿ райповĕ, виççĕмĕш вырăна Муркаш райповĕ тухнă.

Алина ЛУКИЯНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.