Archive - 1 Пуш, 2016

1 Пуш, 2016

«Хыпар» 27 (26937) №. 1.03.2016

1 Пуш, 2016

Михаил Игнатьев перекетлеме хистет

Министрсен Кабинечĕн ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе ĕнер иртнĕ ларăвĕнче Финанс тата Сывлăх сыхлавĕн министерствисен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тунă отчетсем кун йĕркинчи тĕп ыйтусем пулчĕç.

1 Пуш, 2016

Çÿпçе тулли пултăр тесен...

Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтне йĕркеленĕренпе 15 çул çитрĕ. Юбилей тееймĕн, çапах малтанхи тапхăра хак памалли меллĕ самант çакă.

Çĕнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче - 2000 çулта - ĕçлеме пуçларĕ вăл. ЧР Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе ун валли ятарлă çурт тунă, унтах - вĕренÿ корпусĕ, вулав залĕпе библиотека, компьютер класĕ, фонотека, 500 вырăнлă вĕренÿ театрĕ тата хăтлă общежити.

1 Пуш, 2016

Татьяна Акимова та ăмăртĕ

Нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕнче Раççейĕн биатлон енĕпе пĕрлештернĕ командин тренерĕсем тĕнче чемпионатне хутшăнакансен йышне палăртнă. Аса илтеретпĕр: тĕнче чемпионачĕ пуш уйăхĕн 3-мĕшĕнче Норвегири Холменколлен хулинче старт илет. Ăмăртусем пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче масс-стартсемпе вĕçленеççĕ.

1 Пуш, 2016

А.Аршинова малтанхи сасăлава хутшăнĕ

РФ Патшалăх Думин Вĕренÿ комитечĕн председателĕн заместителĕ Алена Аршинова Патшалăх Думин депутатне суйланас кăмăлне палăртса ĕнер "Единая Россия" партин малтанхи сасăлавне хутшăнма регионри йĕркелÿ комитетне заявлени пачĕ.

1 Пуш, 2016

Патриот воспитанийĕ парас енĕпе

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ Алла Салаева "Держава XXI век" комплекслă наци программин координаци тата общество канашĕсен, йĕркелÿ комитечĕн ларăвне хутшăннă. Вăл Мускавра РФ Федераци Канашĕнче иртнĕ.

1 Пуш, 2016

Урнă чир, электрон правительстви, çĕрулми куравĕ...

Выльăх-чĕрлĕх урни, çавна май вăл е ку ялти хуçалăха карантина хупни республикăра час-часах тĕл пулать. Урнă чир - çивĕч ыйтусенчен пĕри. Çакна республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тунтикунсерен ирттерекен канашлура Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари службин ертÿçи - Чăваш Республикинчи тĕп патшалăх ветеринари инспекторĕ Сергей Скворцов та çирĕплетрĕ. Лару-тăру Чулхула облаçĕнче, Тутар, Мари, Мордва республикисенче тата та кăткăсрах иккен.

1 Пуш, 2016

Шупашкарсен аталанăвĕ курăмлă

Çак кунсенче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев депутатсен Шупашкар хула Пухăвĕн отчетлă улттăмĕш ларăвне хутшăннă. Унта муниципалитетăн пĕлтĕрхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пĕтĕмлетнĕ, 2016 çулхи тĕллевсене палăртнă.

1 Пуш, 2016

Парăмсем, панкрут тата шалу тавра

Федерацин патшалăх регистрацийĕн, кадастр тата картографи службин /Росреестр/ Чăваш Республикинчи управленийĕ нумаях пулмасть ĕçе хăй тĕллĕн йĕркелекен организацисен сферинче тĕрĕслевсем ирттерессипе тата арбитраж управляющийĕсем тĕлĕшпе административлă ĕçсем пуçарассипе çыхăннă ыйтусемпе тÿрĕ лини иртте

1 Пуш, 2016

Халăх фрончĕ сĕнÿсем тăратнă

Чăваш Енри халăх фрончĕн /ОНФ/хастарĕсем регион Ертÿçи Михаил Игнатьев патне республикăри пурнăçа лайăхлатассипе çыхăннă сĕнÿсем янă. Халăх фрончĕ пĕлтĕр çулталăк вĕçĕнче ирттернĕ форумăн кăтартăвĕсем асăннă документăн никĕсĕ пулса тăнă.

Pages